15 сентября 2010 г.
Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче паян пĕтĕм ĕç вăйне «иккĕмĕш çăкăр» кăларса пухса кĕртес ĕçе явăçтараççĕ. Шăрăх кунсем çĕр улми тухăçĕ çине те витĕм кÿчĕç пулин те, мĕн лартса ÿстерни – пирĕн! Çак йыхрав-чĕнÿпе хуçалăх ĕçченĕсем кулленех çĕр улми пуссине тухаççĕ. Нумай çĕрте алă ĕçне техника пулăшăвĕпе ылмаштарни хресчен ĕçне çăмăллатни патне илсе пырать.
– Çĕнĕ технологисем тетпĕр те пурнăçран юлма юрамасть. Хуçалăх ертÿçисем çĕнĕлĕхсемпе тан пыни пире те тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет. Çапла тăватпăр та, – терĕç çĕр улми кăлармалли комбайнпа касăсем вĕçне тухнă май чарăнсан ирттернĕ калаçура В. Карповпа С. Тимофеев механизаторсем.
«Герой» хуçалăх ял хуçалăх техникипе малалла пысăк утăм тунине юлашки çулсенче хирте çĕр улми кăлармалли икĕ комбайна ĕçлеттернипе те палăртма пулать.
Иккĕ терĕмĕр те, çĕр улми кăлармалли тепĕр комбайнпа В. Бурцевпа В. Семенов механизаторсен тракторĕсем ĕçлеççĕ. Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир çав комбайнсем çинче ĕçлекенсене куратăр. Сулахайран сылтăмалла: Людмила Даниленко, Лира Бурцева, Володя Бурцев механизатор, Ольга Медова, Аня Федорова. Хастар ĕçченсем иртен пуçласа хĕвел аниччен тенĕ пекех ĕçре.
Хирте тăрăшуллă пулчĕç
Кĕр кунĕсем – çĕр ĕçченĕн çулталăкри тăрăшулăх кăшăлĕ. Çу каçа кам епле вăй хунă – хĕл кунĕсем те уншăн çавăн пек тутă пулĕç. Ял ачисем çак чăнлăха ачаран чуна хывса ÿсеççĕ те кĕр çитсен канмалли кунсенче е вĕренÿре пĕчĕк тăхтав туса тăван хуçалăха, ашшĕ-амăшне кĕ-рхи ĕçсенче пулăшаççĕ. Çак тăрăшулăхпа воспитани процесĕ тачă çыхăнура: ĕçленине кура кашăкра какай пулать. Ĕçре тăрăшулли вĕренÿре те кайрисен ретĕнче пулманнине пирĕнтен кашниех курса-пĕлсе тăратпăр.
Çĕр улми кăларма вăхăт çитрĕ те шкул ачисем те çак пархатарлă ĕçрен катара юлмарĕç. Акă Çатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем сентябрĕн малтанхи кунĕсенчех тăван шкулăн çĕр участокĕнчи пĕр гектара яхăн çĕр улмине алăпах кăларса кĕртрĕç. Ку ĕçре учительсемпе пĕрле 9-10 классенче вĕренекенсем тăрăшулăх кăтартрĕç.
Ю. Герасимов ертсе пыракан Турайри вăтам шкул коллективĕ туслă вăй хурса темиçе кун хушшинчех «ДаАн» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 30 тоннăна яхăн çĕр улми пуçтарчĕ. Ĕç килĕшĕвĕпе вĕсем хăйсене хĕл каçа апатланма 3 тонна «иккĕмĕш çăкăр» ĕçлесе илчĕç. Кунти ĕçсене А. Миронова йĕркелÿçĕпе шкул директорĕн çумĕ И. Иванова майлаштарса пычĕç. Ачасем те, вĕрентекенсем те ĕçре хастар пулчĕç. Шкул поварĕсем В. Петровăпа Л. Смирнова ачасене куллен вĕри апатпа тивĕçтерни те пĕрлехи ÿсĕмшĕн пысăк тĕкĕ пулчĕ. Шкул ачисем хăйсене ĕçлеме шаннăшăн «ДаАн» общество ертÿçине А. Степанова тав тăваççĕ.
Арбуз туса илтĕмĕр
Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта хăйсен пахчинче çĕр улмипе тĕрлĕ пахча çимĕç туса илесси – нумай çула тăсăлакан ырă ĕç. Кунта вăй хунипе нумай яш-кĕрĕм çĕр ĕçне юратакан пулса шкул пĕтернĕ, тăван «Свобода» хуçалăх уй-хирĕнче ĕçленĕ. Çак юратупах çемьесем çавăрса ача-пăча ÿстернĕ.
Кăçалхи шăрăх çанталăкра та Кашмашри шкул ачисем алă усмарĕç. Çур гектар ытла лаптăк çинче çĕр улми туса илчĕç. Çу каçа шăварса-çумласа тăнипе пахчара купăсти те, кишĕрĕ-хăярĕ те, хĕрлĕ кăшманĕ те ăнса пулчĕ. Ку çеç те çителĕксĕр. Биологипе хими учительници Э. Васильева ертсе пынипе шкул ачисем кăçалхи шăрăх çанталăкра шкул пахчинчех арбуз та, дыня та туса илчĕç.
Ĕçрен ан хăра – вăл хăй санран хăратăр. Çак девиз кашни вĕренекеншĕн çывăх та пĕлтерĕшлĕ.
Анатолий БЕЛОВ.