Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урам. Камăн вăл?

18 августа 2010 г.

Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссин иртнĕ ларăвĕ ял тăрăхĕсенче тăракан çивĕч ыйтусене куç умне кăларма пулăшрĕ. Ял урамĕсенче чул-кирпĕч куписем, çĕрсе кайма пуçланă пĕренесем сапаланса выртнăшăн камăн явап тытмалла; Паллах, хуçисен. Ку ларăва та çакнашкал «айăпа кĕнĕ» çирĕм ытла çынна чĕннĕччĕ.

Строительство материалĕсене çĕнĕ çурт-йĕр тума тесех хатĕрлет малалла талпăнакан çын. Анчах та материалсем хаклă, пурне те пĕр харăс илсе ĕçе пуçăнма майĕ çукрах: ялта пурăнакансенчен ытларах пайĕ укçа-тенкĕ çителĕклипе мухтанаймасть çав. Кирлĕ чухлĕ материал илсе çитерме тепĕр чух пĕр-икĕ çул кăна мар, ытларах та иртет. Çавăнпа та пĕр çул пĕр «купа», тепĕр çул тепĕр «купа» уйрăм çынсен хуçалăхĕсем умĕнче хăй вырăнне тупать.

Тепĕр енчен вара урам – обществăлла вырăн, харпăр хăйĕн лаптăкĕ мар. Апла ăна та япăхтарма юрамасть. Çынсен харпăрлăхĕнчи 40 сотка çĕр çинче çав «купасене» хăть те хăш вырăна та хума пулать. Урама япăхтарнăшăн явап тытмаллине вара саккунпа палăртнă. Унран иртме çук. Шăпах çакна ăнлантарма тиврĕ те комисси членĕсен (ларăва район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин ертсе пычĕ) ларăва чĕннисене.

Хăш-пĕр ял урамĕсенче акă паян тахçанах килсе тăкнă çĕр кăмрăк купине те курма пулать иккен. Çакă урама та, пÿрт умĕнчи вырăна та илем кÿмест ĕнтĕ. Çапах та хуçисем купа выртнине курма пăрахнă, хăнăхнă е тата «тиесе каясса шаннă». Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем асăрхаттарсан тин (вĕсен ĕçĕ кунсăр та чылай) «курнă». Ял тăрăх ют çын иртсе çÿрес пулсан вара çак ÿкерчĕк, сăмахран, тÿрех куç умне пулать. Тепĕр тесен тирпейлĕ пулни халиччен те никама намăс та кăтартман, кÿрентермен те.

Кашни ялтах вырăнти депутатсем, старостăсем пур. Вĕсен çынсем хушшинче асăрхаттару тата ăнлантару калаçăвĕсем ирттерсен аван пулмалла. Атту урамри тирпейсĕрлĕхшĕн штраф камăн тÿлемеллине те пĕлменнисем пур. Нумайăшĕ акă çĕнĕ çурт-йĕр хăпартас умĕн ăна тума ирĕк паракан ятарлă хут илмеллине те пĕлменни палăрчĕ. Апла ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те халăха ăнлантарса памалли ыйтусем çук мар. Тепĕр тесен пур ял старости те ялта тирпей-илем мĕнле шайра пулмаллине хальлĕхе ăнкарса илейменни курăнать (ларăва чĕннисен хушшинче ку «категорири» çын та пулчĕ).

Ял старости, ялти депутат е ял тăрăхĕн пуçлăхĕ – пурте çынпа калаçма, çынпа ĕçлеме тивĕç. Апла пулсан халăхпа ытларах хутшăнмаллине калать çакă. Вĕсене халăх суйланă мар-и; Мĕншĕн суйлани суйлав умĕн ăнланмалла пек, кайран вара темшĕн çакă та пăтранса çухалать. Ялти çынсем пур саккуна пĕлменнинче вара шăпах кăшт çÿлерех асăннисен айăпĕ те пур пулĕ. Çапла вара «ту Магомет патне пымасть пулсан», тен халăхăн та ун патне кайни ытлашши пулмĕ.

Н. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика