22 сентября 2010 г.
Муркаш ялĕнче пурăнакан Лазарь Лукиянович Когуркина хăйĕн килти хуçалăхĕнчен инçех мар вырнаçнă пĕве хĕрринче тĕл пултăм. Калаçса кайрăмăр. Тĕрĕссипе унпа унчченех тĕл пулса калаçас шухăш пулнăччĕ. Муркашри «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче хуралта ĕçлекенскер 20 çул ытла ĕнтĕ индокăвакалсем пăхса ÿстерет. Çитменнине тата вăл юлашки 15–16 çул килти хуçалăхрах кайăк кăвакалсем те пăхса усрать. Çапах та пирĕн калаçу индокăвакалсемпе кайăк кăвакалсем пирки мар, ачалăх çулĕсенчен пуçланчĕ.
– Шкула кайма тытăничченех манăн кăвакалсем патне туртăну пысăк пулнă. Килти хуçалăхра вĕсене çитĕнтерес килетчĕ,– аса илет Лазарь Лукиянович.– Хам пĕчĕкрех пулнăран пулас аннем вĕсене туянса пама тăхтаса тăчĕ. Кайран вара шкула кайма тытăнсан ĕсĕклесе ыйтсах аннене пасарта пĕр мăшăр кăвакал амипе аçине туянтартăм. Тинех çапла вара манăн тахçанхи ĕмĕт пурнăçланчĕ.
Пĕчĕк Лазарь шкултан килнĕ-килменех хăйĕн кăвакалĕсем патне васканă. Вĕсене курăк çитерме те çывăхри Макар уйне пĕчченех çÿренĕ. Пĕвере вĕсем епле ишнине курса та савăннă. Вăхăт иртнĕ май кăвакалсен йышĕ те хушăнсах пынă.
20 çул каялла вара Лазарь Когуркин хăйĕн хуçалăхĕнче индокăвакалсем усрама пуçлать. Ку çапла пулса тухнă. Муркашрах пурăнакан Димитрий Иванович Паладьев ăна 20 пуç индокăвакал чĕппи илсе килсе парать. Унччен ăна ку тăрăхра килти хуçалăхра никамах та усраса кайман. Çавăнпа та вăл пурăннă çĕртен Муркаш пасарĕн вырăнĕ инçех пулман пирки кунта килекенсем çырма хĕррине анса ку епле кайăксем-ха тесе тĕлĕнекенсем сахал мар пулнă: хăяматсем шывра та чиперех ишсе çÿреççĕ, шыври йывăç вулли-туратти çине те улăхса лараççĕ.
– Индокăвакалсем малтан манăн хурисем те, улисем те, шуррисем те пурччĕ. Эпĕ вĕсене çултан-çул шуррисене уйăрса хăварса усраса пытăм. Халĕ вĕсем пурте шуррисем кăна,– каласа парать кăвакал ÿстерекен ăста.
Лазарь Лукиянович шучĕпе килти хуçалăхра хур-кăвакал таврашĕ пăхса усрасси ытлашши йывăр ĕçех мар. Вĕсем валли апачĕ пултăр та шывĕ кирлĕ ĕнтĕ. Шыв пирки вара унăн пăлханма сăлтав çук. Хуçалăхпа юнашарах умлă-хыçлă пĕвесем пĕвеленĕ. Хур-кăвакал çу кунĕсенче кунта йышлă.
Ытларах чухне вăл хĕл каçарма 3 ама тата 2 аçа хăварать. Амасем çулталăкне икшер хут чĕпсем пусса кăлараççĕ. Индокăвакалсен шучĕ вара 50–60 пуçа та çитсе каять. Кашни амана пусса кăларма 19–21 çăмарта таран хурса парать вăл.
Паллах, килти хуçалăхра индокăвакалсем пăхса ÿстерни те ăстаçăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ, çапах та мана ытларах вăл ирĕкре ÿсекен кайăк кăвакалсене килти хуçалăха «явăçтарни» интереслентернине ăнланса кун пирки çакна пĕлтерчĕ.
Пĕррехинче (ку вăл 16 çул каялла пулнă) Л.Л. Когуркин улăхра юхан шыв хĕрринче кайăк кăвакалăн ватса пĕтернĕ йăвине асăрхать. Кам пĕлет, те тилĕ тустарнă кăвакал ами пусма ларнă йăвана, те йытă таврашĕ. Йăвинче вара 5 çăмарта чиперех сыхланса юлнă иккен. Ăстаçă çăмартасене пуçтарса килет те килĕнче тин кăна пусма ларнă индокăвакал айне хурса парать. Мĕн тетĕр, чĕпсем тăваттăшĕ чиперех тухаççĕ, тепри путланать. Шел, тепĕр чĕппине ула курак тытать. Виççĕшне вара чиперех упраса хăварса çитĕнтерме май килет.
Икĕ амапа пĕр аçа çитĕнтерет вăл. Кайăк кăвакалсене Лазарь Лукиянович килте апат çитерет, шыв хĕррине вĕсем хăйсемех çÿреççĕ. Вăхăт çитсен кăвакал амисем пĕри хуçалăхăн склачĕ айĕнче, тепри пĕвери йывăçсем хушшинче йăва çавăрса чĕпсем пусса кăлараççĕ. Кăвакалсемпе чĕпписем валли килти хуçалăхра йăвасем ăсталаса парать.
Халĕ ĕнтĕ Л.Л. Когуркин хуçалăхĕнче 24 кайăк кăвакал. Кăçал валли вăл 3 ама хăварнă пулнă. Алла хăнăхтарнă тейĕн, çынран шикленме шутламаççĕ. Е сывлăша вĕçсе хăпараççĕ те куçран çухалаççĕ, хырăм выçсан вара каллех хăйсен хуçи патне таврăнаççĕ.
– Ăçта хĕл каçаççĕ вара сирĕн кăвакалсем, кăнтăрах вĕçсе каймаççĕ пуль те;– ыйтатăп кил хуçинчен.
Лазарь Лукиянович вĕсене килти витере хĕл каçарать иккен. Вĕçсе каясран вара кĕрхи кунсем çитсен çунаттисене касса ярать.
– Кăçал кăвакалсен çунаттисене ниепле те касма май килмерĕ. Те вăхăчĕ пулмарĕ темелле. Халĕ ытлашши патнех пыртарасшăн мар. Çапах та апат парсан тетелпе те пулин вĕсене тытса çунаттисене касмах тивет. Унсăрăн вĕсем ирĕкре çапах та пурăнаймаççĕ пулĕ. Çынран ытлашши шикленмен пирки вĕсене е сунарçăсем тытса пĕтерĕç, кăнтăра та вĕçсе çитейрес çук пулĕ вĕсем,– хăйĕн шухăшне пĕлтерет Лазарь Когуркин.– Ун пек инçĕшне вĕçме хăнăхман вĕсем, хăйсем тĕллĕн апат тупса çиесси те вĕсемшĕн çăмăл мар.
– Усранинчен усламĕ пур-и вара;– ыйтатăп унран.
– Усламшăн усрамастăп,– тÿррĕн хуравлать вăл.– Чун туртнипе аппаланатăп кайăк кăвакалсемпе. Çăмартаран тухсанах чĕпсене ачана пăхнă пекех пăхма тивет. Аптекăран ятарлă апат та туянатăп. Калăпăр пĕр кăвакалран 800 грамм аш тухнине нумай тееймĕн. Хам пăхса çитĕнтернĕскерсене вара пусма та питĕ шел. Тĕрĕссипе çак 16 çул хушшинче кушак е йытă тытнисĕр пуçне хăй вилĕмĕпе кăвакал е унăн чĕппи вилнĕ тĕслĕх пачах та пулман.
Хамăр калаçу вĕçĕнче Лазарь Лукиянович тепĕр интереслĕ саманта та аса илчĕ. Унăн алла хăнăхтарнă кайăк кăвакал амисене çуркуннехи сунар кунĕсенче кăвакал аçисене астарса тытма илсе кайкалакан сунарçăсем те пулкаланă. Пĕррехинче Чемей çыннине парса ярать кăвакал амине вăл. Лешĕ вара ăнсăртран ăна сунарта персе вĕлерет. Кăвакала пусса тирпейленĕ чухне çăмарта тухать. Ăна ăстаçă инкубатора вырнаçтарса хурать, чиперех чĕпĕ кăларать.
– Пĕтĕмпех чун туртнипе. Чун туртнипе ĕçлесен, шанăç, ĕненÿ, ăнтăлу пулсан вăхăт иртни те сисĕнмест, юратнă ĕç те савăнăç кăна кÿрет,– терĕ юлашкинчен пĕвере ишсе çÿрекен хăйĕн кăвакалĕсем çине ытарайми пăхса Лазарь Лукиянович.
В. ШАПОШНИКОВ.