18 сентября 2010 г.
Чăваш Ен Президенчĕ М. Игнатьев республикăри суту-илÿ лавккисенчи хаксен йĕркелĕвне, муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассин тухăçлăхĕн темине тăтăшах кун йĕркинче тытать. Иртнĕ эрнере кунти лару-тăрăва йĕркелеме, тавар туянакансен интересĕсене тĕпе хурса лавккасенчи хаксене йĕркелес ыйтусемпе çийĕнчех мерăсем йышăннă пуçлăхсем хушшинче Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. ИВАНОВ та пулнăран çак ыйтупа унпа тĕл пулса калаçма шутларăм.
– Юрий Александрович, республика пуçлăхĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене ÿстерсе яни вырăнсăррине палăртса унпа пуçарнă кĕрешĕве епле хаклатăр;
– Малтанах çакна калатăп, пирĕн паянхи кунпа çеç пурăнмалла мар. «Çаврăнăçуллăрах» çынсем вара шăпах кăçалхи шăрăх çу кунĕсем кăларса тăратнă йывăрлăхсемпе укçа туса юласшăн та. Çакна Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев пекех эпĕ те сивлетĕп. Хамăр ĕç-хĕл çине хуçаллăрах пăхсан пирĕн хаксене ирĕке ямасăрах йывăрлăхсене çĕнме пулать. Халĕ каланине ăнланса апат-çимĕç таварĕсен, уйрăмах социаллă пĕлтерĕшлисен хакĕсене сăлтавсăр ÿсме парас мар тесе район администрацийĕ тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттерет. Çакна валли эпир администрацири ответлă специалистсенчен ĕç ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар хакĕсене чакарассипе пурнăçламалли ĕç планне те çирĕплетрĕмĕр.
Ваккăн тавар сутассипе районта икĕ потребитель обществи ĕçлет: Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем (вĕсем 42-52 кунлăха апат-çимĕçĕн чакмалла мар саппасне тытаççĕ), тата 15-20 процент пĕчĕк предпринимательство представителĕсем.
Иртнĕ кунсенче Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен предприятийĕсенче ырашпа тулă çăнăхĕсенчен пĕçернĕ çăкăр хакĕсене тĕрĕслерĕмĕр. Çак çулпа кайса çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнчен тытăнса хура çăкăр хакне 16 тенкĕрен 14 тенкĕ те 60 пус таран пĕчĕклетме çул тупăнчĕ. Çакăнпа пĕрлех ваккăн тавар сутакан предприятисенче хаксене сăлтавсăр ÿстерессинчен асăрхаттарса ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр.
– Социаллă пĕлте-рĕшлĕ таварсен хакĕсем тĕлĕшпе мониторинг йĕркеленĕ-и;
– Урăхла пулма та пултараймасть. Район администрацийĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсем тĕлĕшпе кашни эрнерех мониторинг ирттерет. Социаллă таварсен переченне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2007 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче 266-мĕш номерлĕ «Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем ÿсессине тытса тăмалли мерăсем çинчен» постановленипе çирĕплетнĕ. Унта çак таварсем кĕреççĕ: ыраш çăнăхĕнчен тата тĕрлĕ çăнăхсене хутăштарса пĕçернĕ çăкăр, тулă çăнăхĕ, 3,2 процент çуллă пастеризациленĕ сĕт, 9 процент çуллă тăпăрчă, 2,5 процент çуллă кефир, 15 процент çуллă хăйма, Раççейри выльăх çăвĕ, хĕвел çаврăнăш çăвĕ, çĕр улми.
Мониторинг кăтартăвĕсемпе район хаçатĕнче, администраци сайтĕнче паллашма пулать. Хамăр тунă пĕтĕмлетÿсене эпир ЧР Президент Администрацине, Суту-илÿпе экономика аталанăвĕн министерствине тăрататпăр.
– Мониторинг районти шкулсемпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене пыракан апат-çимĕç хакĕсем тĕлĕшпе пур-и;
– Çапла. Муниципаллă нушасем валли туянакан апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем рынокри вăтам виçепе танлашса пыраççĕ. Апла пулсан та кунта заказчиксем туяннă кашни парти çимĕç пиркиех сĕннĕ хаксене епле пăхăнни тĕлĕшпе тĕрĕслевсем ирттеретпĕр.
Иртнĕ çу кунĕсенчи шăрăха пула районта пурăнакансене апат-çимĕçпе тивĕçтерме те районта тĕллевлĕ ĕçсем пыраççĕ. Çакна валли район территорийĕнче канмалли кунсенчи икĕ ярмăрккă тата универсаллă пасар ĕçлеççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе килти хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма вĕсем иртнĕ вăхăтра (авăн уйăхĕн 7-мĕшĕччен) 1681 тонна фуражлăх тырă, 840 тонна утă, 1524 тонна улăм, 238 тонна хывăх, 361 тонна комбикорм туянчĕç. Çак апат-çимĕç пирĕн района Чул хула, Киров облаçĕсенчен, Мордвапа Мари-Ел Республикисенчен килсе çитрĕ.
Пĕрлехи тăрăшулăхпа производствăна чакармасăрах хĕл каçасса шанатпăр.
А. БЕЛОВ калаçнă.