08 сентября 2010 г.
Пурнăç кунпа мар, сехетпе малалла ыткăннă, çĕнĕ технологисем вăй илсе пынă вăхăтра сывлăх нихăçанхинчен ытларах малти вырăна тухрĕ. Çавăнпа та авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикинче культура пулăмĕсен сеть тытăмĕнчи марафонĕ Муркаш районĕнче уçăлни тата Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче «Сывлăх пыл хурчĕн çунаттисем çинче» ятпа республикăра пĕрремĕш хут Пыл уявĕ ирттерни çакна çирĕплетрĕ çеç. Çавăнпа пĕрлех ку ĕçре Муркашсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр.
Палăртнă вăхăта Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрне пыл хуртне хăйсен пурнăçĕн пĕлтерĕшĕ туса хунă утарçăсем, çак ĕçченсен тăрăшулăхне куллен куракан çĕр ĕçченĕсемпе сад ăстисем хамăр енрен те, ытти районсемпе республика шайĕнчен те йышлăн килсе çитрĕç.
«Пыл сывă апат-çимĕç никĕсĕ пулса тăрать. Вăл çыннăн пурнăçне тăсать, нумай пысăк ятлă ăстасен произведенийĕсене çутта кăларса пирĕн патăмăра çитерет», – тенĕ хурт-хăмăр ăсти Е. Баранцевич. «Пыл хурчĕсене пĕлекенсемпе юратакансемшĕн вĕлле хурчĕсĕр çу кунĕсем вĕçен кайăксемпе чечексемсĕр пекех», – пĕтĕмлетнĕ хăй вăхăтĕнче М. Метерлинк утарçă.
«Вĕлле хуртне аталантарни утарçăна чĕрĕ çут çанталăкăн чи илемлĕ пулăмĕпе куçа-куçăн тăратать, пĕчĕк ĕçченсен тăрăшуллă та тĕллевлĕ пĕрлешĕвĕпе тĕл тăвать», – тет А. Буткевич ăсчах.
Паллă çынсем каланă сăмахсене эпир республикăра пĕрремĕш хут иртнĕ «Сывлăх пыл хурчĕн çунаттисем çинче» ятлă Пыл уявĕнче кашни утăмрах тĕл пултăмăр. Якаткассинчен килнĕ 44-мĕш çул утарçăра вăй хуракан Егор Григорьевич Васильев, Сентимĕрте çуралса ÿснĕ тата Атăл хĕрринче Васильевка выççăлккинче утар тытакан Михаил Ананьевич Бычков, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Шупуçĕнче пурăнакан мĕн пĕчĕкрен пыл хурчĕсенчен ĕçченреххисене курман çамрăк утарçă Андрей Валерьевич Лаптев, тĕрлĕ ĕçре ĕçлесен те хăйĕн тĕп вырăнне пыл хурчĕсем патĕнче тупнă Анаткасси (Турай ял тăрăхĕ) арçынĕ Лев Филимонович Кузеев, Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи утар ăсти Владимир Леонидович Хлебников, пыл хурчĕсенчен самантлăха та уйрăлман Муркаш хĕрарăмĕ Вера Петровна Пикузова эпĕ маларах илсе кăтартнă каларăшсене хăйсен кулленхи ĕçĕпе çирĕплетсе параççĕ.
– Пыл хурчĕпе хутшăннинчен канлĕреххине тĕл пулаймарăм, – терĕ кĕске калаçура Вера Петровна. Çакăнта вăл утарçăн пĕтĕм ăсталăхĕ.
Пыл уявĕн хăнисем хушшинче ЧР культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумне В. Фошина, ЧР «Культура программисен дирекцийĕ» АУ директорне М. Матросова, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумне В. Краснова, ЧР Ял хуçалăх министерствин отрасль аталанăвĕпе çĕр ĕçĕн тата инноваци пайĕн пуçлăхĕн çумне С. Мясниковăна, спорт мастерне В. Соколовăна курма май пулчĕ.
Уява пухăнисем малтанах Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн утарĕнче пулса П. Константинов опы-чĕпе паллашрĕç. Унтан таврăнсан пурте пĕрле «Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт» фотовыставкăра пулчĕç. Вырăнти Н. Никольский музейĕнче вĕлле хурчĕ тытассипе тата ĕрчетессипе «Хурт-хăмăр ĕрчетесси – сывлăх çулĕ» экспозици уçăлни те уява пынисемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Уявра районти утарçăсем хушшинче иртнĕ «Чи лайăх пыл» конкурса та ыттисем пекех чи çÿллĕ шайра пĕтĕмлетрĕç. Унăн çĕнтерÿçи П. Константинов пулса тăчĕ.
«Утарçăсем – тăлăх ачасемшĕн» акци те уявра курăмлă иртрĕ. Чăваш оперăпа балет театрĕн солисчĕсем, Муркаш енри художество пултарулăх коллективĕсем уява савăк юрăсемпе илемлетрĕç.
Пыл уявне пухăннисем «Пыл пулăшнипе сывлăх патне тата нумай çул пурăнма» çавра сĕтеле те активлă хутшăнчĕç. Унта хăйсен ĕçĕпе, шухăшĕсемпе, умри тĕллевĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов, «Хурт-хăмăр ĕр-четессин агентстви» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Г. Максимов, «Сывлăх пыл хурчĕн çунаттисем çинче» Пыл уявĕ» проект ертÿçи Т. Королькова, медицина наукисен кандидачĕ тата ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ В. Вишневский, ял хуçалăх наукисен докторĕ И. Мадебейкин профессор, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ И. Тихонов, Юнкăри вăтам шкулăн çамрăк экологĕсем хутшăнчĕç.
Уяв тухăçлă та çÿллĕ шайра иртрĕ.
Анатолий БЕЛОВ.