14 августа 2010 г.
Сăмах – чуна, тимĕр кĕлеткене амантать
Пуртă е çĕçĕ тытса пĕр-пĕрне суранлатнинчен малалла ырă пурнăç пулать-ши; Çук пулĕ. Йĕри-тавра пурнăçĕ ахаль те хăрушлансах пырать тетпĕр те, хамăр та çак шая «хăпаратпăр» пулмалла.
Акă Катькас ял тăрăхĕнчи пĕр арçынпа хĕрарăм хушшинче кăнтăрла иртсен вăйлă харкашу тухнă. (Халĕ паспортри штамппа пурăнасси йăларан тухсах пырать те, çаксем те штампсăрах пĕрле пурăннă.) Харкашу вăхăтĕнче вара арçын хăй этем йăхĕнчен пулнине мансах кайнă: алла пуртă тытса хĕрарăма пилĕкĕ патĕнчен «лартнă».
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче те иртнĕ кунсенче каçалапа хăрушă ĕç пулса иртет. Кунта та пĕрле пурăнакан арçынпа хĕрарăм хирĕçсе каяççĕ. Харкашу вăхăтĕнче вара арçын хĕрарăма çăвар таврашĕнчен çĕçĕпе тирет.
Халĕ хĕрарăмсем больницăра сипленнĕ вăхăтра çак киревсĕр ĕçсене тăвакансен явап тытма хатĕрленмелле пулать.
«Кофемолкăра»
«кофе» кăна мар иккен
Çулсеренех иртекен «Кофемолка» фестивале пултаруллă юрăçсемпе ташăçăсем пухăнаççĕ. Кăçал акă çак фестиваль Шомик ялĕ çывăхне те çитнĕрен йĕрке хуралçисем хăйсен кулленхи ĕçне пурнăçланă вăхăтра пултаруллисен тепĕр енне те тупса палăртнă. Фестивале килнĕ икĕ çамрăк наркотик енĕпе те «пултаруллă» пулнă иккен.
«Пуян» асламăшне çаратнă
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан мăнукĕ асламăшне питĕ хытă «юратнă» курăнать. Çуллахи вăхăтра мăнуксем ытларахăшĕ аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче канма килĕштереççĕ пулсан, ку мăнук канма килмен, «ĕçлеме» хăнăхасшăн пулнă. Ермак ялĕнчи асламăшĕн пурлăхне пайăн-пайăн кĕсьене чикнĕ вăл: пĕрре 6 пин тенкĕ, тепринче 3 пин. Çăмăл укçа çамрăкăн кĕсйине устарман. Халĕ вара ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарас ыйту тăрать.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.