Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ – кашни утăмра

22 сентября 2010 г.

Ял хуçалăхне патшалăх пулăшасси çине çитсен çакăн пек пĕтĕмлетÿрен пуçларĕ хамăрăн калаçăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Владимир Аркадьевич КАЛИНИН. Вăл калани пушă сăмах пулмасса шанса патшалăх пулăшăвĕ ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе ăçтан-ăçтан палăрни пирки тĕплĕнрех сÿтсе яврăмăр. Халĕ хамăр калаçăва вулакан умне кăларатпăр. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курассине анлăлатма камăн ĕçлĕ сĕнÿсем пур – сире валли те хаçат страницисенче вырăн пулĕ.

– Владимир Аркадьевич, патшалăх пулăшăвĕ ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе кăçалхи шăрăх çанталăкпа çеç çыхăнман вĕт. Кунта пĕлтĕрхи пулăшу виçипе паллаштарни вырăнлă пулĕ.

– Хаçат страницисенче ку ыйтăва хускатнишĕн сире пысăк тав. Район çыннишĕн те ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх ял хуçалăхĕ çине алă сулчĕ текенсене тÿрех çапла калатăп: паянхи пурнăçра ĕçлекен çынна пулăшусăр хăварни çук. Патшалăх енчен пăхсан та çаплах пулса тухать.

Илер-ха обществăлла выльăх-чĕрлĕх отрасльне. Сирĕн ыйту çине конкретлă хуравласа çакăн пек кăтартусемпе паллаштаратăп. Иртнĕ çул ăратлă ама выльăхсем пăхса усрама федераллă бюджетран пирĕн район 5236 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 1571 пин тенкĕ пулăшу укçи илме пултарчĕ. Ку пулăшупа мăйракаллă шултра выльăхсем тĕлĕшпе «Ударник» ăратлă выльăх завочĕ тата «Оринино», Суворов яч. хис. ăратлăхпа ĕçлекен репродукторсем, сыснасемпе илсен «Свобода» ăратлă выльăх завочĕпе «Герой» ăратлăхпа ĕçлекен репродуктор усă курчĕç. Çав вăхăтрах ăратлă выльăхсем туянма та республика бюджетĕнчен 636 пин тенкĕ уйăрнăччĕ. Унпа пирĕн хуçалăхсем ăратлă сыснасем туянма çеç усă курчĕç.

Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ çĕрте ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе усă курма пĕлтĕр пирĕн район федераллă бюджетран 172 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 372 пин тенкĕ субсиди илнĕччĕ. Унпа усă курма 12 хуçалăх расчетсем тăратнăччĕ. Вĕсене ун чухне ăратлă выльăх вăрлăхĕшĕн 100 проценчĕпех субсиди тивĕçрĕ.

«Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă общество та иртнĕ çул ăратлă чăхсен çăмартисене тата талăкри ăратлă чĕпсене туянма 318 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарчĕ.

Пысăк продуктивлă ĕнесене тытса тăма та патшалăх пулăшусăр хăвармасть. 2009 çулта çакна валли республика бюджетĕнчен района 3872 пин тенкĕ укçа килсе çитрĕ. Субсиди ставкисем çапларах пулнăччĕ: пĕр ĕне пуçне 2008 çулта 3700-4500 килограмм сĕт сунă пулсан, çав ĕнешĕн 3100 тенкĕ, 4500 килограмран ытларах сĕт антарнă ĕнешĕн – 4200 тенкĕ. Субсидисем ун чух пирĕн районтан «Герой», Ильич яч. хис., «Оринино», Суворов яч. хис. хуçалăхсем çулталăкĕпех илчĕç пулсан, «Ударник» хуçалăх – 2 уйăх, Чкалов яч. хис. хуçалăх – пĕр уйăх.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне патшалăх пулăшнине пĕтĕмлетсен пĕлтĕр пирĕн район кăна тĕрлĕ бюджетсенчен 14110 пин тенкĕ субсиди илнĕ.

– Ăратлă выльăхпа ĕçленин усси пур. Анчах çав вăхăтрах ÿсен-тăран отраслĕ çине патшалăх еплерех пăхнипе те паллашас килет. Кунта пулăшу мĕнле вырăнта тăрать;

– Выльăх-чĕрлĕхпе ÿсен-тăран отраслĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура. Çавăнпа та пĕрне пулăшнă вăхăтра теприне манса хăварнипе май килмест. Патшалăх та çак çыхăнăва çирĕп алăра тытса пырать. Ÿсен-тăран отраслĕнче элитăллă вăрлăх туянса тăкак тÿснĕшĕн пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене патшалăх пĕлтĕр пĕтĕмпе 1755 пин тенкĕ (республика бюджетĕнчен – 1112 пин тенкĕ, федераллă бюджетран – 643 пин тенкĕ) субсиди куçарса пачĕ.

Ÿсен-тăрансене хÿтĕлеме каякан тăкаксен 30 процентне патшалăх саплаштарчĕ. Ку сумма пĕлтĕр районĕпе 1606 пин тенкĕпе танлашрĕ.

Уй-хирте ĕçлекенсене минераллă удобренисем туянма кайнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарассине те патшалăх хăй çине илнĕччĕ. Çапла вара района 12052 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ килсе çитрĕ.

Çĕр ĕçченĕ çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе ĕçленине те патшалăх палăртмасăр хăвармасть. Иртнĕ çул кунта тÿснĕ тăкаксене пĕтĕмпе 4372 пин тенкĕ саплаштарнă. Çак пулăшупа «Свобода», «Герой», Ильич яч. хис., Е. Андреев яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе С. Сретинский хресчен (фермер) хуçалăхĕ 80 процент чухлĕ усă курчĕç. Тÿлев ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлайман 10 хуçалăх вара тăкаксене 50 процент кăна саплаштарма мехел çитерчĕ.

– Пĕтĕмлетсе пăхсан патшалăх пулăшăвĕн виçин калăпăшĕ самай пысăк пулса тухать.

– Çапла. Патшалăх пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле виçи 2009 çулта 33895 пин тенкĕне çитрĕ. Çакна çеç калатăп. Вăл пулăшу кăçал та пĕчĕк пулмĕ. Унпа çанă тавăрса ĕçлекен çеç туллин усă курма пултарни те паян вăрттăнлăхра тăмасть.

– Килĕшетĕп. Хальлĕхе кăçалхи кăрлач – çурла уйăхĕсенче килсе çитнĕ патшалăх пулăшăвĕн виçи паллă ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ пулчĕ вăл; Тата камсем унпа çителĕклĕ усă курма пултарчĕç;

– Субсидисем памаллин йĕрки çавăн пекех: унчченхи çулхинчен тухăçлăрах ĕçлетĕн – патшалăх пулăшăвĕпе усă куратăн. Çак пулăшупа тĕллевлĕ усă курас текенсен йышĕ хушăнсах пырать. Ĕçлекенсем кашниех унпа туллинрех усă курма тăрăшаççĕ. Кăçалхи январь – август уйăхĕсенче районти хуçалăхсем ăратлă ама выльăхсене пăхса тăма федераллă бюджетран 4755 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 277 пин тенкĕ илме пултарчĕç. Кунпа пĕрлех ăратлă выльăхсем туянма та района çак тапхăрта 166,8 пин тенкĕ килсе çитрĕ, мĕншĕн тесен Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Восток», «Оринино» хуçалăхсем Е. Андреев яч. хис., «Свобода», «Герой» хуçалăхсенчен ăратлă сысна çурисем туянчĕç.

«Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă общество та ăратлăхпа тăтăш ĕçлесе пырать. Çапла вара кăçал кăна патшалăх пулăшăвĕпе кунта 423,9 пин тенкĕлĕх усă курчĕç.

Çĕр ĕçченне пысăк продуктивлă ĕнесене тытса тăма та патшалăх пулăшусăр хăвармарĕ. Çакна валли республика бюджетĕнчен района 4206 пин тенкĕ укçа килсе çитрĕ. Субсиди ставкисем çапларах пулчĕç: пĕр ĕне пуçне 2009 çулта 3900-4500 килограмм сĕт сунă пулсан, çав ĕнешĕн 3100 тенкĕ, 4500 килограмран ытларах сĕт антарнă ĕнешĕн – 4200 тенкĕ. Сакăр уйăх кăтартăвĕсемпе субсидисем илме пирĕн районтан çак хуçалăхсем тивĕç пулчĕç: «Герой», «Ударник», Ильич яч. хис., «Оринино», Суворов яч. хис., «Свобода», Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе А. Мерлов тата И. Чернова хресчен (фермер) хуçалăхĕсем.

Пĕтĕмлетсе пăхсан кăçалхи сакăр уйăхра пирĕн районти мал туртăмлă хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче патшалăх пулăшăвĕпе 9960,7 пин тенкĕлĕх усă курчĕç.

Ыранхи куна пăхса ĕçлекенсене патшалăх ÿсен-тăран культурисем туса илес ĕçре те айккине пăрахса хăвармарĕ. Пирĕн хуçалăхсем элитăллă вăрлăх туянма кăна пĕтĕмпе 2041 пин тенкĕлĕх пулăшу илчĕç. Ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли препаратсем валли хастар ĕçлекенсем валли 1927 пин тенкĕ пулăшу килсе çитрĕ.

Уй-хирте ĕçлекенсене минераллă удобренисем туянма кайнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарассинче те патшалăх хăй суйласа илнĕ çултан пăрăнмарĕ. Ку енĕпе пирĕн районти хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕ 2829,4 пин тенкĕ пулчĕ.

Патшалăх çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе ĕçленине те пулăшусăр хăвармасть. Сакăр уйăхра ку енĕпе (çĕрсене извеçлесси тата кали тăварĕ сапасси) района 3704,6 пин тенкĕ килсе çитрĕ.

Çапла вара çĕр ĕçченĕ уй-хирте тÿснĕ тăкаксене пĕтĕмпе 10502 пин тенкĕ саплаштарнă.

– Куратпăр ĕнтĕ, мал туртăмлă ĕçлекеншĕн кашни утăмрах патшалăх пулăшăвĕ пурри курăнать. Апла пулсан çăмăл мар ĕçре эпир пĕччен мар.

– Çапла. Çак пулăшупа анлăрах усă курасси – пирĕн хуçалăхсем умĕнче тăракан тĕп тĕллев. Çитес калаçура кăçалхи шăрăхра патшалăх ял хуçалăхне епле пулăшу пани пирки сăмах пуçарăпăр.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика