Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăх çитмест

15 сентября 2010 г.

Çулталăк пуçланнăранпа 8 уйăх сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта районти çул çитмен çамрăксем йĕрке тĕлĕшĕнчен хăйсене мĕнлерех кăтартрĕç-ха; Ыйту çине хурав илес тесе районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцийĕн инспекторĕпе Н.М. ПУШКИНĂПА тĕл пултăмăр.

– Çак тапхăрта çул çитменнисем пирĕн районта 5 преступлени турĕç. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан пĕчĕк цифра пулин те пирĕн ĕçе пĕрре те лăпкăлăх кÿмест. Йĕркене пăсакансем 14-17 çулхи 5 çамрăк. Çул çитменнисем хутшăннă преступленисенчен иккĕшне ушкăнпа – аслисемпе пĕрле – тунă, пĕрне – ÿсĕрле. Çакă çамрăксен кăна мар, аслисен те яваплăхĕ çуккине кăтартса парать. Çул çитменнисене йĕрке пăсма явăçтарни ырă пулăм тесе шутлаççĕ-ши вĕсем; Çавăнпа та «хальхи çамрăксем» каларăша малалла тăсса калаçнă чух хăшĕ-пĕрин хăйĕн çине те тимлĕн пăхмалла.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче августăн 31-мĕшĕ тĕлне çул çитмен 46 çамрăк учетра тăрать, вĕсенчен 20-шĕ – шкулта вĕренекенсем. Йĕркене пăсакан ачасенчен ытларахăшĕ тулли мар, сахал тупăшлă тата йывăр лару-тăруллă çемьесенчен пулнине шута илсен, çакнашкал 18 çемье те пирĕн патра учетра.

Паллах, пирĕн ĕçре административлă протоколсем çырмасăр пулмасть. Саккунпа килĕшÿллĕн асăннă тапхăрта хамăр ĕç енĕпе 168 протокол çырма тиврĕ. Вăл хушăра çул çитменнисем обществăлла вырăнсенче ÿсĕр пулнăшăн, çакнашкал вырăнсенче алкоголь пур шĕвек ĕçнĕшĕн, аслисем çул çитменнисене эрех-сăра ĕçме явăçтарнăшăн тата ытти те.

Ашшĕ-амăшĕсем пирки вара уйрăммăн та калас килет. Çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн тĕрĕслевсем вăхăтĕнче 85 протокол çыртăмăр. Çакă ашшĕ-амăшĕ ачисем çинчен манса кайсах эрех-сăра авăрне путнăшăн пулса тухать. Апла вĕсен енчен нимĕнле тимлĕх, яваплăх та çук, «кăтартăвĕсем» вара çул çитменнисем йĕрке пăснинче те палăрăмлă.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика