14 августа 2010 г.
Районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ пурнăçлакан ĕçĕн тĕп пайĕ – район администрацийĕпе, ял тăрăхĕсемпе тата физкультурăпа спорт организацийĕсемпе пĕрле çынсем хушшинче спорта сарасси тата вĕсене спорт мероприятийĕсем урлă сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе тачă çыхăнса ĕçлесси. Ăна валли районта майсем мĕнлерех-ха; Физкультурниксен кунĕпе саламласа çак ыйту çине районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалистне В.В. ПЕТРОВА хуравлама ыйтрăмăр.
– Районта пурăнакансене физкультурăпа спорта явăçтарма майсем сахал мар. Пурĕ 26 спортзал, 7 тир, 1 йĕлтĕр бази, «Сывлăх» ФСК тата 97 тÿрем спорт сооруженийĕсемпе площадкăсем çак ĕçе туса пыма май параççĕ те. Кашни çулах районта спортăн тĕрлĕ енĕсемпе шкул ачисен, ĕç коллективĕсен спартакиадисем иртеççĕ.
Ĕçе пурнăçлакансем пирки калас пулсан вара малтанах тăрăшуллă та яланах хавхаланса ĕçлекен тренер-преподавательсен ĕçне палăртмалла. Вĕсем пуçаруллă пулнипе ĕнтĕ ачасемпе çамрăксем пĕчĕкрен спортпа туслашса каярах пысăк çитĕнÿсем те тăваççĕ. Çапла вара уяв умĕн С.В. Черкашин, Э.А. Гордеев, В. Т. Моисеев, С.И. Алексеев, И.В. Смирнов, В.Ф. Киселев, Р.В. Григорьев, А.В. Васильев тренер-преподавательсене ырăпа асăнни тĕрĕс пулать тесе шутлатăп.
Вĕсен воспитанникĕсем çĕр-шыв, республика шайĕсенчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнни, паллах, спортсменсене хăйсене кăна мар, ытти çамрăксене те хавхалантарать, малаллах талпăнма хистет. Акă А. Костина, К. Иванова, Д. Баранова, Д. Замятина, С. Васильев, Н. Скворцов, П. Охотников çамрăк спортсменсен ячĕсене спортран аякра тăманнисем пурте пĕлеççĕ темелле. Вĕсем вара Вера Соколова, Нина Охотникова, Петрпа Василий Трофимовсем пек пысăк çитĕнÿсем тăвас тĕллевлĕ.
– Спортпа физкультурăра та яланах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ мала тухса тăрать. Ăмăртусем ирттерме, вĕсене тухса çÿреме пулăшакансем пулсан çеç кăшт çăмăлрах сывласа илме пулать-çке-ха.
– Ку çаплах. Пирĕн район территорийĕнче спорта аталантарассине профессионалсем кăна мар, ыттисем те хутшăнмасăр тăмаççĕ. Ăмăртусем ирттерме пулăшакансем хушшинче тĕрлĕ предприяти-организацисен ертÿçисем: Н.Г. Ванеркин («Муркашри чăх-чĕп фабрики»), В.Н. Семенов («Моргаушская» МСО), Б.В. Андреев (Муркашри райпо), В.И. Вязов («Росгосстрах» уйрăмĕ), И.В. Николаев (Ильич яч. хис. хуçалăх), В.К. Ананьев («Свобода» хуçалăх).
Вĕсемсĕр пуçне тата вырăнти пуçаруçăсем пурри ялсенче спорта аталантарасси çинче пысăк витĕм кÿрет. В. Михайлов (Юнкă ял тăрăхĕ), Г.Лукин (Уйкас Янасал), А. Рыжков (Москакасси), А. Прокопьев (Оринин), И. Семенов (Мăн Сĕнтĕр), А. Федоров («Моргаушская» МСО) вырăнсенче спорта «туртса» пыраççĕ.
Çавăнпа та самантпа усă курса çÿлерех асăннисене пурне те тав сăмахĕ калас килет. Уяв ячĕпе саламласа вара районти пур физкультурника та, çак юхăмăн ветеранĕсене те, спортпа туслисене те çирĕп сывлăхпа телей сунатăп.
Н. НИКОЛАЕВА.