Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукăр çул ан илĕрттĕр

22 сентября 2010 г.

Ю.Н. Блинов Шупашкар хулинче çуралнă. Шкул пĕтерсен Мускав хулинче Мускаври коопераци университечĕн юридици институтĕнчен куçăмлă майпа вĕренсе тухнă. 2005 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 2008 çулхи май уйăхĕччен Лапсар поселокĕнчи 1 " юсану колонийĕнче вăй хунă, кайран – Шупашкарти 4 " колонире

Преступлени тунăшăн явап тĕрлĕрен пулма пултарать. Çакна саккунпа палăртнă. Условлă майпа айăпланисем, сăмахран, палăртнă наказание епле пурнăçланине ĕç тăвакан уголовлă инспекци тĕрĕслесе тăрать.

Айăпланисен асăннă категорийĕпе кăçалхи май уйăхĕнчен пуçласа районсем хушшинчи Муркашри 11 " ĕç тăвакан уголовлă инспекцийĕнче Юрий Николаевич БЛИНОВ аслă инспектор ĕçлеме тытăнчĕ. Условлă майпа айăпланисемпе ĕçлесси мĕнле пулса пырать-ха районта; Çак ыйту тавра пулчĕ пирĕн калаçу.

– Юрий Николаевич, сирĕн ĕç биографийĕпе паллашнă май çакна ыйтас килет: юсану колонийĕнче тата ĕç тăвакан уголовлă инспекцире айăпланă çынсемпе ĕçлессин уйрăмлăхĕсем пур-и;

– Уйрăмлăхĕсем сахал мар, анчах та тĕп уйрăмлăхĕ кăмăл-туйăмпа çыхăннă темелле. Паллах, колонисенчи лару-тăру пусăрăнтарать. Çирĕп дисциплина вара айăпланнисемпе ĕçленĕ чух пур çĕрте те кирлĕ.

– Иртнĕ тулли сакăр уйăха илес пулсан сирĕн инспекцире условлă майпа айăпланисем учетра чылай-и;

– Çулталăк пуçланнăранпа август уйăхĕ вĕçĕччен пирĕн ĕç тăвакан уголовлă инспекцире 164 çын судпа çирĕплетнĕ наказанисене пурнăçлассипе учетра пулчĕ. Асăннă тапхăр вĕçне – 61 çын. Вĕсенчен 46-шĕ – условлă майпа айăпланисем.

– Вĕсемпе ĕçленĕ чухне мĕнле ыйтусем çине тимлĕх ытларах уйăрма тивет;

– Муркаш районĕнче рецидивлă преступленилĕх (малтанхи айплава пурнăçа кĕртнĕ тапхăртах тепĕр преступлени туни) чакманни пăшăрхантарать. Сăлтавĕсем вара пурнăç условийĕсемпе тачă çыхăннă. Рецидивистсем хушшинче ĕç вырăнĕсĕррисем чылай. Çавăнпа та вĕсен ĕç вырăнĕ, апла пулсан вăхăтра илсе тăракан ĕç укçи пулманни те рецидивлăха çул парать. Çак çитменлĕхе пула йăлари, çемьери преступленисем те ытларах пулаççĕ.

Суд йышăнăвĕпе юсанмалли ĕçсене явăçтарнисене, сăмахран, предприяти-организацисене вырнаçтарма та йывăртарах. Вĕсенче ахаль те штатсене чакарас тапхăр пырать. Пирĕн вара айăпланисене ĕç тупса памаллах. Çитменнине тата ĕçе вырнаçтарма кирлĕ документсене те туса памалла. Хăшĕсен вара пирĕн пата «çакланиччен» алăра пĕр документ та çук. Мĕншĕн тесен çакнашкаллисенчен чылайăшĕ эрех «айне пулнăскерсем».

Рецидивлă преступленисем нумаййи те çавăнпах çыхăннă ĕнтĕ. Акă сăмахран упăшки малтан арăмне хĕненĕ, кайран вара айăплава пурнăçа кĕртнĕ вăхăтрах тепĕр преступлени тăвать – ачине хĕнет. Çапла майпа наказание палăртнă тапхăр татах та вăрăмланать. Çакнашкал чухне ĕнтĕ эпир суда айăпланнисене хушма обязательствăсем пама ыйтатпăр. Шел пулин те судпа прокуратура йĕркене пăсакансене пур чухне те эпир ыйтнипе «тивĕçтермеççĕ».

– Сирĕн шутпа рецидивлă преступленисене асăрхаттарассипе, вĕсене хирĕç кĕрешессипе мĕнлерех утăмсем туни пулăшма пултарĕччĕ-ши;

– Условлă майпа айăпланă çыннăн ĕç вырăнĕ çук пулсан ăна ĕçпе тивĕçтерекен центра ярса вăхăтлăх е обществăлла ĕçе явăçтарни те пулăшма пултарĕччĕ. Алкоголе, наркотика пăхăнса пурăнакансене – обществăран уйăрманнисене – специализациленĕ сиплев учрежденийĕсене вырнаçтарсан усси ытларах пулмалла тесе шутлатăп. Çемьере, йăлара йĕркене пăснисемпе ĕçлеме психологсене явăçтарни те ытлашши пулмасть пулĕ. Тăванĕсемпе çемье членĕсене, тепĕр чух витĕмлĕ çынсене çак воспитани ĕçне явăçтарни те усă кÿме пултарĕччĕ. Пĕрмай йĕрке пăсакансене вара обществăран уйăрмаллах тесе шутлатăп. Паллах, ĕç тăвакан уголовлă инспекцисен – шалти ĕçсен пайĕпе, прокуратурăпа, судпа, вырăнти самоуправлени органĕсемпе çыхăнса ĕçлесе наказанисене пурнăçа кĕртекен тĕп координаторĕн – статусне ÿстермеллине саккун шайĕнче пăхса хурсан та аван пулмалла.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика