08 сентября 2010 г.
Раççейре чылай социаллă çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл алкоголизм пулса тăрать. Хăçан та пулин пирĕнтен кашниех унпа тĕл пулнах пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ку ыйту çине патшалăх та, общество та пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кусем вĕсем эрехпе туслă кÿршĕсем те, тăвансем те, тĕпленсе пĕр вырăнта пурăнман çынсем те, çул çинчи ÿсĕр водитель те пулма пултараççĕ.
Çак çивĕч ыйтăвăн сăлтавĕсене чылай асăнма пулать. Анчах та çак статьяра эрех ĕçнипе çыхăннă административлă майпа правăна пăснин тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăрас килет.
Пирĕн çĕр-шывра çул çитмен çамрăксенчен пуçласа ватă çынсем таранах обществăлла вырăнта алкоголь тата спиртлă ытти шĕвексене ĕçекенсем, наркотиксемпе, психотроплă япаласемпе усă куракансем сахал мар. РФ Административлă майпа правăна пăсни çинчен калакан кодексра вара обществăлла вырăнта сăра тата ун йышши ытти шĕвексем, алкоголь тата спиртлă продукци ĕçнĕшĕн, наркотиксемпе тата психотроплă япаласемпе усă курнăшăн административлă майпа айăпласа 100 тенкĕрен тытăнса 1500 тенкĕ таран штраф шыраса илме пултараççĕ.
Обществăлла вырăнта ÿсĕрле пулни çыннăн чысне варалани, обществăлла нравственноç нормисене пăсни шутланать. Çавна май уншăн айăплавне те çирĕпрех пăхса хунă. Правăна административлă майпа кун пек пăснишĕн 100 тенкĕрен тытăнса 500 тенкĕ таран штраф пама е 15 талăк таран административлă майпа арестлеме пултараççĕ.
Айăпланă чухне суд йĕркене пăсакан кам пулнине, вăл çемьеллĕ е çемьесĕр пулнине, унăн пурлăх тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне шута илет. Ытларах чухне çапла майпа йĕркене пăсакансем вĕсем ниçта та ĕçлемен, унччен темиçе хутчен те административлă майпа ответ тыттарнă çынсем.
Муркаш районĕнчи 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйин 2009 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Кĕрекаç ялĕнче пурăнакан К. гражданин айăплă тесе палăртнă. 2009 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче вăл каçхи 10 сехетре Кĕрекаç ялĕнчи Центральная урамра ÿсĕр çÿренĕ, çынлăх тивĕçне тата обществăлла нравственноç нормисене пăснă. К. гражданин ÿсĕр пулнине вăл сулăна-сулăна утни, йĕркеллĕ калаçайманни, çăварĕнчен эрех шăрши кĕни, тирпейсĕр тумланни те çирĕплетсе панă.
Суд ларăвĕнче К. гражданин хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăнчĕ, хăй унччен кăнтăрла тата каçхине юлташĕ патĕнче эрех ĕçни пирки каласа пачĕ. Кайран вара вăл юлташĕсем патне кайма тухнă имĕш.
Суд хăйĕн йышăнăвне тунă чухне çак сăлтавсене шута илчĕ: К. гражданин ниçта та ĕçлемест, унччен те ăна кун пек майпа правăна пăснăшăн штраф панă. Ку хутĕнче вара айăпланакана 5 талăклăха административлă майпа арестлеме тиврĕ.
Районти миравай судьясен юлашки вăхăтра асăннă йышши ĕçсене ытларах та ытларах пăхса тухма тивни те эрех ĕçни çивĕч ыйту пулса тăнине çирĕплетсе парать. Акă 2009 çулта районти 1-мĕш тата 2-мĕш номерлĕ суд участокĕсен миравай судйисем обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 23 çынна айăпланă, вăл шутран 18 çынна административлă арестленĕ. Кăçал вара çапла майпа правăна пăснăшăн 61 çыннăн ĕçне пăхса тухса айăпланă, 41 çынна административлă майпа арестленĕ.
Район территорийĕнче ÿсĕрле автотранспорт рулĕ умне ларакансен хисепĕ те пĕчĕк темелле мар. Шел пулин те çапла майпа правăна пăснăшăн çулталăк çурăран тытăнса икĕ çул таран водитель удостоверенийĕсĕр хăварма е административлă майпа арестлеме пултарни те хăшĕсене руль умне ÿсĕрле ларассинчен чарса тăма пултараймасть.
2009 çулхи августăн 13-мĕшĕнче Катькас ял тăрăхне кĕрекен Пошкар–Шатракасси автоçул çинче С. гражданина ЗиЛ автомашина рулĕ умĕнче тытса чарнă. Вăл ÿсĕр пулни палăрнă. Çитменнине ăна асăннă майпа йĕркене пăснăшăн водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă пулнă. Судра вăл çапла ăнлантарса пачĕ. Пошкар ялĕнче вăл августăн 12-мĕшĕнче водка ĕçнĕ. Хыççăн вара тепĕр кунне ирхи 3 сехетре автомашинăпа киле кайма тухнă. Район больницинче медицина тĕрĕслевĕ ирттерни те С. гражданин ÿсĕр пулнине çирĕплетнĕ.
Асăннă гражданина 10 талăклăха административлă арестлеме тиврĕ. Мĕншĕн тесен ăна унччен те руль умне ÿсĕрле ларнăшăн айăпласа удостоверенисĕр хăварнă пулнă. Анчах та вăл çакăнтан тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума шутламан.
Эрехпе туслисем, мораль тĕлĕшĕнчен сывă пурнăç йĕркине пăхăнманнисем тата правăна хирĕçле ĕçсем тăвакансем ашшĕ-амăшĕсем хушшинче те çук мар. Çапла майпа вĕсем хăйсен ачисен воспитанийĕ çине тÿнтерле витĕм кÿреççĕ. РФ Çемье кодексĕнче ăнлантарса панă тăрăх вара ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене воспитани пама, вĕсен сывлăхĕшĕн, ÿт-пÿ, психика тата ăс-хакăл, нравственноç тĕлĕшĕнчи аталанăвĕшĕн тăрăшма тивĕç. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламасть, çул çитмен ачисене воспитани парас, вĕрентес, вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе нимĕн те тумасть пулсан кун пеккисене административлă майпа айăпласа 100 тенкĕрен тытăнса 500 тенкĕ таран штрафлама пăхнă. Çул çитмен çамрăксене сăра, эрех е пуçа минретекен ытти япаласем ĕçме явăçтарнăшăн вара 1000 тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.
Е. НИКИТИНА,
районти 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи.