Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç – пурнăç тыткăчи

18 сентября 2010 г.

Тамара Афанасьевна Антоновăна Муркаш тăрăхĕнче пĕлмен çын сахал та пулĕ. Паянхи кун Муркаш районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ертсе пыраканскер çак отрасльте 20 çул вăй хурать.

Пуян ĕç опычĕпе пĕрлех практика пĕлĕвĕ те анлă Тамара Афанасьевнăн. Хăйĕнчен çирĕп ыйтни вара коллективра ĕçлекенсем çине те куçать. Кунсăр ĕçре ăнăçусем тума та çук. Пултаруллă ертÿçĕ кашни лару-тăрурах ĕç интересĕсене мала хурать.

Кам кăна тухман пулĕ унăн «алли витĕр» çак тапхăрта: районти центр 14-18 çулхи çамрăксене те каникулсем вăхăтĕнче ĕçпе тивĕçтерет, пуçламăш тата вăтам профессиллĕ вĕрентÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă 18-20 çулхи çамрăксене те пĕрремĕш ĕç вырăнне тупса пама тăрăшать, ĕçсĕррисене обществăлла ĕçе активлă хутшăнтарать...

Тамара Афанасьевна хăй те районăн обществăлла пурнăçĕнче активлисенчен пĕри. Районти хĕрарăмсен канашĕн членĕ пулнă май хăйĕн ĕç енĕпе хĕрарăмсене пулăшма тăрăшать. Ĕç пурнăç тыткăчи пулнине миçе çынна ăнлантарман-ши Тамара Афанасьевна хăйĕн ĕç ĕмĕрĕнче;

1988 çултанпах хастар ертÿçĕ, пултаруллă хĕрарăм районти суйлав комиссийĕн ĕç ушкăнĕнче те тăрăшнă. Унăн ĕçри пултарулăхне шута илсе ĕнтĕ 2005 çулхи суйлав ирттерес умĕн ăна районти суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ пулма шаннă.

Темĕн тĕрлĕ ĕçе хутшăнсан та Тамара Афанасьевна хăйĕн пĕлĕвне яланах ÿстерсе пырать. Çавăнпах тĕрлĕ ыйту çине унран хурав илме те кăмăллă, сĕнÿ-канашĕсем те вырăнлă.

Ĕçри çитĕнÿсем чылай пулнине Тамара Афанасьевна илме тивĕçнĕ наградăсем те çирĕплетеççĕ. «Ĕç ветеранĕ» медальпе кăкăр çине çакмалли «Раççейĕн Ĕç министерствин хисеплĕ ĕçченĕ» паллăран пуçласа тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ чăннипех те пысăк тава тивĕçлине калаççĕ.

Кашни пуçăннă ĕçех вĕçне çитерме хăнăхнă ертÿçĕ пурнăçра та çапла. Çемьере те Тамара Афанасьевна пуçаруллă. Мăшăрĕпе Николай Тимофеевичпа пăхса ÿстернĕ Света хĕрĕшĕн, Святослав мăнукĕшĕн чи лайăх амăшĕ, чи кăмăллă кукамăшĕ. Çынсенче чунлăх, чăнлăх пулнине килĕштерет Тамара Афанасьевна. Чи çывăх çыннисем çакна питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вăй-хăватлă хĕрарăм вара пурнăçра ансат япаласене кăмăллать: çаран çинче ÿсекен чечек çыххи парнелесен те чĕререн савăнма пĕлет.

Çитес кунсенче акă вăл хăйĕн сумлă юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çывăх тăванĕсен, ĕçтешĕсен саламĕсемпе пĕрле эпир те ăна çирĕп сывлăх сунатпăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика