Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортра та тачă çыхăну кирлĕ

29 сентября 2010 г.

Тĕнче шайĕнче палăрнă Валентина Егоровăпа Алина Иванова, вĕсен йĕрĕпе пыракан Вера Соколова, Нина Охотникова – çак чаплă хăнасем вырсарни кун Муркашра иртнĕ спорт ăмăртăвĕсене килсе çитни кунта пухăннисен чĕрисене хумхатмасăр хăвармарĕ. Çапла Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ – 2010» чупăва тата В. Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртăва хутшăнакансемшĕн ăмăртусен сумĕ татах та çĕкленчĕ.

Валентина Егоровăн парнисене çĕнсе илме Муркашсем кăçалхипе 19-мĕш хут пухăнчĕç. 700 ытла çын хутшăнчĕ унта. Спортсменсене саламлама республикăпа район шайĕнчи хăнасем сахал мар пулчĕç. Чăваш Республикин Правительстви ячĕпе спортсменсене Чăваш Республикин ветеринари службин ертÿçи В.К. Тихонов саламласа Муркаш çĕрĕ чаплă спортсменсем çуратса ÿстернипе палăрса тăнине каларĕ.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та пирĕн пĕчĕк районтах çакнашкал тĕнчипе паллă спортсменсем, вĕсем хушшинче Олимп чемпионĕ те, пурри питĕ мăнаçлă пулнине палăртрĕ. «Хăш-пĕр çĕр-шывсен Олимп чемпионĕсем те çук, пирĕн вара – хамăрăн районтанах», – тесе Юрий Александрович çамрăксене тĕслĕх камран илмеллине те, сывлăх малти вырăнта пулмаллине те тепĕр хутчен аса илтерчĕ.

Валентина Егорова ентешсем патне килнĕшĕн савăннине пытармарĕ. Хутшăнусем çирĕп те ырă пулни паллах лайăх: сумлă ентешсене хисеплесе чыс туни те, вĕсен тĕслĕхĕ çинче çамрăк ăрăва ÿстерни те.

Олимп чемпионки пĕрремĕш старта хăй панăран-ши, чи кĕçĕн ушкăнри хĕр ачасем дистанцие çав тери хăвăрт та çăмăллăн чупса тухрĕç. Вĕсене курса – ыттисем те: шкул ачисем, ĕç коллективĕсен командисем, ертÿçĕсем. Кашни чупура – хăйсен çĕнтерÿçи.

Малти вырăнсене вара çаксем тивĕçрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисем хушшинче кăçал та Тойкилтĕ шкулĕ малта пулчĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕмш вырăнсенче – Шетмĕпуçĕнчи тата Кашмашри шкулсем. Вăтам шкулсем хушшинче Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем чи пултаруллисем пулнине çирпĕлетсе пачĕ ăмăрту. Вĕсем хыççăн – Калайкассисем, виççĕмĕшсем – Ярапайкассисем.

Ĕç коллективĕсен командисем хушшинче лайăх результатсем кăтартса çĕнтерÿçĕсен пусмин çÿлти картлашки çине «Муркашри чăх-чĕп фабрики» уçă акционер пĕрлешĕвĕн команди хăпарчĕ. Ун хыççăн – районти шалти ĕçсен пайĕн тата «Кăпас» командисем.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе чи хастаррисене тĕрлĕ номинацисенче палăртса парнесемпе хавхалантарчĕç: «Чи кĕçĕн хутшăнакансем» – Стас Лоцмановпа Мария Чернова, «Чи лайăх тренер» – Аверкий Васильевич Васильев, «Чупассин чи лайăх техники» – Анна Кузнецова (Муркаш шкулĕ), «Çĕнтерĕве çывхартассишĕн» – Надежда Игнатьева (Чуманкасси шкулĕ) тата Алексей Кириллов (Кашмаш шкулĕ).

Ертÿçĕсен чупăвĕнче хĕрарăмсем хушшинче Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.А. Любимовăпа унти специалист М.М. Исакова палăрчĕç, арçынсем хушшинче – А.В. Слепнев (ФСК), И.И. Лобанов (Горномарийски районĕ), В.В. Михайлов (уйрăм предприниматель).

Ăмăрту район çыннисене савнăç парнелерĕ. Тен çакăнтах çамрăк «Валентина Егоровăсем» те хăйсен пĕрремĕш стартне тухрĕç пулĕ. Вăхăт кăтартĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика