Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр йÿнелчĕ, сĕт хакланчĕ

15 сентября 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев хăй ĕçĕнче ял хуçалăх таварĕсемпе халăха кирлĕ пирвайхи продуктсен хакне ирĕке ярас маррине тĕп вырăнта тытать. Президента ларас умĕнхи тапхăрта Михаил Васильевич ку ыйтусемпе республикăри кашни районтах çивĕч тĕл пулусем ирттерчĕ. Çăкăр мĕншĕн хаклă, сĕте халăхран мĕншĕн йÿнĕ хакпа пуçтараççĕ, продукци тирпейлекенсем мĕне пăхса хак тăваççĕ тата ытти ыйтусем те ун чухне кун йĕркинчен тухмарĕç. Тĕл пулусенче вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ĕç мелĕсене ÿстермелли пирки, вĕсен пуçаруллăрах пулмалли çинчен калаçрĕ. Ку сăмахсем паян та вăйне çухатман-ха. Вĕсем ĕнерхиллех малти вырăнта тăни республикăмăр пурнăçĕнчен аван курăнать.

Юлашки уйăхра ял çынни çăкăр йÿнелнине тата сĕт хакланнине ырларĕ кăна. Çакна вĕсем çĕнĕ Президент ĕçĕ-хĕлĕпе те çыхăнтараççĕ. «Шăрăх çанталăкпа» сăлтавласа уйăх каялла çăкăр хакĕсем 16 тенкĕрен те иртсе кайнăччĕ. Ял çынни ирсерен патшалăха паракан сĕтĕн хакĕ 11 тенкĕ таврашĕнчеччĕ. Çак хаксем ял çыннине тивĕçтерменни ялсенче ĕнесен кĕтĕвĕсем «шĕвелсе» кайнинченех палăрчĕ. Ĕне сутас е ăна аша парас текенсем черете тăма пуçланăччĕ. Паян мĕн куратпăр-ха; Патшалăх выльăх апачĕ хатĕрлеме пулăшнăран пĕрле-шÿллĕ хуçалăхсенче выльăх кĕтĕвне сыхласа хăварасси пирки калаçма, куллен йÿнелнĕ çăкăр туянакан ял çынни те ытларах сĕт сутма пуçларĕ.

Çĕнĕ хаксем вара çапларах: районăн пур кĕтесĕнче тенĕ пекех сĕт пуçтаракансем ăна пĕр килограмшăн 13 тенкĕ параççĕ. Çав вăхăтрах магазинсенчи çăкăр хакĕ 16 тенкĕрен 14 тенкĕ те 60 пуса юлчĕ.

– Çиччĕмĕш çул эпир çак ĕçре. Паян районти 10 ялтан кунсерен 3800-3900 кг сĕт пуçтаратпăр. Пире çак ĕçре Кÿстерекри Л. Димитриева, Шурчари З. Борзаева, Çĕньял Шурчари В. Леонтьева, Кашмашри З. Архиповапа В. Охотникова пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсем епле ĕçленине кура ял çыннисенчен сĕт пуçтарасси йĕркеленсе пырать, – терĕ Вениамин Порфирьевич черетлĕ тулли сĕт бидонне хупса.

– Ял çыннисене пысăк тав. Уйрăмах нумай сĕт паракансене паян ятранах палăртас килет. Вĕсем: Ю. Пугачева, А. Александрова, Н. Чаплина, Е. Замятина, Е. Савельева, Л. Щукина т. ыт. те, – терĕ хăй куллен 300-350 кг сĕт пуçтарнине палăртса Кашмашри Валентина Охотникова.

...Сĕтпе тулнă автомашина ялтан тухса кайрĕ. 15 кунта пĕрре сĕт укçи илекенсем те тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика