Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тавралăх илемĕ хамăр алăра»

18 августа 2010 г.

Çапла пĕтĕмлетрĕç хăйсен калаçăвне Ильинка участок лесничествин лесничийĕ Анатолий Калистратович КАСЬЯНОВ тата патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Илья Николаевич СМИРНОВ. Çак специалистсемпе паян тĕл пулса калаçмалли пурах. Вĕсен сĕнĕвĕсем кашниншĕнех вырăнлă пуласси пирки иккĕленÿ те çук.

Мускав, Чул хула облаçĕсемпе Çармăс Республикинчи тата хамăр республикăри Атăлăн çурçĕр çыранĕнчи, кăнтăр районсенчи лăсăллă вăрмансем çунни сисчĕвлентерет. Вăрмансене пула çав регионсенче ялсем кĕлленни, пиншер çын пурăнмалли çуртсăр юлни тата нумайăшĕ хăрушлăхра пурăнни пире те сыхă пулма ыйтать. Çав пушарсенче çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те пĕрре мар ĕнтĕ. Çак лару-тăрура пирĕн мĕнле пулмалла; Унăн хуравĕ малалли калаçура.

– Илья Николаевич, эсир пушар хуралĕнче пĕрремĕш çул мар. Анчах кăçалхи пек хăрушлăха тĕл пулнă-и; Район территорийĕнче кăçал тухнă пушарсем мĕн пирки калаççĕ; Район çыннисем инкек-синкекпе кĕрешме хатĕр-и;

– Малтанах пире калаçăва чĕннĕшĕн пысăк тав. Эсир пуçарнă ыйту паян Раçейри пĕтĕмĕшле лару-тăрăвăн пĕр пайĕ. Анчах пысăк инкек пĕчĕккинчен пухăнать. Çавăнпа та пушар кĕрлесех çунма пуçличчен ăна сÿнтерни е вăл тухассинчен асăрханни тата профилактика ĕçĕсем вăхăтра ирттерни нумай çухатусенчен пăрăнса юлма пулăшни паян нихăçанхинчен те курăнарах парать. Малтанах Раççейри тата Чăваш Республикинчи пушар хăрушлăхне сăнласа парам. Çурла уйăхĕ пуçланнă тĕле Раççейре çут çанталăк пушарĕсем 701 çĕрте алхаснă. Вăл шутра 50-шĕ – торф çуннă тĕслĕхсем. Палăртмалла, утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче кăна 416 тĕлте вăрман пушарĕ тухнă. Вăрман пушарĕсене сÿнтерессипе Раççейре пысăк вăйсем ĕçлеççĕ пулин те, кÿршĕллĕ çĕр-шывсен пулăшăвĕсĕр те май çук. Çĕр çинчи вăйсемпе тата самолет-вертолетсем пулăшнипе çут çанталăк пушарĕсемпе кĕрешесси талăкĕпех лăпланмасть. Паянхи куна Раççейĕпе пурĕ 300-е яхăн пушар 81 пин гектар çинче алхасать. Вăрман пушарĕсем пирки калас пулсан çуллахи тапхăр пуçланнăранпа Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи вăрмансенче пурĕ 21209 пушар регистрациленĕ. Вĕсем 120 пин гектар вăрмана юрăхсăра кăларнă. Кун çумне районти лару-тăрăва хушар. Юрать-ха пирĕн тăрăхри вăрмансенче «хĕрлĕ автан» çук-ха. Анчах пĕтĕмĕшле лару-тăру çав-çавах сисчĕвлентерет. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 72 хутчен ирĕке кайнă çулăмпа кĕрешме тухма тиврĕ. Çак хисепрен 28-шĕ кăна пушарсем. Ытти тĕслĕхсенче курăк çуннине, тĕрлĕ ăпăр-тапăра вут хыпнине вăхăтра вырăна тухса сарăлма памарăмăр.

– Анатолий Калистратович, пирĕн вăрмансем пушар хăрушлăхĕнчен сыхă-и;

– Кунта пĕр енлĕ татса калама йывăр. Эпир хамăр енчен ял çыннисем умĕнче ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр. Пушар хуралĕ те профилактика ĕçĕсене айккинче хăвармасть. Çакă тата ял çыннисем пире ăнланни пĕтĕмĕшле лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытма пулăшать. Тавах куншăн пурне те. Вăрманти пушарсем тенĕрен, кăçал ун пек тĕслĕх пирĕн лесничествăра та пулчĕ. Çуркуннехи типĕ кунсенчен пĕринче çынсен асăрханусăрлăхĕпе вăй илнĕ пушар Юнкă енчен килсе Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Шупуç енчи вăрмана кĕрсе кайрĕ. Сăтăр пысăках пулмарĕ пулин те, асăрханулăха çÿллĕ шайра тытмалли куç умне тухрĕ.

Калас килет, пирĕн районта ытларах хутăш вăрмансем (10316 гектар) пулсан та, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен çĕрĕсем çинче шкул ачисем лартнипе ÿстернĕ хыр-чăрăш вăрманĕсем те 620 гектар. Вĕсем тĕпрен илсен йăлтах ялсем çывăхĕнче пулни Муркашсемшĕн те вăрман пушарĕсен хăрушлăхĕ пурри пирки калать. Çавăнпа та май пуррипе хаçат вулакансене çак шăрăх çанталăкра вăрмансене канма тухса кăвайт чĕртессинчен асăрханма ыйтатăп. Кунпа пĕрлех вăрмансенче пушă кĕленчесем, çуллă япаласем пăрахса хăварни те шăрăх çанталăкра хĕвел шевлине вăйлатса пушар кăларма пултарать. Çавăнпа та вăрмансенче тирпейлĕ пуласси – пĕрлехи тĕллев.

– Эсир каланă йĕркесене пăсакансене мĕнле айăплавсем кĕтеççĕ;

И. С.: «РФ Административлă право йĕркине пăснин кодексĕн» 8.31 тата 8.32 статйисенче кун пирки уйрăммăн çирĕплетсе каланă. Йĕрке пăсаканăн (уйрăм çынсен тата юрлицосен) чи пĕчĕк ĕç укçин 3-10 виçинчен пуçласа 200-300 виçи чухлĕ штраф тÿлеме тивет.

А. К.: РФ Уголовлă кодексĕн 261 стайинче вара вăрмансене сиен кÿнĕшĕн е пĕтернĕшĕн айăплисене чи пĕчĕк ĕç укçин 200-500 виçи чухлĕ административлă айăпланипе пĕрлех 8 çул таран ирĕкрен хăтарма пултарни пирки каланă.

– Пĕр пĕтĕмлетÿ юлать: вăрмансене сыхламалла. Тавралăх илемĕ хамăр алăра.

– Килĕшетпĕр. Ял çыннисем те ăнланасса шанатпăр.

А. ПЕТРОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика