11 сентября 2010 г.
Паян пирĕнтен кашниех лайăхрах пурнăçпа пурăнассишĕн тăрăшать. Тăрăшать те умри тĕллеве пурнăçа кĕртме ирне-каçне пĕмесĕр унта-кунта вăй хурать. Анчах пĕрлехи пурнăç эпир налуксем тÿлессипе хамăр умри ответлăха туйнипе те тÿрремĕнех çыхăннă. Урăхла епле-ха, эпир тÿленĕ налуксенчен вырăнти бюджетсем йĕркеленеççĕ, хамăра пулăшмалли çăл куçа çирĕплетеççĕ. Анчах пур-ха пирĕн хушăмăрта çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнманнисем те. Вĕсем патне вара саккунпа килĕшÿллĕн суд приставĕсемпе налук инспекторĕсен пĕр вăй пулса çитсе çÿреме тивет. Анчах çак çулпа кайса бюджета пуянлатма çăмăл-и; Çак ыйту çине хурав шыраса авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче федераллă налук службин районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцийĕн пĕрремĕш разрядлă специалисчĕпе Л. Семеновăпа тата суд приставĕсен районти пайĕн ĕç тăвакан суд приставĕпе Е. Ремизовăпа уйрăмах «хастар» парăмçăсем патне çула тухрăмăр.
Каламалла, кĕтмен хăнасем пырса парăмсем пирки аса илтернинчен тĕлĕннисенех курма май килмерĕ. Апла пулсан парăмçăсенчен чылайăшĕ çак утăма пĕлсе туни те иккĕлентермест.
Алăк çинчи çăра ыйтусене пурне те татса парать теççĕ пулас хăш-пĕр «шустряксем». Çавăнпа çакнашкал ÿкерчĕксем тĕлне пулсан кил хуçисем хăйсем пирки çеç шутланинчен тарăхрăм та, тĕлĕнтĕм те.
Асăннă кун пирĕн çул çÿрев Оринин тата Москакасси ял тăрăхĕсенче иртрĕ. Эпир пынинчен тĕлĕнмен тата парăмсене тÿлеме хатĕр пулнă çынсене ырлассăм килет кăна. Анчах вĕсен хăйсем патне суд приставĕпе налук инспекторĕ пыриччен çав парăма тÿлеме май пулман-ши; Иккĕленмелле!
Оринин ял тăрăхĕнчи Пиккикасси ялĕнче пурăнакан И.В. Леонидова предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕнчен тÿлемелли налукпа кăçалхи иккĕмĕш кварталшăн 2962,31 тенкĕ парăма кĕрсе кайнă. Вырăна çитсен кĕсье телефонĕн номерне тупса шăнкăравласанах парăмçă парăма çывăх кунсенчех тÿлеме килĕшнине пĕлтерчĕ. Пăр тапранчĕ. Анчах...
Çак ялтах пурăнакан С. Баранов çĕрпе пурлăхшăн 2008 çулхи налука та тÿлемен. Паянхи куна унăн парăмĕ 1354 тенкĕне çитсе кайнă. Эпир пынă тĕле вара алăк çинче çăра кăна çакăнса тăратчĕ. Е. Кириллова та 2-мĕш çул ĕнтĕ çĕр налукĕнчен «тарса» çÿрет. Кунта кун йĕркине пурлăха арестлес ыйту тухса тăрать те ĕнтĕ. Камра айăпне шырас;
Аслă ăрури çынсем налук тесен сехре хăпатчĕ тетчĕç пулсан, кусем вара алăк çине çăра çакнипех парăмсенчен хăтăлса юлăпăр теççĕ курăнать.
Тĕрĕслевçĕсем çак кун ытти ялсене те çитсе курчĕç. Палăртмалла, чылайăшĕ парăмсене çав кунах тÿлесе татрĕ. Налукçăпа суд приставĕ çак кун 6 парăмçăран 15041 тенкĕ «туртса кăларчĕç». Тепĕр виçĕ парăмçă эпир çитнĕ кунччен хăйсемех налуксене тÿлени пирки квитанцисем кăтартрĕç. Пĕтĕмпе вара пирĕн çÿл çÿрев парăм енчĕкне 17566 тенкĕ çăмăллатрĕ.
Асăрхаттарма: уйрăм çынсем хăйсен пурлăхĕшĕн налук тÿлессин 1-мĕш тапхăрĕ авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен. Тÿлеменнисем тÿлĕр, ахальлĕн сирĕн алăкран та суд приставĕ пырса шаккĕ.
Кĕске асăрхаттару. Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕн 75 статйипе килĕшÿллĕн гражданин налук тÿлес тивĕçе саккунпа пăхнă вăхăтран пĕр кун ирттерсен те çав кунран пени тÿлес йĕрке вăй илет. Пени виçи Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн çав куна пăхнă рефинансировани ставкин пĕрре виççĕрмĕш пайĕпе танлашать. Шутласа пăхăр: вăхăтра тÿлес те сахалрах е саккунпа пăхнă вăхăтран иртес те ытларах тÿлес; Ирĕкĕ сирĕнте. Тÿлессе вара пурпĕрех тÿлемелле пулать.
А. БЕЛОВ.