18 сентября 2010 г.
Çут çанталăк илемлĕхĕ пирки, тăван тавралăха упрама кирли çинчен нумай калаçатпăр-тавлашатпăр, анчах эпир тавлашнинчен пирĕн тавралăх пуянланмастех. Ĕçсене çиччĕ виçсе пăхакан çын хутшăнмасăр нимĕнле ырăлăх та куç умне пулманни палăрать. Çавăнпа та паянхи обществăра пире хупăрласа тăракан çут çанталăк ыйтăвĕ халăх умне çивĕчрех те çивĕчрех тухса тăрать. Нумай ыйтусене кая хăвармасăр татса памалли те яр уççăнах курăнать. Çакна кăçалхи шăрăх кунсенче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин территорийĕсенчи вăрмансем çунни, кунта вăй илнĕ «хĕрлĕ автан» нумай ялсене кĕл туни çирĕплетсе парать.
Ыран – Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунĕ. Мĕнле шухăш-кăмăлпа кĕтсе илеççĕ-ха хăйсен професси уявне вăрман ĕçченĕсем; Çак ыйту çине хурав шыраса редакци сотрудникĕ Анатолий БЕЛОВ Ильинка лесничествин лесничийĕпе Анатолий Калистратович КАСЬЯНОВПА тĕл пулса калаçнă, вăрман хуçалăхĕнче юлашки вăхăтра пулса иртекен улшăнусемпе кăсăкланнă.
– Анатолий Калистратович, Сире тата эсир ертсе пыракан коллектива Вăрман ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Эсир пурнăçлакан ĕç районшăн та, республикăшăн та, Раççейшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
– Саламшăн тата пирĕн ĕçе çавнашкал хакланăшăн пысăк тав. Хамăра шаннă ĕçе эпир ответлăха туйса пурнăçлама тăрăшатпăр. Ĕçĕмĕре вăрман Кодексĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пыратпăр, вăрманпа усă куракансем саккунсене пăхăнса тăнине тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Вăрман вăл – халăх пуянлăхĕ. Çавăнпа та унпа пурин те пĕрешкел тирпейлĕ усă курмалла. Хамăра йĕрке хуралçисем, пушар хуралĕнче вăй хуракансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пулăшнăран вăрманти йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытма май пур. Ку вăл малашне те çаплах пуласси пирки эпĕ иккĕленместĕп.
– Пирĕн тăрăхри вăрмансене 1979-1980 çулсенчи хĕллехи шартлама сивĕ пысăк сăтăр турĕ теççĕ. Иртнĕ хĕл сивви те витĕм кÿчĕ пулĕ-ха; Вăрмансем нумай сиенленчĕç-ши;
– Сиенсем тенĕрен, эсир каланă хĕл кунĕсем пирĕн тăрăхри юмансене самай шар кăтартрĕç. Çакăн хыççăн вăрмансене массăллă касасси тата çĕнĕ вăрмансене пысăк лаптăксем çинче лартса хăварасси вăй илчĕ. Çак ответлă ĕçе вăхăтра тата тивĕçлĕ пахалăхпа туса ирттерни паян çамрăк вăрмансем çине киленсе пăхтарать. Лесничествăри вăрман хуçалăхне çĕнетсе йĕркелессинче иртнĕ çулсенче кунта лесничий пулнă Анатолий Петрович Яковлевăн тÿпи те пысăк. Шăпах çак çулсенче лесничествăн бази тĕрекленсе çитрĕ, унăн производство кăтартăвĕсем курăмлă ÿсрĕç.
– Тата камсене ырăпа асăнма пултаратăр; Вăл çулсенче паянхи Ильинка лесничестви икĕ лесничествăран тăнă-çке. Эсир вара Малиновка лесничествинче ĕçленипе пĕрлех чылай хушă Ильинка лесничествине те ертсе пытăр.
– Çак таранччен кашни вăрманçă тăван тавралăха пуянлатассипе тата ăна илем кÿрессипе епле ĕçлени куç умĕнче. Хамăр енре юманлăхсене чĕртессипе кам епле ĕçленине çапла палăртассăм килет. Çак ĕçре тăрăшса пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнă А. Селюшкин, В. Анисов, Н. Пантелеймонов вăрманçăсем хăйсенчен ырă ят хăварчĕç, кайран вăй хунă тата паян та вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен Г. Флегонтов, В. Николаев, С. Николаев, И. Игнатьев, В. Голубев, В. Колбасов, М. Моисеев, Л. Николаев вăрман хуçалăхĕн тĕсĕ пулса тăраççĕ.
Виçĕ çул каялла пысăкланнă пирĕн лесничество паян 10316 гектар çинчи вăрмансене пĕрлештерсе тăрать. Май килнипе усă курса хамăр вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ ветерансене, вăрман хуçалăхне аталантарма пулăшнисене тата халĕ те çак ĕçрен айккинче тăманнисене, паян вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсене, вĕсен çемйисене, вăрман хуçалăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывакан шкул ачисене Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, пуçăннă ĕçсене вĕçне çитерме телей те ăнăçу сунатăп.