Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрене упрасси – пĕрлехи тĕллев

25 сентября 2010 г.

Тĕнчере кашни кун юн тымарĕсен чирĕсене пула 17 миллион ытла çын вилет. Раççей Федерацийĕнче кашни çул çак чирпе аптăракан 19-20 миллион çынна шута илеççĕ. Пирĕн халăх хушшинче юн çаврăнăшĕн чирĕсене пула вилесси пĕрремĕш вырăнта тăрать.

Сывлăх пулсан ыттине туянма пулать тетпĕр те, анчах чылай чух кулленхи ĕçсене пурнăçлассине мала кăларса сывлăх пирки шутлассине иккĕмĕш вырăна хăваратпăр. Пĕр кун çапла пулать, икĕ кун... Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас организаци юлашки вăхăтра çулсеренех Сывă чĕре кунне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Çак ĕçрен районти сывлăх сыхлавĕ те айккинче юлмасть. Ăна валли эпир хамăр ĕç планне те туса хатĕрлерĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн сентябрĕн 27-мĕшĕнче районти тĕп больницăра чĕре чирĕпе аптăракансем валли уçă алăксен кунĕ пулать. Çавăнта пыракансем ун чух чĕре чирĕнчен тата юн пусăмĕпе аптăранинчен хăш-пĕр эмелсене тÿлевсĕрех илме пултараççĕ. Çакна валли вĕсен хăйсен çумĕнче амбулатори кĕнекипе страховани полисĕ пулмалла. Асăннă вăхăтра кунпа пĕрлех районти шкулсенче «Чĕрепе сосуд чирĕсен профилактики» темăпа уçă калаçусем иртĕç. Вĕсен тĕллевĕ – сывă чĕре çынсенче пурнăç сукмакĕпе çирĕппĕн утма çĕнĕ шанăç çураттăр.

Сывă чĕре. Кирек камшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл. Сывă чĕре кăна пурнăç çине çутă шанчăкпа пăхтарать, çĕнĕ тĕллевсем çуратать, пурнăç илемне туллин туйтарать. Çакна шута илсе тата пирĕн хушăмăрта чĕре чирĕпе, юн пусăмĕ пысăккипе аптăракансем пуррине пĕлсе хаçат вулавçисемпе уçă калаçу ирттерес терĕмĕр. Калаçмалли вара çук мар. Чĕрепе сосуд чирĕсене пула вилесси кирек хăш çĕр-шывра та малти вырăнта. Çав шутра Раççей Федерацийĕнче те.

Кĕскен стенокарди тата гипертони чирĕсем çинче чарăнса тăрар-ха. Стенокарди вăл – чĕрен ишеми чирĕн пĕр форми. Ку чир чĕрен тĕп артерийĕсем хĕсĕннипе е атеросклеротика тăхисемпе питĕрĕннипе палăрса тăрать. Çавсене пула чĕрене кислород тата апатлану хатĕрĕсем сахал пыма пуçлаççĕ. Мĕн тумалла ку чухне; Малтанах пирус туртма, эрех ĕçме пăрахмалла, врачпа палăртса физкультура упражненийĕсем тумалла, ÿсен-тăран çăвĕпе хатĕрленĕ апат çимелле, тухтăр палăртнă эмелсене ĕçмелле.

Стенокарди приступĕ темиçе минута тăсăлать. Кун пек чух çакна манмалла мар:

– чĕре тĕлĕнче ыратма пуçласан тÿрех ĕçлеме чарăнмалла, канлĕ вырнаçса лармалла, хул пуççисене тÿрлетмелле, темиçе хут лăпкăн сывласа илмелле;

– ыратни 3-5 минутран иртсе кайсан чĕлхе айне 1 тÿме нитроглицерин е нитросорбит хумалла;

– 10 минутран та иртмесен чирлĕ çынна çÿллĕ пуçелĕк çине вырттармалла, чĕлхе айне нитроглицерин хумалла, 1 тÿме аспирина вĕтетсе ĕçтермелле;

– ыратни 15-20 минутран та иртмесен «васкавлă пулăшу» чĕнмелле.

Гипертони вара – юн пусăмĕ пысăкки. Кунта врач кăна сĕннĕ эмелсемпе сипленни вырăнлă. Кунпа пĕрлех тăвар сахалрах çини, пируспа эрехрен пăрăнни, кĕлетке йывăрăшне чакарни, хускану активлăхне ÿстерни пĕлтерĕшлĕ. Çак лару-тăрура тырă продукчĕсем, чĕрĕ пахча çимĕç, пăспа пĕçернĕ пахча çимĕç, олива çăвĕ, çуран уйăрнă сырсемпе соуссем, сĕт продукчĕсем сирĕн юлташ пулмалла. Кунпа пĕрлех васкаса утни, çăмăллăн чупни, йĕлтĕрпе ярăнни, эрнере 5 хутчен 30 – 40-шер минут велосипедпа çÿрени пысăк усă кÿрет. Кану тулли пулмалла. Талăкра 8-10 сехетрен кая мар çывăрмалла.

Çÿлерех каланине шута илсен çынсен сывă пурнăç йĕркине тытса физкультурăпа çывăхрах туслашмалла. Кун пек чух кăна чĕре çăмăллăн та тикĕссĕн, тăхтавсăр ĕçлĕ, чĕрепе сосуд чирĕсем те сирĕнтен аякра тăрĕç.

И. КОРОЛЬКОВА,

районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕн ертÿçи,

кардиолог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика