Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алимент ыйтăвĕ те çивĕччисен хушшинче

11 сентября 2010 г.

Раççей Федерацийĕнче çемье, амăшлăх, ашшĕлĕх тата ачалăх ыйтăвĕсене патшалăх хÿтĕлет. Раççей Федерацийĕнчи çак ыйтусемпе çыхăннă саккунсем те ачасен аталанăвне, вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессине мала хума май параççĕ.

РФ Çемье кодексĕн 56 статйипе килĕшÿллĕн кашни ачан хăйĕн прависене тата саккунлă интересĕсене хÿтĕлеме ирĕк пур. Кунсăр пуçне – ашшĕ-амăшĕн киревсĕр ĕçĕсенчен те. РФ Çемье кодексĕн 80 статйинче вара ашшĕ-амăшĕ хăйсен çул çитмен ачисене йĕркеллĕ пăхса усрама тивĕç пулнине çырса кăтартнă.

Юлашки вăхăтра суд йышăнăвĕпе алимент тÿлеме çирĕплетнĕ граждансем, алимент калăпăшĕсене пĕчĕклетме ыйтакан граждансем суда заявленипе тухаççĕ, пысăк калăпăшлă алиментсене тÿлессинчен тĕрлĕ майпа пăрăнаççĕ.

Алимента суд иск тăратнă кунран пуçласа шыраса илмелле тăвать, ăна пĕр тăхтамасăрах пурнăçламалла. Малтанхи çулсенче ачана усранăшăн та укçа-тенкĕ шыраса илмелли те пулма пултарать.

Ачана тепĕр çын усрава илнипе çыхăннă ыйту тăмасть пулсан миравай судья алимент шыраса илесси пирки суд хушăвĕ кăларма ирĕклĕ. Иск ĕçĕпе килĕшÿллĕн укçа-тенкĕ калăпăшне суд ларăвĕ хыççăн çирĕплетеççĕ.

Алимент шыраса илнĕ чух унăн калăпăшне малтанах ачан çак таранчченхи пурнăç шайне те, алимент тÿлекенĕн укçа-тенкĕ енчен (пур тухăçа та шутласа) лару-тăру епле пулнине те шута хураççĕ. Алимент калăпăшĕ вăл чи пĕчĕк ĕç укçин калăпăшĕ мĕн чухлĕ пулнипе çыхăннă, çак ĕç укçин калăпăшне индексациленĕ чух вара алимент калăпăшĕ те индексациленет.

Çул çитмен ача майлă алимент шыраса илесси, алимент калăпăшне пĕчĕклетес е ăна тÿлеттерес марри – çаксене татса панă чух суд икĕ енĕн пурлăх лару-тăрăвне те, шута хумалли сăлтавсене те (сăмахран, алимент тÿлекенĕн çемйинче ĕçлеменнисем е инвалид пулсан, ача ĕçе вырнаçнă пулсан тата ыт. те) тишкерет. Ачасен интересĕсене, алимент тÿлекен ашшĕ е амăшĕ ыйтнине шута илсе ачасен ячĕпе уçнă счетсем çине алимент суммин 50 процентĕнчен ытла мар укçа-тенкĕ куçарассине суд йышăнма ирĕклĕ.

Çул çитнĕ ĕçлемен ачасем алимент шыраса илесси пирки хăйсемех иск тăратма пултараççĕ. Вĕсене саккунлă майпа ĕçлеме пултараймасть тесе йышăннă пулсан – вĕсене опекăна илнисем.

РФ Çемье кодексĕн 120 статйинче палăртнă тăрăх суд йышăнăвĕпе ашшĕнчен е амăшĕнчен алимент шыраса илесси ачисем 18 çул тултариччен вăйра тăрать. Анчах та çул çитмен ача (ăна майлă алимент шыраса илнĕ чух) 18 çулччен тулли калăпăшпах ĕçлеме пултарать пулсан алимент тÿлессине татаççĕ.

РФ Çемье кодексĕн 119 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн маларах тунă суд йышăнăвĕпе тÿлемелли алиментăн калăпăшне те суд пĕчĕклетме пултарать. Çакнашкал чухне вара хушма тăкаксене шута илеççĕ. Ку йышăнусене РФ Гражданла процессуаллă кодексăн 28 статйипе палăртнă тăрăх явап тытакан пурăнакан вырăнта пăхса тухаççĕ.

Шута илмелли сăлтавсăрах алимента вăхăтра тÿлеменшĕн суд хăйĕн йышăнăвĕпе штраф тÿлеттерме те пултарать.

Т. САЛДЫРКИНА,

ЧР Муркаш районĕнчи

1 " суд участокĕн

миравай судйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика