Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ырă ĕç çĕре ÿкмест»

25 сентября 2010 г.

– Çыннăн ытларах ырă ĕç тумалла, хăйĕн хыççăн ырă ят хăвармалла, – Катькасра пурăнакан О.В. Тяминăн çак сăмахĕсем мĕн тери тĕрĕссине пурнăç тути-масине курнă çын тÿрех ăнланма кирлĕ. Ольга Васильевнăн çак сăмахсене каламалăх сăлтавĕ те пур çав. 77 çул хушшинче миçе 77 çынна ырă туман-ши вăл; Халăхшăн тăрăшнă хушăра çамрăк ĕмĕр хыçа тăрса юлнине те сисеймерĕ. Хăвăрт иртет çав вăхăт.

Çамрăк чухнех хастарччĕ çав вăл. Юнкă ял тăрăхĕнчи Канаш выççăлкки хĕрĕн харсăрлăхне вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăç та хуçаймарĕ. Ачаллах аллинчен çурла кайман ун. Аслисемпе тан тырă вырнă, кашни килтен кĕл пуçтарнă. Хĕлле уйри юра тытса хăварас тесе аслисемпе тан чакаланнă. Вăл вăхăтра талăкра 200 грамм çăкăр панă çак ĕçсемшĕн. Пурнăç çулĕ çине тăма чăрмантармарĕ Ольăна тертлĕ пурнăç.

Хăй шутланă пек прокурор пулаймарĕ пулин те (ашшĕ-амăшĕ ку енĕпе вĕренме ярасшăн пулмарĕç ăна), хăйĕн пурнăç çулĕпе кăмăллă паян Ольга Васильевна. Суту-илÿпе кооперци шкулне пĕтерчĕ. 1953 çулта техникумран бухгалтер пулса тухнă хыççăн Мăн Сĕнтĕр райповĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Нискассипе Калайкасси ялповĕсенче те тĕрĕслерĕ хăйĕн пултарулăхне.

Халăхшăн ырă ĕç туни вара ытларах 1961 çултан палăрма пуçларĕ пулĕ. Шăпах çак çул вăл халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăна ĕçлеме куçрĕ. Çăмăл пулмарĕ малтанласа клубăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă пÿлĕмре халăха нумай енлĕ пулăшу пама. Пĕррехинче ялти сĕт пуçтармалли çурта сÿтнине курать. «Колос» хуçалăх ертÿçинчен Г.Ф. Кузьминран çак çуртран вутă тăвассине пĕлсен, унта халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çурт тума ыйтать. Районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çурт директорĕ П.И. Исаев ырлать çеç Катькассен шухăшне. Паян кун та тав тăвать ăна çакăншăн Ольга Васильевна. Халăха паракан пулăшу тĕсĕсем çакăнтан пуçласа пĕрин хыççăн тепри хушăнма пуçларĕç: телевизор, атă-пушмак юсатчĕç, йăлара кирлĕ хатĕрсене халăха вăхăтлăх усă курма та паратчĕç, тумтире тасататчĕç, сăрлатчĕç, тир те тăватчĕç, çÿç кастарма та пулатчĕ тата ытти те. Çĕвĕçсене валли те кунта вырăн çителĕклехчĕ. Пурĕ 395 тĕрлĕ пулăшу паратчĕç кунта.

Паянхи пекех астăвать-ха Ольга Васильевна хăй 1975 çулта халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсен Мускавра иртнĕ канашлăвне хутшăннине. Тухса калаçма тиврĕ ун чухне. Унта ăна Ярославль облаçĕнчи малта пыракан коллективпа ăмăртма сĕнсен, О.В. Тямина çухалса кайман. Малтан унти условисемпе паллашма кăмăл тунă. Лере çатма пек яп-яка асфальт çул иккен, тавар турттарма та йăла çурчĕн ятарлă 2 автомашина пур. Унтипе кунти ĕç условийĕсем çĕрпе пĕлĕт хушшинчи пекех расна туйăннă уншăн. Ара кунта кĕрлĕ-çурлă вăхăтра чĕр куççи таран пылчăк çăрмалла. Таварсене те тĕп çул çинчен йăла çуртне алăпа çĕкленĕ.

– Ял патне асфальт çул тусан ăмăртма килĕшетĕр-и; – ыйтнă унтан.

– Ярославль ман алăра пулать, – тенĕ чăрсăррăн Ольга Васильевна.

Мĕн тетĕр; Çак канашлуранах Тямина хăйсен йăла çуртне çĕнĕ сĕтел-пукан парнеленĕ хыпарпа таврăнать. Çав çулах тĕп çултан Катькас ялĕ патне çити асфальт çул сарма пуçлаççĕ, тепĕр çулхине вĕçлеççĕ ку ĕçе.

Миçе хутчен Раççей шайĕнче çĕнтерÿçĕ пулмарĕ-ши Ольга Васильевна ертсе пыракан Катькасри халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен коллектив. Çакăншăнах Мускавран çак çурта кирпĕчрен туса пысăклатма та пулăшрĕç.

Чăннипех те тарăн та ырă йĕр хăварчĕ Ольга Васильевна 35 çуллă хăйĕн ĕç историйĕнче. Тивĕçлипех хакларĕç унăн ĕçне. О.В. Тямина йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăчĕ. Унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕн Хисеп кĕнекине те кĕртрĕç.

Ĕçлесе çитĕ, тинех кăшт лăш! сывласа ярам, – тейĕччĕ тепри. Анчах Ольга Васильевна мар.

«Хисеп палли» орден кавалерĕ тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларма пĕлмерĕ. Тăван яла газ кĕртессишĕн «чупрĕ». Пушкарпа Шомикра та вăл тăрăшмасăр каймарĕ çут çанталăк газĕ. Шомик ялне газ янă кун Чăваш Республикин Президентĕнчен Н.В. Федоровран асăнмалăх парнене - сехете тивĕçрĕ. Катькасри икĕ урама асфальт çул тунăшăн та паян ял халăхĕ Ольга Васильевнăнах тав тăвать.

Пуçаруллă хĕрарăм çинчен хыпар Чăваш Республикин Митрополичĕн «хăлхине» те «кĕрет».

– Какая-то бабуля унта газ кĕртет, çул тăвать, чиркÿ вара йăтăнса анать, – тенĕ вăл, – аса илет паян Ольга Васильевна. Ольга Васильевнăна Шатракасси чиркĕвне юсаса хута ярас ĕçе ертсе пыма шанаççĕ. Хирĕçлемест вăл.

– Хуньстарике çăмăллăх пултăр тесе çак ĕçе кÿлĕнтĕм, – тет вăл.

Çынна каçарма, çынна ăнланма пĕлет çав Ольга Васильевна. Качча тухсан тин пĕлет вăл хăйсен çемйине раскулачить туса ссылка янă çыннăн ывăлĕн мăшăрĕ пулса тăнине.

– Ăна список тăрăх кăларса янă та комиссин ытти членĕсемпе, пынă вăл. Уншăн вăл айăплă мар. Каçартăм ăна. Уншăн ывăлĕ те айăплă мар, мана ĕмĕр тăршшĕпех юратса пурăнчĕ, – аса илет ĕç ветеранĕ.

Мăшăрĕ Л.К. Тямин хирĕç пулмарĕ çак Ольга Васильевнăна, пенси çине тухсан халăхшăн тăрăшас ĕçе кÿлĕнессине пĕлсен.

– Çыннăн пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле. Çынна каçарсан, ман шăм-шак темле çăмăлланса каять, – тет Катькасри ĕçпе вăрçă ветеранĕн Канашĕн ертÿçи.

Çынна çилленсе çÿреме вăхăт пулмарĕ çав Ольга Васильевнăн. 11 çул хушшинче Шатракасси чиркĕвне тĕпрен юсаса хута ячĕç. Хăй çемйинчен тесе чиркĕве унта кирлĕ япаласене илме укçа-тенкĕпе те пулăшрĕ. Çак ĕçре пулăшнă Муркашри чăх-чĕп фабрикине, Шупашкарти «Оптима» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна паян та ырăпа асăнать. Шăп хăйĕн çуралнă кун хута кайрĕ чиркÿ 2007 çулта. Пĕтĕм Раççей Патриархĕ 2-мĕш Алексий алă пуснă Хисеп грамоти паян та çак кунсене куç умне кăларма пулăшать. Шупашкар районĕнчи Анат Кинер чиркĕвне юсас ĕçрен те аякра юлмарĕ вăл.

Пурте ман пек ĕçлеччĕр, пултаракан çыннăн мĕншĕн халăхшăн тăрăшас мар, – тет Ольга Васильевна.

Унтан çапла хушса хурать:

– Ман ĕçе района ертсе пыракан çынсем курни, ман ĕçе хаклани мана савăнтарать. Тата ман çакна та палăртас килет: мĕн тери çĕнелсе улшăнчĕ район центрĕ юлашки çулсенче. Кашни ялах асфальт çул сарчĕç. Республика кунне ирттернĕ çул кăна мĕн чуль çул турĕç, юсарĕç. Районта районшăн тăрăшакан çынсем ĕçленĕрен ĕнтĕ Муркашсен ырă ячĕ республикăра сарăлчĕ, çакăншăн, чăннипех те, савăнатăп.

Чăннипех те. Пурте Ольга Васильевна пек, районта пурăнакан халăхшăн тăрăшакан ытти çынсем пек çынсемшĕн тăрăшсан, çыншăн пурăнсан, пирĕн пурнăç тата та илемлĕрех, тулăхрах пулнă пулĕччĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика