Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăх çанталăк тата выльăх-чĕрлĕх

14 августа 2010 г.

Ĕнесем пăхас ĕçре вĕсене çуллахи вăхăтра улăх-çаранта çÿретесси – пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çак технологие çирĕп пăхăнсан ĕнесен продуктивлăхĕ те, вĕсен сывлăхĕ те, пăруласси те лайăхланать. Кунта тулашри çут çанталăк условийĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çанталăк условийĕсем тенĕрен малтанах сывлăш пахалăхне тата нÿрĕклĕхне, çутăпа сывлăш температурине шута илмелле.

Выльăх организмĕшĕн сивĕ те, шăрăх та усăллах мар. Сывлăшăн пысăк температура продуктивлăха тата ĕçлеслĕхе чакарать, ывăнтарать, тарлаттарать т. ыт. те. Шăрăх çанталăкра выльăхсене хăвăрт хăвалани, лашасене йывăр ĕçлеттерни вĕсене ăшăпа аптăратма пултарать. Кун пекки выльăх-чĕрлĕхе вилесси патне те илсе çитерме пултарать.

Сывлăш температурин гигиена пĕлтерĕшĕ тăван тавралăхпа чĕрĕ организм хушшинчи ăшă ылмашăвне йĕркелессипе çыхăннă.

Ял хуçалăх выльăхĕсен тĕрлĕ тĕсĕсен кĕлетке температури яланах 36-42 градус. Выльăхсем сывлăш температурин тĕрлĕ виçисене тĕрлĕрен хăнăхаççĕ. Пысăк температурăна лайăхрах хăнăхаканнисем – лашасем, начартарах – сурăхсем. Вăтаммисен шутĕнче мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасем. Шăрăх çанталăка мăнтăрах мар, ÿт-тир çинче çăм сахал, çутăрах тĕслĕ выльăхсем лайăхрах чăтса ирттереççĕ. Мăнтăррисем тата çăмлă та хура тĕслисем – йывăррăн.

Сывлăш температури хăвăрт улшăнни выльăхсене шăнса чирлесси патне илсе çитерет. Вăтам улшăнусем – выльăхсемшĕн чи меллисем.

Выльăхсем сивĕ температурăна шăрăхран лайăхрах тÿсĕмлĕ.

Шăрăх çанталăкра выльăхсем нумай тарлани организма кирлĕ тăварсемпе витаминсем çухатасси патне илсе çитерет. Паянхи шăрăх кунсенче чĕр чунсем тарласа 58 процент таран шыв çухатаççĕ. Ĕнене пĕр литр сĕт хатĕрлесе çитерме 4-5 литр шыв кирлĕ. Çав вăхăтрах выльăх талăксерен 30 литр таран шыв сывласа кăларса ярать. Енчен те ĕнесем 15-20 процент сахалрах шыв ĕçеççĕ пулсан, вĕсем патне шыв ĕçме хушма савăтсем лартса памалла. Шыв ĕçмелли вырăнсем кĕтÿ çÿренĕ вырăнсенчен катара пулмалла мар. Енчен те çывăхра çырма е пĕве пулмасан шыва транспортпа турттарса килессине йĕркелемелле.

Сыснасене илсен, вĕсене çуллахи вăхăтра уçăлтарса çÿрени вырăнлă. Хĕвел питтинче сыснасене ăшă ан çаптăр тесен уçăлтарма кăлармалли вырăнсене ÿплесем айне тумалла. Унта вара шыв ĕçме кормушкăсем тытмалла. Сыснасем шывра йăваланни – вĕсемшĕн шăрăх çанталăкри «парне».

Выльăх организмĕнчи каялла тавăрмалла мар процесс кĕлетке температури 43-44 градуса çитсен, кайăк-кĕшĕксен 47 градуса çитсен пуçланать.

Кăçалхи çу кунĕсем нихăçанхинчен те шăрăхрах тăнине кура выльăхсем ăшăпа е хĕвел çутипе аптăраса ÿкес хăрушлăх пур. Çавăнпа та çак тапхăрта вĕсене пăхма меллĕ условисем туса парасси – выльăх пăхакансен пĕрремĕш тĕллевĕ.

Выльăхсем ăшăпа антăраса ан кайччăр тесен:

– выльăхсем тăракан пÿлĕмсенче сывлăш температурине чакарма мелсем шырамалла;

– сарайсемпе витесенче сывлăш куçассин хăвăртлăхне пысăклатмалла;

– выльăхсем пĕр çĕре пухăнса тăрассинчен асăрханмалла, шăвармалла е сивĕ шывпа пĕрĕхмелле;

– рациона витаминсемпе пуян апат хушмалла;

– шăрăх вăхăтра ĕçлекен лашасене 11-15 сехетсем тĕлĕнче кантармалла;

– кĕтÿсене ирпе-каçпа çÿрессине йĕркелемелле;

– кăнтăр кунĕсенче выльăхсене сулхăнра е вентиляци лайăх ĕçлекен пÿлĕмсенче тытмалла;

– выльăхсене тăтăш ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле.

Халĕ асăннă сĕнÿсене пăхăнакансем кăна çирĕп малашлăха шанма пултараççĕ.

Л. БОЯРИНОВА,

районти ветеринари лабораторийĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика