Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суд алăкĕсене яри уçса хунă

14 августа 2010 г.

2010 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче 2008 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче йышăннă 262-ФЗ " «Об обеспечении доступа к информации о деятельности судов Российской Федерации» Федераллă саккун саккунлă вăя кĕчĕ. Çакă вăл судсен ĕçне-хĕлне май пур таран уççăнрах, халăха пĕлмелле тăвассипе çыхăннă.

Федераллă саккунăн тĕп задачисенчен пĕри вăл – саккунлă кирек епле майпа та гражданина ирĕклĕнех кирлĕ информацие шырама, илме, теприне пĕлтерме, сарма майсем туса парасси. Федераллă саккун суд ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма 6 мел çирĕплетет. Вăл шутра уçă суд ларăвĕсене хутшăнасси, суд ĕçĕ-хĕлĕ пирки информацие массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлесси, Интернет сетĕнче вырнаçтарасси, информацие суд çуртĕнче вырнаçтарасси, архив фончĕсенчи информаципе паллаштарасси, тĕрлĕ ыйтусем пулсан информаципе тивĕçтересси.

Паян граждансен суд пирки кирлĕ информацие илме пур майсем те çителĕклĕ. Сăмахран, Интернет сетĕнче Муркаш район сучĕн хăйĕн сайчĕ пур. Унта саккунпа юраманнисемсĕр пуçне пур информацие те вырнаçтарнă. Кусем вĕсем суд историйĕ, çыхăнмаллин информацийĕ, суд подразделенийĕсем, унăн полномочийĕсем, транспорт çÿремелли расписани, судăн ĕç режимĕ, суд составĕ, справка информацийĕпе патшалăх пошлинине тÿлессин йĕрки, граждансен ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем т. ыт. те.

Саккун требованийĕпе килĕшÿллĕн Муркаш район сучĕн сайтĕнче суд йышăннă актсен пур тексчĕсене те (юраманнисемсĕр пуçне) вырнаçтараççĕ. Суд процесĕн участникĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе вара ĕçе пăхса тухнă судьясен, прокурорпа адвокатсен хушамачĕсемпе инициалĕсене кăтартнисĕр пуçне ыттисенне кăтартмаççĕ. Харпăр хăйĕн даннăйĕсем вырăнне инициалсемпе е псевдонимсемпе усă ку-раççĕ. Саккунпа килĕшÿ-ллĕн вăрттăнлăхра упрамалла пулсан, суд акчĕсен тексчĕсен уйрăм пайĕсене те сайта вырнаçтармаççĕ. Кун пек чарусем патшалăх хăрушсăрлăхĕпе, ачана усрава илнипе, çул çитмен çамрăксен интересĕсемпе çыхăннисем т. ыт. тĕлĕшпе те пур.

Куллен ĕç вăхăчĕ чухне суд аппарачĕн хушупа çирĕплетнĕ ĕçченĕсем графикпа килĕшÿллĕн граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ. Судлашас пирки мĕнле документсем хатĕрлемеллин тĕслĕхĕсене суда кĕнĕ çĕрте стенд çине вырнаçтарнă. Суд приемнăйĕ ĕçлет. Унта суда пыракансенчен документсене йышăнаççĕ. Кунсăр пуçне судра электронлă почта ĕçлет: morg–sud@sbxĕruĕ Суда пынă пур документа та, вăл шутра электронлă почтăпа ярса панисене те, ятарлă журналта учета илеççĕ, кайран вĕсене пăхса тухма судьясене параççĕ. Муркаш район сучĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки эсир çак сайтра паллашма пултаратăр: httpŸŸmorgaushskyĕchvĕsudrfĕruĕ

Çапла вара 2008 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче йышăннă саккун судсен ĕçĕн уççăнлăхĕн шайне палăрмаллах ÿстерет, обществăн право тĕлĕшĕнчи культурине хăпартать.

Э. ТАРАСОВА,

Муркаш район сучĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика