18 сентября 2010 г.
Районта черетлĕ информаци кунĕ сентябрĕн 15-мĕшĕнче иртрĕ. Унăн теми – социаллă пĕлтерĕшлĕ продуктсен хакĕсене сăлтавсăрах ÿстерсе ярассине чарса лартассипе Чăваш Республикинчи влаç органĕсем туса ирттерекен комплекслă мерăсем, обществăлла инфраструктура объекчĕсене хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăр валли хатĕрлесе çитересси, Чăваш Енри муниципаллă йĕркелÿсенче ял хуçалăх ярмăрккисене йĕркелесси, республикăра 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленсе кĕтсе илессипе туса ирттерекен ĕçсем пирки. Çатракасси, Хорнуй, Мăн Сĕнтĕр, Чуманкасси, Оринин ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи предприятисемпе организацисенче çав кун ятарлă ушкăнсемпе пĕрле ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи В.К. Тихонов, «РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи суд экспертизин лабораторийĕ» патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.П. Морозов, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи пайĕн управляющийĕ Р.А. Кондратьева, ЧР Президент администрацийĕн специалисчĕ В.И. Смирнова пулчĕç, ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç, çынсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравларĕç.
Пирĕн района килнĕ информаци ушкăнĕн ертÿçи, Чăваш Республикин ветеринари службин ертÿçи В.К. Тихонов район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа пĕрле чи малтан «Свобода» хуçалăхра пулчĕ. Кăçалхи çав тери шăрăх çанталăк ку хуçалăха та шар кăтартни унăн ертÿçин В.К. Ананьевăн сăмахĕсенчен те яр уççăнах курăнчĕ. Сивĕ хĕле пула кĕрхи культурăсем пĕтĕмпех пĕтни çитмерĕ – шăрăх çанталăк тепĕр хут акнă лаптăксене те ÿсме май памарĕ. Апла пулин те хуçалăх ĕçченĕсем алла усмаççĕ, умри тĕллеве пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Çăмăлах мар пулин те выльăхсен йышне чакарас мар тесе тĕллев лартнă кунта. Выльăх апатне кăçал ытти çулхи пек çителĕклĕ хатĕрлеме май пулманран тĕрлĕ майсем шыраççĕ. Выльăхсене валли 300 тонна тырă туяннă.
– Вĕсене çителĕклĕ тăрантарма тепĕр 500 тонна туянмалла ăна пирĕн, – тет Владислав Кириллович.
Хуçалăхра паян темиçе çул каяллахи улăма та хĕле валли тюксем туса хураççĕ. Улăм питĕ лайăх упраннă, пахалăхĕ чакман. Çанталăк условийĕсене кура нумай çул ÿсекен курăксенчен утă хатĕрленине Владимир Карлович ырларĕ.
– Кăçалхи условисенче утă хатĕрлеме пултарни питĕ лайăх, – терĕ.
Унтан пурте пĕрле хуçалăхăн çĕр улми уйĕнче пулса курчĕç. Унта хĕрÿ ĕç пыратчĕ. Çатракасси-Кашмаш тăрăхĕнчи çынсемпе пĕрле кунта Шетмĕпуç таврашĕнчен килнисем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Тухăçĕпе ытти çулхисемпе танлаштарма çук пулин те, çĕр улми вăрлăхлăх хăйсенех çитме кирлĕ.
–Колхоз пулсан пурăнатпăр, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет Г.И. Иванова.
Владимир Карловичпа Юрий Александрович пĕрлехи инфомаци кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем тавра калаçнă май хăйсен чунне ыраттаракан ыйтусене те пачĕç «иккĕмĕш çăкăр» уйĕнче ĕçлекенсем. Район пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче шăрăх çанталăка пула тÿснĕ тăкака саплаштарма хуçалăхсене патшалăх пулăшнине, ку тĕллевпе пирĕн района та укçа-тенкĕ килнине палăртрĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕçре те çакăн пек пулăшу пулмалла. Кунта вара килти хушма хуçалăхсене те ку тĕллевпе пулăшу ытлашши пулас çук: вĕсене те пулăшма пулмасть-ши, текен шухăша республика шайне сĕнме палăртрĕç тĕл пулура. Хуçасăр йытăсемпе тилĕсем килти хур-кăвакалшăн хăрушлăх кăларса тăратнине те çак кунсенчех вырăнта татса памаллине палăртрĕç. «Ĕç ветеранĕ» ята парассипе çыхăннă тата ытти ыйтусен хуравĕсене те илчĕç уйра ĕçлекенсем.
Унтан информаци ушкăнĕ Кашмашри сысна ферминчи лару-тăрупа паллашрĕ. 1200 пуç вырнаçмалăх ферма хĕле хатĕр. Кунта сыснасене «БиоРост» компани туса кăларакан биодобавкăсене параççĕ. Усси куçкĕретех: сыснасен талăкри ÿт хушаслăхĕ пысăк. Ку çеç те мар. Çав хушма апата ĕнесене пама пуçланăранпа сăвăм та хăпарнă кунта.
Владимир Карлович Кашмашсен ăратлă сыснисене Тутарстанран та, Самара тата ытти облаçсенчен те хаваспах килсе туяннипе питĕ кăмăллă пулнине палăртрĕ.
Тата çакна та каласа хăвармалла. Çĕнĕ технологипе ĕçлекен çак сарайĕнче 1200 пуçа 2 çын пăхать. Кăçал апрель уйăхĕнче кунта Чăваш ял хуçалăх академийĕн аспиранчĕсем сăнав ирттереççĕ: сыснасен рационне фруктоза хушни усси мĕн чухлĕ пулнине тĕпчеççĕ. Опытăн малтанхи тапхăрĕ çакă ÿт хушаслăх çине лайăх витĕм кÿнине кăтартса панă.
Ферма ĕçченĕсем территорие тирпей-илем кĕртме те манмаççĕ. Ферма картишĕнчи чечексем куçа илĕртсе лараççĕ. Çитес çуркунне ферма картишĕнче сухан тата ытти пахча çимĕç лартма та ĕмĕтленеççĕ кунта ĕçлекенсем. Çуралнă кунра эпир магазинта туяннă хитре чечексен çыххине тулли кăмăлпа илме питĕ кăмăллине пĕлетпĕр. Чăваш Республикин ветеринари службин ертÿçишĕн В.К. Тихоновшăн ферма территорийĕнчи клумбăсенче çитĕннĕ астра тата ытти илемлĕ чечексен çыххине «Свобода» хуçалăхĕнчи ĕçтешĕсенчен йышăнни çуралнă кунĕ ячĕпе чăн-чăн кĕтмен парнех пулчĕ.
Юлашкинчен информаци ушкăнне кĕрекенсем пурте пĕрле пуçтарăнса халăхпа ирттернĕ тĕл пулусенче çуралнă ыйтусене татса памаллине сÿтсе яврĕç, Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетрĕç.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн территорийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.А. Калинин, финанс пайĕн пуçлăхĕ Р.И. Ананьева пулчĕç. Ушкăн çитсе курнă пĕрремĕш объект вăл «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество пулчĕ.
Çак вăхăта кунта 73 çын вăй хурать. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан продукци туса кăларасси кăшт чакни палăрать пулин те, предприяти районта ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисен шутĕнче. Юлашки вăхăтра предприятире юсав ĕçĕсем туса ирттересси, çĕнĕ производство линийĕсем хута ярасси пирки çине тăрса ĕçлени куç кĕрет. Çынсем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă.
Юлашки вăхăтра ĕçе кĕртнĕ çĕнĕлĕхсенчен çавсене асăнса хăвармалла. Çăкăр-булка изделийĕсене халĕ çĕнĕ кăмакасенче пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Çĕнĕ кăмакасенче тесе калани те тĕрĕсех мар пулĕ. Кашни продукци тĕсĕ валли уйрăм программа пăхса хунă.
Продукци хатĕрлеме шыва тасатма ятарлă фильтрсемпе усă курма тытăннă. Ку вара кăмакасемпе усă курассин тапхăрне ÿстерме май парать.
Экономика кризисĕн вăхăтĕнче укçа-тенкĕне перекетлеме пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра предприятире 4 газооператор вăй хурать пулсан, вĕсемех хуралçă тивĕçĕсене те пурнăçлаççĕ.
Предприятире çăкăр-булка изделийĕсемсĕр пуçне тĕрлĕ пылак шыв та хатĕрлеççĕ. Малтанхи вăхăтра вĕсем валли пластик кĕленчесене туянмалла пулнă. Халĕ вара тĕрлĕ формăллă пластик кĕленчесене ятарлă оборудованипе вырăнтах туса хатĕрлеççĕ. Меллĕ те, перекетлĕ те.
Мăн Сĕнтĕр райповĕн суту-илÿ предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Вĕсем те район шайĕнче кăна мар, республикăра та малтисен шутĕнче. Кăçалхи ĕç кăтартăвĕсем те çавна çирĕплетеççĕ. Коллектив кăçалхи январь–август уйăхĕсенче ваккăн тавар сутассипе те, обществăлла апатлану енĕпе те иртнĕ çулхи çав вăхăтри шайран 13-шер процент ытла ăнăçлăрах ĕçленĕ.
Хальхи суту-илÿ предприятийĕсене çĕнетсе юсасси, вĕсене çĕнĕ сăн кĕртесси, тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтересси çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ районĕпе ваккăн тавар сутассин калăпăшĕнче Мăн Сĕнтĕрсен пайĕ 30 процентпа танлашать. Хăш-пĕр çĕрти пек кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăкпа сăлтавласа магазинсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене ÿстерсе яманни те тавар туянакансемшĕн пысăк пĕлте-рĕшлĕ.
Тĕл пулусенче, паллă ĕнтĕ, ыйтусем те пулмарĕç мар. Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансене çамрăк çемьесене, юрăхсăра тухнă çурт-йĕрте пурăнакансене хваттерсемпе тивĕçтересси, ачасем валли ача сачĕ, Культура çурчĕ тăвасси, ял урамĕсенчи çулсене юсаса йĕркене кĕртесси, хваттерсенче юсав ĕçĕсем туса ирттересси, ялсенче пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтересси ыйтусем кăларса тăратаççĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вара çакăнта пурăнакансен пĕрлехи вăйĕпе ăнăçлăрах татса пама май пурри паллă.
Л. ПАВЛОВА,
В. ШАПОШНИКОВ.