11 сентября 2010 г.
УМ СĂМАХ. Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне районти çĕр ĕçченĕ кĕрхи культурăсем акас ĕçе, тĕпрен илсен, вĕçлерĕ. Паян вара ытти ĕçсенчен пушаннă пĕтĕм вăй – çĕр улми пуссисенче. Шăрăх çанталăк кăçал кунта та çĕр ĕçченне «пысăк çухатусем» парнелерĕ. Районĕпе илсен çĕр улмин гектар пуçне тивекен вăтам тухăçĕ хальлĕхе вăтамран 37,6 центнер кăна.
Çĕр улми кăларнипе пĕрлех хуçалăхсенче çĕртме сухи тăвасси вăй илсе пырать. Ку ĕçе пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕрле 1500 гектара майлă пурнăçланă.
Кĕрхи культурăсем валли нÿрĕк яланах çителĕклĕ пулнине тата вĕсем çулленех пысăк тухăç панине шута илсе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсем çуркуннерен пуçласах вĕсене ытларах акса хăварасси пирки калаçаççĕ, тивĕçлĕ анасем хатĕрлеме çуркунне пысăк лаптăксене пусу хăвараççĕ. Малашлăха пăхакансем вĕсене çу каçа технологие пăхăнса тирпейлĕ пăхса тăчĕç. Иртнĕ эрнере «хурçă утсем» хатĕр çĕрсем çинче кĕрхи культурăсем акас ĕçе вĕçлерĕç. Шутлă кунсенчех Ильич яч. хис., Чкалов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис., «Ударник», «Герой», «Свобода», «Оринино» хуçалăхсем 3249 гектар кĕрхи тулăпа ыраш акса хăварчĕç. Районти ытти ял хуçалăх производство кооперативĕпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем вара пĕтĕмпе иртнĕ кунсенче 5460 гектар кĕрхи культурăсем акма пултарчĕç.
Черетлĕ кĕр аки иртрĕ. Ăна тĕплĕ хатĕрленнисем иртен пуçласа каçчен хирте «тусан вĕçтерчĕç». Юнашар хирсенче вара ăмăртмалла тенĕ пек «хурçă утсем» çĕртме сухи турĕç. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ.
– Аслă асаттесемех ыраша, кĕл çине пулсан та, вăхăтра акса хăварма каланă. Эпир шутласа тупнă сăмахсем мар – çĕр ĕçченĕн çĕршер çул тĕрĕсленнĕ ĕç чăнлăхĕ ку. Ăна пăхăнса тăрса çурла уйăхĕн вĕçĕнче ыраш акма тухрăмăр, – пĕлтерчĕ вăрлăх турттаракан автомашина кабининчен тухса «Герой» хуçалăх агрономĕ З. Макарова.
– Никамăн та канса вăхăта ирттерес шут пулман. Кашниех ĕç планĕпе палăртнă 218 гектара вăхăтра тата хăвăртрах акса хăварассишĕн тăрăшрăмăр. Çакă пирĕн çитес çулхи ăнăçлă ĕç никĕсĕ пулнине ăнланатпăр, – кăмăллăн калаçать 3 сеялкăллă ака агрегатне вăрлăх тултарнă хыççăн хирелле хускатнă май Валерий Иванов механизатор. Черетлĕ ака çаврăмне кайиччен акаçăсен пĕр ушкăнне сăн ÿкерме май пулчĕ.
Ушкăн тенĕрен. Юлашки кунчченех «Герой» хуçалăх хирĕсенче Валерий Ивановпа пĕрле Э. Задонский, В. Ярусов, А. Осипов, И. Матюшкин акаçăсем тимлерĕç. Пĕр хушă акара ĕçленĕ Александр Рыжковăн пĕр сеялкăллă экипажĕнче Г. Трофимов та япăх мар тимлерĕ. Пĕрлехи тăрăшулăх вăхăта перекетлесе ĕç калăпăшне ÿстерме тата тăкаксене пĕчĕклетме май пани паян куçкĕрет.
Уй-хир хастарĕсем шутлă кунсенче пĕрлехи вăйпа-тăрăшулăхпа 218 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварчĕç терĕмĕр. Маларах акнă пусăсем ешĕл кавирпе витĕнни Шурчасен тăрăшулăхĕ харама кайманнине кăтартать. Пĕрлехи ĕç халăх мулне çаврăнать çав. Ку технологие «Герой» хуçалăхра малти вырăнта тытса пыраççĕ.
Çапла пултăрччĕ те.
Анатолий БЕЛОВ.