15 сентября 2010 г.
Вăхăт утти хăйĕннех тăвать. Кун тăршшĕ тăватă сехет ытла кĕскелчĕ. Апла пулин те урамра ăшă çанталăк тăни çу кунĕсем пуçĕпех хыçа юлманни пирки калать. Анчах кĕр сиввисем вăй илсе пыни те, хушăран çумăрсем çуни тата ир-каç тăм ÿкни те вăрттăнлăх мар. Ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Паян нумайăшĕ çĕр улми пуссинче вăй хурать, маларах ĕçсенчен пушаннисем тăрăшсах кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Хирсем пушаннă май çĕр ĕçченĕ хаш сывлать, хăйне канлĕрех туйма пуçлать. Умри ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă ĕçченшĕн ку лайăх та. Тĕрĕссипе çапла пулмалла та. Анчах канлĕх туйăмĕпе хавхаланса тимлĕхе çухатни кĕр мăнтăрĕпе питех те хакла ларма пултарать. Сăмах кунта хирсем ирĕкленнипе тимлĕхе çухатнă кĕтÿçсем ĕнесене клевер-люцерна çине кĕртсе ярса кÿпĕнтерсе яни пирки. Кун пек тĕслĕхсем районта çулленех пулнине шута илсе асăрхаттару кирлех тесе шутлатăп. Вăл ытлашши пулмĕ.
2010 çул пуçланнă тĕле районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсем пурĕ 5248 пуç (çулталăк маларах – 5479 пуç) пулнăччĕ. Вĕсенчен 2100 пуçĕ (пĕлтĕр 2180-ччĕ) – ĕнесем. Кун çумне уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи выльăхсене хушар: мăйракаллă шултра выльăхсем 10991 пуç (çулталăк маларах 12169 пуçчĕ). Вăл шутран 7369 пуçĕ (7757 пуçчĕ) ĕнесем. Кăçалхи типĕ те шăрăх çанталăка пула çу каçа çак йыш та чылай катăлчĕ. Çапах мĕн пуррине сыхласа хăварни малашлăхри тăпăш пирки шухăшлаттарать. Çавăнпа та кĕр мăнтăрĕпе туллин савăнма ку таранччен ÿстернĕ выльăха тĕрĕс-тĕкел пăхса хĕле кĕртесси, унран ытларах тупăш илесси – выльăх-чĕрлĕх пăхакансем умĕнче тăракан паянхи тĕллев.
Выльăх пăхакансем умĕнче тăракан паянхи тĕп хăрушлăх вăл – ĕнесем кÿпĕнсе кайса вилме пултарни. Малаллахи сăмах çакăн çинчен пулнăран асăннă инкекрен сентябрь-октябрьте уйрăмах асăрханма кирли çинчен пĕлтерес тетĕп. Çулталăк каялла çак вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕнесем кÿпĕннĕ тĕслĕхсем пĕрре-иккĕ мар пулчĕç. Çавна пула ĕнесене вăхăтсăр пусса е вĕлерсе ярса çухатусем тÿсме тиврĕ. Çакă малашлăха пăхакан çĕр ĕçченĕшĕн курăмлă кăлтăк.
Урамра авăн уйăхĕн илемлĕ кунĕсем. Çĕр ĕçченĕ вырма ĕçĕсене вĕçленĕ май хирте кĕрхи культурăсен калчипе клевер-люцерна кайăвĕ çеç ешерсе ларать. Çакна шута илсе зоотехник-ветеринарсемпе выльăх пăхакансен асăрханулăха кашнин ÿстермелле. Ку вăхăтра фермăсенче те, уйрăм çынсен те ĕнесене ирпе-каçпа типĕ утă-улăм çителĕклĕ пама тăрăшмалла. Кĕтÿçсен вара ĕне кĕтĕвне клевер-люцерна анисем çине ирхи сывлăмпа тата çумăрлă çанталăкра пачах кĕртме юрамасть. Çав анасем çине кĕске самантлăха кĕртсе кăларнă хыççăн та ĕнесене шăварассинчен асăрханмалла. Тăм ÿксессĕн те вăл пусăсенче çÿреме кĕтÿçсен асăрханулăхĕ çÿллĕ шайра пулмалла. Çав вăхăтрах выльăх кăшманĕн çулçине çини ĕнесене кÿпĕнтермест тата ĕнесене ир-каç кăштах çăнăх пани те инкек патне илсе пымасть.
Кăçал кĕр кунĕсем çитнĕ-çитмен ялсенче ĕнесем кÿпĕнсе кайнă тĕслĕхсем пулчĕç. Пулăшу вăхăтлă пулнăран пĕр ĕнене те вĕлермен.
Ĕне кÿпĕнсех кайрĕ пулсан ăна пирвайхи пулăшу пама пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна валли пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемпе зооветспециалистсен, ял старостисен кĕтÿçсене ветсумкăсемпе тивĕçтермелле. Унта обязательнăй йĕркепе сĕт кислоти, çунтарнă магнези, тимпанол, мăн хырăма шăтарса сывлăш кăлармалли трокар пулмалла. Çак хатĕрсем килти хушма хуçалăхсенче пулни те кирлĕ вăхăтра ытлашши пулмĕ.
Мĕн тумалла-ха ĕне кÿпĕнсе кайрĕ пулсан; Инкек тÿсекен выльăха малтанах 10 – 15 грамм сĕт кислоти, 160 – 200 грамм тимпанол, 20 грамм çунтарнă магнези памалла. Каламалла, çунтарнă магнезипе сĕт кислотине çур литр шыва ярса ирĕлтермелле. Тимпанол – усă курма хатĕр препарат. Вĕсем пулмасан ĕнене 2 – 3 литр тин кăна сунă сĕт памалла та кÿпĕннĕ вырăна сивĕ шыв ярса тăмалла.
Кÿпĕннĕ ĕнене пирвайхи пулăшу панă вăхăтра е ун хыççăнах обязательнăй йĕркепе выльăх тухтăрне чĕнмелле.
А. ФЕДОРОВА,
выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ветврачĕ.