11 сентября 2010 г.
Халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем малашлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Вĕсем Раççее кризисран кăларассипе тĕрĕс пĕтĕмлетÿсемпе йышăнусем тăвассипе кăна мар, çынсен пурнăçне кризис хыççăнхи тапхăрта лайăхлатса пырассипе те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çырав патшалăха кирлĕ. Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсем Раççее малалла аталантарассипе юлашки вунă çуллăхра туса ирттернĕ ĕç-хĕлĕн практикăлла енĕсене курса хаклама май парĕç.
Çырав регионсене кирлĕ. Çынсен йышĕ тата вĕсен составĕ пирки илнĕ информаци пур шайри бюджетсене йĕркелессипе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çавна май халăх пирки информацие çĕнетсех тăмалла.
Çырав бизнеса кирлĕ. Вăл статистикăн тулли даннăйĕсене тĕпе хурса кăна ăнăçлă аталанма пултарать. Çырав итогĕсемпе кăна пĕтĕмĕшле çĕр-шывра, регионсем, хуласем тата муниципаллă ытти йĕркелÿсем тăрăх ĕç ресурсĕсем пирки тулли те тĕрĕс информаци илме май пур.
Çырав обществăна кирлĕ. Вăл палăртнă уйрăм тапхăр тĕлне хăйĕн сăнне е портретне курасшăн: малаллах аталанса пыратпăр-и, эпир унчченхинчен ăслăрах та пуянрах-и, культура шайĕ ÿсет-и е хăйĕн аталану тапхăрĕнче вăхăт тарама кайнă;
Çырав кашнине кирлĕ. Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕ пире хамăр пирки, хамăрăн проблемăсемпе ыйтусем пирки пĕлтерме май парать. Апла пулсан специальноçпе ĕç тупассипе, ачасене вĕрентессипе, медицина тата социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе ыйтусене ăнăçлăрах татса пама май килĕ. Кашни çын çырава хутшăнса хăй çинчен пĕлтерме тăрăшни кăна гражданла тивĕçĕн акчĕ пулса тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ 2010 çулхи халăх çыравĕ «Раççейшăн кашниех пысăк пĕлтерĕшлĕ» девизпа иртет.
Халăх çыравĕ – çĕр-шывăн пĕтĕмĕшле портречĕ. Унта пурте хутшăнмасăр пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк тулли пулаймĕ.