Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх соткăран – 100 пин тенкĕ таса тупăш

25 сентября 2010 г.

Малашлăха пăхса ĕçлекен валли паян пур çул та уçă. Çакна килти хушма хуçалăха аталантаракан ял çыннисен тĕслĕхĕнчен те курма пулать.

Ĕç çынна илем кÿнине Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Сарчакра пурăнакан Валентина Михайловнăпа Владимир Вениаминович Волковсен кил хуçалăхĕнче пулса курсан тĕпĕр хут ăнланса илтĕм. Аталану никĕсĕнче ĕç тăрать çав.

Кăмăллă та тарават калаçакан мăшăрпа çурла уйăхĕн вĕçĕнчех Муркаш пасарĕнче пахча çимĕç сутнă çĕрте паллашрăм. Сăмах çумне сăмах – Волковсем мана хăйсен килти хушма хуçалăхне çитсе курма сĕнчĕç. Вĕсен сĕнĕвĕпе килĕшнишĕн эпĕ паян кун та ÿпкелешместĕп. Чăн-чăн çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пултăм эпĕ Сарчакра.

Çĕр ĕçченĕсен 6 ачаллă çемйинче çуралса Володя таса-сывă яшсем пекех вăхăтра (1987 – 1989 ç.ç.) çара кайса килнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕн ĕç династине малалла тăсса Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăхра сварщикра ĕçлеме пуçланă. Нумай ачаллă кирек-хăш çемьери пекех Володя та хăйне валли пурăнмалли вырăн шыранă май суту-илĕве тăратнă кÿршĕсен хуçалăхне харпăрлăха илет.

– Çĕр пур, кивĕрех пулсан та тинех хамăн хуçалăх. Çакна тĕрĕс ăнланса илсе пĕрремĕш çулах (1991) çĕр улмипе ĕçлесси çине тĕп тĕллев лартрăм. Ĕç никĕсне «жуковский ранний» сорт çавăрса илчĕ. Çулталăкне пĕрре мар, иккĕ лартса ÿстерни те пулса. Ĕçленĕ май опыт та пухăнать. 6 çул каялла хамăр çемьепе 40 сотка çинчен 100 пин тенкĕ таса тупăш илтĕмĕр. Çакăн хыççăн ялта ĕç укçи пĕчĕккĕ тесе кам калайрать. Ĕçлемелле – укçи пулать, – мăшăрне йăл кулă парнелесе калаçать кил хуçи.

– Мăшăрăма Турă парни тесе калатăп. Ĕç тĕлне пĕлмесĕр çапкаланса çÿремест. Эпир вара, Володя, çĕр улмипе çеç мар, ытти культурăсемпе те ĕçлерĕмĕр вĕт-ха. Тĕслĕхрен, 2001 çулта – лайăх астăватăп – 40 сотка çĕр çине кишĕр акса ÿстерсе 50 пин тенкĕне яхăн таса тупăш турăмăр. Ытти культурăсем те пирĕн пахчаран тупăш памасăр тухмаççĕ, – калаçăва хутшăнчĕ мăшăрĕ пекех çемçе кăмăллă Валентина.

Ытти культурăсем тенĕрен, Волковсем нихăш çул та купăстапа ĕçлемесĕр ирттермен. Ĕçлеме пуçласанах килти хушма хуçалăхран пуçтарса илнĕ купăстапа çамрăк мăшăрсем çур сарай тултарса лартнă. Кайран вара çак пахча çимĕçе хĕлĕпе сутнă. Акă ăçта вăл укçа-тенкĕ çăл куçĕ! Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир Валентинăпа Владимир Волковсен туслă çемйине купăстан ăнса пулнă «Валентина» сорчĕн йăранĕ çинче куратăр.

– Тĕрлĕ пахча çимĕç тенĕрен, суханпа та, ыхрапа та ĕçлесе пăхрăмăр, анчах вĕсенчен хамăр кĕтнĕ тупăша илеймерĕмĕр. Юлашки çулсенче вара пахча çимĕç тата курăк вăррипе ытларах ĕçлес çул çине тăтăмăр, – тăсрĕ пирĕн калаçăва кăçал 60 сотка çинчен костер вăррине пĕр тоннăна яхăн туса илни çинчен пĕлтерсе Владимир Вениаминович. – Кăçал типĕ çанталăк пулнăран çитес çул курăк вăрлăхĕн хакĕ пысăк пуласси пирки пирĕн иккĕленÿ çук.

Çамрăк мăшăр пĕр культурăпа çеç ĕçлеменнине пахчана тухсан яр уççăнах курма пулать. Вĕсемпе хăш чиртен епле сывалмаллине каласа пани те мана тĕлĕнтерчĕ кăна. Йÿç кăшман (черная редька), тĕслĕхрен, пыр шыçнинчен, астмăран, пилĕк ыратнинчен, шăнсан пулăшать. Кун пек чух кил хуçисем ăна теркăпа вĕтетнĕ хыççăн пылпа хутăштарса çиеççĕ.

Волковсем магазинран чей туянманни те хăйне евĕр вăрттăнлăхпа картланса тăрать. «Йăлтах курăк шывĕпе усă куратпăр. Вăл пирĕн алă айĕнчех. Укçа енчен илсен йÿнĕрех, анчах – нумай хут усăллăрах. Хĕлле валли пыр курăкĕ, хура хурлăхан çулçипе тураттине, клевер чечекне, салтак тÿмине, чей курăкне, çăка чечекне пуçтарса типĕтетпĕр. Шалфейран, салтак тÿминчен вĕретнĕ шывпа пыр ыратсан чÿхетпĕр», – терĕç çĕр ĕç ăсталăхне çамрăклах алла илнĕскерсем тата çак ĕçе хăйсен ачисене те хăнăхтараканскерсем.

– Ĕçре эсир шăкăл-шăкăл пулни аван курăнать-ха та, анчах тĕпелте кам хуçа-ха; – интересленетĕп Володьăран.

– Эпĕ ял ачи. Çавăнпа такам килсе туса парасса кĕтсе лармастăп. Хамах водитель, сварщик, сантехник, платник, каменщик, столяр. Мăшăр вара – предприниматель. Çав вăхăтрах вăл повар та, çĕвĕç те. Апат вăл пĕçерет. Сок, компот, варени, тĕрлĕ салатсем вăл тăвать. Эпĕ вара банкăсем хупассипе специалист, – мăшăрне йăл кулă парнелесе хуравларĕ кил хуçи.

Ĕçрен хăраман Володьăпа Валентина хăйсен вăйĕпе тата тăванĕсен пулăшăвĕпе çурт тунă, кил хуçалăх çавăрнă, «Газель» автомашина туяннă. Çакна валли килти хушма хуçалăхра туса илнĕ пахча çимĕçе миçе вунă хутчен Шупашкарти тата ытти çĕрти пасарсене турттарман-ши, миçе кун сутман-ши;

Ĕç опычĕ вăй хунă хушăра пухăнса пырать тесе ахальтен каламан çав. Акă иртнĕ хĕл кунĕсенче Волковсем купăстана юр айĕнче упранă.

– Çакна валли малтан юр купаласа стенасем тăватăп. Купăста хурсан çиелтен полиэтилен хутпа витетĕп те метр хулăнăш юр хурса лартатăп. Юрĕ мĕн чухлĕ нумайрах – çавăн чухлĕ лайăхрах. Çуркуннеччен халĕ йăран çинчен каснă пек выртать, – паллаштарчĕç пĕр вăрттăнлăхпа Валентинăпа Владимир Волковсем техĕмлĕ чей ĕçсе ларнă хушăра малашлăх планĕсен алăкне уçнă май.

Пахчара çичĕ хут тар юхтарса ĕçлекенскерсем икĕ ĕне, 3 сыснапа 3 сысна çури тата шучĕ çук бройлер чăх тытаççĕ. «Тупăшсăррипе ĕçлемеççĕ аттепе анне», – терĕ ку вăхăта хăюлланса çитнĕ 3 çулхи Стас. Ача чĕлхи тĕрĕссине калать çав.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика