Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прессăпа спорт фестивалĕнче

08 сентября 2010 г.

Иртнĕ шăмат кун, сентябрĕн 4-мĕшĕнче, район хаçачĕн парнисене тата кубоксене çĕнсе илессипе çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту пулчĕ. Кăçалхи ăмăртăвăн çĕнĕлĕх те пулчĕ: кунта çĕнтернĕ командăсен «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн республика шайĕнче ăмăртмалла. Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕн çумĕ В.Л. Шапошников ăмăртăва пухăннисене саламласа ăнăçусем сунчĕç.

«Советская Чувашия» издательство çурчĕн директорĕ, çак ятпа тухса тăракан хаçатăн тĕп редакторĕ А.Г. Соловьев та ентешсене саламлас тесе çитрĕ. Хăй вăхăтĕнче Нискассинчи шкултан вĕренсе тухнăскер, журналистикăри пĕрремĕш утăмĕсене вăл пирĕн районта тухса тăракан хаçатрах тунă. Çамрăк спортсменсене ку хавхалантарчĕ те.

Тĕнчипе паллă спортсменка, Анаткас Апаш хĕрĕ Вера Соколова та çамрăксене яланах сывă пурнăç йĕрки тытма сĕнсе ăнăçлă стартсем сунчĕ.

Пурĕ 33 команда эстафетăра вăй виçме кăмăл тунă: 14 вăтам шкул, 10 тулли мар вăтам шкул тата 9 ĕç коллективĕ.

Хыççăн вара старта районти тĕп шкулсен командисем тухрĕç. Вĕсем хушшинче кубокпа пĕрремĕш вырăна Тойкилтĕ шкулĕнче вĕренекенсен команди тухрĕ. Иккĕмĕшсем – Шетмĕпуçсем, виççĕмĕшсем – Шатракассисем.

Вăтам шкулсен командисенче участниксен шучĕ ытларах пулчĕ. Кĕрешÿ те çавна май хĕрÿрех иртрĕ. Пурпĕр Ярапайкассинчи вăтам шкул командине çитекенни пулмарĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Муркаш шкулĕн тата Калайкасси шкулĕн командисем.

Предприятисен, организацисемпе учрежденисен коллективĕсен командисене те сăнама кăмăллă пулчĕ. Ăмăртăвăн положенийĕпе килĕшÿллĕн призлă вырăнсене йышăннă шкул командисем пекех 1 вырăна тухнă ĕç коллективĕн команди – «Муркашри чăх-чĕп фабрики» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕ – «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн çур çуллăх çырăнтарăвне тата парнене тивĕçрĕ, 2 вырăна тухнă Муркаш почтамчĕн команди – çут çанталăка сăнлакан рамăри ÿкерчĕке, виççĕмĕшсем – Хорнуй ял тăрăхĕн команди – чей сервизне.

Малтан çирĕплетнĕ пекех призлă вырăнсене çĕнсе илнисем дипломсемпе медальсене те тивĕçрĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика