Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Халăхпа пĕрле ăнланса ĕçлетпĕр»

18 августа 2010 г.

131-мĕш федераллă саккун вăя кĕнĕренпе ял тăрăхĕсем нумай ыйтăва паян хăйсем тĕллĕн татса параççĕ. Хамăрăн пурнăçа хамăрăнах лайăхлатмаллине ялта пурăнакансем хăйсем те ăнланса илме пуçларĕç ĕнтĕ. Ку вăл ял тăрăхĕсен администрацийĕсем халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине те кăтартса парать. Ку енĕпе Юнкă ял тăрăхĕнче лару-тăру килĕшÿллĕ пулнине кунта туса ирттерекен ĕçсем те яр уççăн кăтартса параççĕ. Илер-ха акă кооператив ĕçĕсене. Ăçта мĕнле пулĕ, анчах та Юнкă ял тăрăхĕнче халăх чăннипех те кăмăллă вĕсен ĕçĕпе. Асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе С.В. Ермаковпа хамăр калаçăва шăпах кунти кооперативсен ĕçĕ-хĕлĕнчен пуçларăмăр.

– Пирĕн ял тăрăхĕнче икĕ кооператив. Пĕри – кредит паракан кооператив «Юнга – Согласие». Ăна ертсе пыраканĕ Т.В.Ермакова. Тепри – ял хуçалăх кооперативĕ: сĕт пуçтарассипе ĕçлет. Ăна Н.В. Ядыков ертсе пырать. Иккĕшĕ те вĕсем питĕ тăрăшуллă çынсем. Вĕсем çине тăнипе ĕнтĕ çак кооперативсене йĕркелесе, ĕçлеттерсе яма пултартăмăр.

Икĕ кооперативне танлаштарсан, паянхи кун ăнăçлăрах ĕçлекенни – кредит кооперативĕ. Вĕсем пысăк суммăпа ĕçлеççĕ тесе каламастăп. Юнкă сали район центрĕнчен инçерех вырнаçнă. Çавăнпа та ял халăхне çăмăлрах пултăр тесе ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле, пулăшакан çыннисене тупса, çак кредит кооперативне йĕркелесе ятăмăр. Вăл рентабеллĕ ĕçлет. Мĕншĕн тесен çавăнта пĕрре кредит илнĕ çынсем паян 3–4-мĕш хут килеççĕ. Мĕншĕн тесен аякка каймалла мар, транспорт укçи тухса каймасть. Çакăнтах кооператив правленин йышăнăвне кĕтсе илеççĕ те кунтах кредит илсе тухса каяççĕ. Кайран пĕчĕккĕн саплаштарса пыраççĕ. Нумайăшĕ кил-çурта хитрелетме, туй тума, пĕчĕк уявсем ирттерме илет. Ытларах пĕчĕк суммăсем илет. Кам 20 пин тенкĕ илет, кам – 30 пин тенкĕ. Мĕншĕн тесен вăл пĕчĕк суммăна илме поручительсем те ытлашши кирлĕ мар. Çынсем питĕ кăмăллă çак кооператив ĕçĕпе.

Тепĕр кооперативĕ ял халăхĕнчен сĕт пуçтарать. Ку кооператив ĕçĕ кăшт йывăррăнтарах пырать. Паян самани çавăн пек. Мĕншĕн тесен пирĕн ял тăрăхĕ М-7 трасса хĕрринче вырнаçнă пирки пирĕн патра ытти предпринимательсем те сĕт пуçтараççĕ. Паян тепĕр 4 предприниматель ку енĕпе ĕçлет. Апла пулин те пирĕн кооператив та йĕркеллĕ ĕçлесе пырать. Мĕншĕн тесен вăл темиçе çул хушши ĕçленĕ хуçалăхсемпех килĕштерсе ĕçлет. Вĕсем ытти предпринимательсем патне куçмарĕç, унпах тĕрĕс-тĕкел ĕçлесе пыраççĕ. Мĕншĕн тесен вăл çынсене тырă та, утă та, улăм та туянтарать, хывăх та илсе килсе парать. Çавăнпа та ялта пурăнакансемшĕн çакă меллĕ. Вĕсем кăмăллă. Патшалăх енчен çак кооперативсене ытлашши пысăк пулăшу пулчĕ тесе каламастăп. Çавăнпа та вăл вăхăтран вăхăта йывăрлăха кĕрсе ларать. Мĕншĕн тесен вăл халăхран пуçтарнă сĕте Муркашри сĕт-çу заводне парать. Лере укçине йĕркеллĕ тÿлейменнипе кооперативăн та халăха сĕтшĕн укçа памалли вăхăчĕ иртсе каять.

Кунта тепĕр самант та пур. Кооперативăн çаврăнăшри укçа-тенкĕ калăпăшĕ пĕчĕк. Мĕншĕн тесен паян ниçтан пулăшу илмен пирки унăн кредит илме те йывăр. Кооперативăн оборудовани те çук. Тепĕр майлă каласан, салук пайĕ çук. Çавăнпа та йывăрлăхсем пур. Мĕнле пулсан та çак йывăрлăхсене çĕнтерсех пырасшăн.

– Юнкă ял тăрăхĕ вăл кооператив енĕпе çеç мар, халăха шывпа тивĕçтерес ĕçе те çĕнĕлле йĕркеленĕ ял тăрăхĕсенчен пĕри. Шыв ыйтăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăрсан аванччĕ.

– Шыв ыйтăвĕ паян пирĕн патра кăна мар, пĕтĕм Атăл тăрăхĕнче питĕ çивĕч тăрать. Шывпа ял халăхне тивĕçтерес енĕпе маларах пирĕн ял тăрăхĕнче йывăр пулчĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн патра хуçалăх чи малтанхисен шутĕнче арканчĕ. Ĕлĕкхи пек каласан пирĕн патра ял хуçалăхĕнче ĕçлекен предприяти, колхоз çук паян. Çавăнпа та вăхăтра ял тăрăхĕн администрацийĕпе конкурс управляющийĕ пĕрле çыру çырса шыв башнисене, пăрăхĕсене район балансĕ çине куçартăмăр. Кайран вара 131-мĕш федераллă саккун ĕçлеме пуçланă хыççăн район администрацийĕ пире çав башньăсемпе пăрăхсене каялла тавăрса пачĕ. Çавăнпа паян ял тăрăхĕ çинче 6 шыв башнипе 6 ялăн шыв пăрăхĕсем. Эпир хамăр баланс çине илнĕ. Хамăр вăйпах тытса тăма тăрăшатпăр. Шывпа тивĕçтерес программа йĕркеллĕ ĕçлесе кайтăр тесе эпир кăçал депутатсемпе 200 пин тенкĕ пăхса хăвартăмăр. Шыв башнисене, пăрăхсене улăштарма, ытти вак-тĕвек ĕçсене туса пыма кирлĕ çак сумма. Пирĕн паян çав башньăсене Мăн Сĕнтĕрти «Жилкомсервис» чикĕллĕ яваплăхлă общество пăхса тăрать. Çумăр çукки çынсене шывпа тивĕçтерес ĕçре йывăрлăхсем кăларса тăратать. Башньăсем шăтни те пулать. Апла пулин те йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тăрăшатпăр.

Тепĕр самант та пур. Пирĕн шыв пăрăхĕсем кивелсе çитнĕ. Апла пулин те вĕсене тытса тăрас пулать. Пысăк ялсенче – Юнкăпа Кăпасра – çăл алтас пулсан та 30-40 метртан çеç шыв тухать. Çавăнпа та шыв пăрăхĕсене, башньăсене йĕркеллĕ тытса тăраççĕ паян.

Ытти пĕчĕкрех ялсене илес пулсан территорие тирпей-илем кĕртмелли статьяран укçан нумай пайне çăлсем тума ятăмăр. Ял çыннисемпе пухусем ирттерсе çапла калаçса татăлтăмăр. Çăлсем тăвас кăмăллă пулсан, хамăр енчен тимĕр бетон ункăсем илсе паратпăр. Çăлне вĕсем хăйсен вăйĕпе алтаççĕ. Питĕ меллĕ. Паянхи куна çак мелпе 5 ялта 16 çăл алтрăмăр. Халăх питĕ маттур ĕçлерĕ. Манăн ял çыннисене мухтас килет.

– Тепĕр çивĕч ыйту вăл – пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ. Чакмасть-ха çак проблема. Ку енĕпе мĕнле ĕçлесе пыратăр; Çĕнĕлĕхсем пур-и;

– Юнашар пысăк предприятисем çуккипе пушар машини çук. Çывăхри хуçалăхсен те. Пирĕн 8 ял пулсассăн, районти пушар чаçĕнчен 4 яла хăйсен регламенчĕпе çитме пултараççĕ сÿнтерме. Ытти 4 ялĕпе илес пулсан пушар хăрушсăрлăхĕн статйинчен хамăрăн бюджетран виçĕм çул мотопомпа туянтăмăр. Унпа пĕрле шыв сирпĕтмелли, шывне пĕверен тултармалли пĕтĕм хатĕрсене туяннă. Пушар ан пултăр тесе, унран сыхланас тесе кашни çулах пĕтĕм шыв тултармалли савăтсене Юнкă юхан шывĕ хĕррине лартса тухрăмăр. Мотопомпăпа шыв тултарса лартрăмăр савăтсене. Мотопомпăпа пушар вăхăтĕнче те пушар машинисене шыв тултарма та усă куратпăр.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕпе юнашар предприятисемпе килĕшÿсем тăваймастпăр. Питĕ япăх вăл енĕпе. Пушар машинине те хамăр баланс çине илейместпĕр. Мĕншĕн тесен укçа- тенкĕ бюджетра сахалтарах.

– Ялсене тирпей-илем кĕртес ыйту çинче чарăнса тăнă пулсан та аванччĕ. Юр кайсан ĕç пуçланать те ку енĕпе, мĕн хĕл ларичченех чарăнмасть. Ку енĕпе вĕсене мĕнле йĕркелесе пыратăр;

– Ку ыйтăва илсен йывăрах тесе калас килмест. Мĕншĕн тесен кăçал савăнăçлă самант пулчĕ: районта çĕнĕ йышши çÿп-çап тăкмалли полигон хута кайрĕ. Вăл Юнкăран ытлашши инçе вырнаçман. Ял тăрăхĕн администрацийĕ Муркашри çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа çÿп-çапа турттарса кăларма килĕшÿ тунă. Иртнĕ çул контейнерсем туяннăччĕ. Вĕсем тулса çитнĕ май полигона илсе тухмалла пулать. Паянхи куна çак ĕç пырать. Халăхпа ăнлантару ĕçĕсене туса ирттеретпĕр. Шел пулин те, ялта çÿп-çапа контейнерпа пуçтарма йывăр. Çавăнпа та çÿп-çапа михĕсене пуçтарма халăха ăнлантаратпăр. Мĕншĕн тесен район администрацийĕ график туса парсан çак ĕç малалла каять пулĕ тетпĕр. Территорие тирпей-илем кĕртмелли статьяра пысăк укçа тесе каламастăп. Апла пулин те бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Ку енĕпе малтанхи ĕçсене йĕркелесе яма çитет.

Çакна та каласа хăвармалла. Кашни ялах эпир урамра çутă кĕртнĕ. Пур ялта та вăл счетчик урлă каять. Пĕртен-пĕр ял пиллĕкмĕш пралук çуккипе юлнă. Çак ялта халь çутă линийĕсене реконструкци тумалла. Ун хыççăн унта та счетчикпа тÿлемелле тăватпăр.

8 ялтан 3 ялĕнче каçхине çутмалли çутăсене таймерсем урлă лартнă. Ку укçа-тенкĕ перекетлеме пулăшать: автоматика мелĕпе вăхăтра çутăлать, вăхăтра сÿнет.

Тавралăха тирпей-илем кĕртмелли статьяран укçа-тенке нумайрах шывпа тивĕçтерме ункăсем илме ятăмăр. Çăлсене майлаштармашкăн. Карти-хуралтисене, çăвасене пăхса тăрассипе яланах халăхпа пĕрле ĕçлесе пыратпăр. Хамăр енчен строительство материалĕсемпе тивĕçтеретпĕр, çынсем субботниксем йĕркелесе ĕçлеме тухаççĕ. Çак ыйтусемпе пĕр тĕллевлĕх пур пирĕн.

– Апла пулсан килĕштерсе ĕçлесе пыратăр;

– Халăх ăнланать. Йывăррисем те пур. Нумайăшĕнпе ĕçлеме пулать. Япăх халăх мар. Вĕсем пирĕн хуйхăсене ăнланаççĕ. Нумайăшĕ юлашки вăхăтра çапла калама пуçларĕ:

– Эпир хамăр валли хамăр тумасан, кам валли тăватпăр. Пире кам килсе туса парать, хамăр тумасан, – теççĕ.

Çакăн пек кăмăлпа ĕçлесе пурăнатпăр.

– Апла пулсан пурнăç çынсен шухăшне те улăштарать;

– Чăннипех те улăштарать. Халăхĕ пултаруллă, ĕçлеме юратакан çынсем пурăнаççĕ пирĕн ял тăрăхĕнче. Çак çывăхра хуçалăх çукки ĕç тупма чăрмантарать. Ытларах аякка кайса ĕçлеççĕ. Ку пĕр енчен лайăх. Ял тăрăхне те пулăшу. Вĕсем аякран çĕннине вĕренсе килсе хамăр патра çавна пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ пирĕнпе пĕрле.

– Малаллахи ĕмĕтсем;

– Юлашки ларура ял тăрăхĕн депутачĕсемпе çакăн çинчен калаçса татăлтăмăр: пĕр урамра шыв башни ларать пулсан та, çав урама çакă тивĕçтермест. Пăрăхĕсем çĕрсе кайнă. 50 киле яхăн унта. Çак урама шывпа тивĕçтересси чи пысăк ĕçсенчен пĕри тесе шутлатăп. Çав урамри кивĕ пăрăхсем ăшне пĕчĕк диаметрлă полиэтилен пăрăхсем хурса, çак яла шывпа тивĕçтермелле. Çынсем паян çул ыйтăвĕнчен ытларах шыв, пĕве пирки интересленеççĕ. Мĕншĕн тесен шăрăх çанталăка пула нумайăшĕн çăлсем типрĕç. Сентябрь уйăхĕччен туса ирттересшĕн. Ĕçне пуçланă. «Жилкомсервиспах» ĕçлетпĕр ку ыйтупа. Вăл специализациленнĕ предприяти. Вĕсем ĕçлеме пĕлеççĕ. Вĕсемпе ĕçлеме те кăмăллă.

–Тавах, Сергей Васильевич, калаçушăн.

Л.ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика