Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта ĕçлеме таса кăмăл кирлĕ

14 августа 2010 г.

Хăй ĕçне чунĕпе парăннă çын яланах хитре те уçă кăмăллă. Унăн ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕннипе пĕрлех хăйĕнпе ларса калаçсан чун çăмăлланать, ырă ĕмĕтсем çуралаççĕ, пурнăçăн малашлăх илемĕ ÿсет.

Муркашпа Етĕрне районĕн чиккинчи çĕршер çулхи хутăш вăрманта вăрман хуçалăхĕпе калаçса килĕшÿ туса арендăна илнĕ çĕр çинче йĕркеленнĕ утар пирĕн паянхи пурнăç хĕвĕшĕвĕнчен катана илсе кĕнĕнех туйăнса кайрĕ. Ĕмĕрхи юмансем айĕнче вырнаçнă вĕлле лартмалли çурт (омшаник), утарçăсен ĕçлемелли пÿрчĕ, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр хумалли-упрамалли пĕчĕкçĕ ампар, йывăçсен сулхăнĕнчи алăпа тунă çăл, çум-курăкран тасатнă тавралăх, вĕллесем таврашĕнче мирлĕ ĕçлекен турă кайăкĕсем, уçă та сиплĕ сывлăш...

«Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç агентстви» уçă акционерлă обществăн Муркашри магазинĕпе хатĕрлев пунктĕнче паллашнă кăмăллă арçынсемпе утар хапхи патĕнчех тĕл пултăмăр.

Ĕçчен çын алă усса лараймасть. Эпир çитнĕ тĕле Владимир Аркадьевич Мишуркин утарçă та вĕллесем таврашĕнчен тухрĕ. Пĕрле ĕçлекен Петр Михайлович Ефимова хăйĕн чĕлхипе темĕн каларĕ те утарçăсем пирĕнпе калаçма хурал пÿртне кĕчĕç.

Алăк уçсанах кунта тирпейлĕх хуçаланни куç тĕлне пулчĕ. «Апла пулсан ку арçынсем кунта хурт-хăмăр ĕрчетме вăхăтлăх вырăн шыраман», – вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Утарçăсемпе калаçма пуçласан вĕсен пĕрремĕш сăмахĕсенченех манăн шухăш тÿрре тухни палăрчĕ.

– Эпĕ тракторист. Çамрăк çулсенче пыл хурчĕ мĕнне çынсем каланинчен тата çак тăрăшуллă хуртсем хамăра сăхсан çеç пĕлнĕ. Ытти чух вĕсем маншăн пулман. Пĕр 20 çул каялла утă çулнă вăхăтра манăн трактор çăвăр хуртсен (рой) чăмăркки çине пырса тухрĕ. Хамăр ялти (Анат Ирçери) утарçăна Виссарион Егорович Гаврилова çакăн пирки пĕлтертĕм те иксĕмĕр улăха тухса çăвăр хуртсен çăмхине михĕне пуçтарса ман патăма илсе кайрăмăр. Каç енне ялтан пушă вĕлле тупса килсе хуртсене унта ятăм та манăн пурнăç тĕпрен улшăнчĕ – эпĕ утарçă ĕçне кÿлĕнтĕм, – каласа парать иртнине ума кăларса Владимир Аркадьевич куçне юлташĕ çинчен илмесĕр.

Киле вĕлле хурчĕ илсе пынă тракторист çав çулах зоотехник-утарçăсене вĕрентсе квалификацие ÿстерекен Рязаньти института вĕренме кĕрет. Пурнăç ыйтнипе çĕнĕ ĕç çулĕ çине тухас тĕллевпе Володя çулталăк хушши пĕр сиктермесĕр вĕренет.

Çĕнĕ пĕлÿ çĕннинех ыйтать. Хĕлле колхозра трактористра тимленĕ каччă çу кунĕсем çитсен колхоз утарне утарçăна пулăшакан пулса ĕçлеме вырнаçать. Кунпа пĕрлех килте те хуртсем ĕрчетме пуçлать.

Вăхăт иртни сисĕнмест. 7 çул хуçалăх утарĕнче утарçăра ĕçленĕ çамрăк арçыннăн килти хушма хуçалăхĕнче те вĕллесем 30 яхăн пухăнса каяççĕ.

– Çак вăхăтра пурнăç ман ума каллех ыйту кăларса тăратрĕ. Мăшăрăм пĕррехинче пÿрте кĕчĕ те вĕлле хурчĕсене пула пахчана тухса ĕçлеме кансĕррине пĕлтерчĕ, вăрманта пĕр уçланкă тупма сĕнчĕ, – çĕнĕ утар историне пуçласа сăмах хускатрĕ Володя.

Арăмĕн шухăшне çав каçах Володя шкулта пĕрле вĕреннĕ, халĕ тăван колхозра водительте ĕçлекен Петя тусне пĕлтерет: «Мĕн тумалла;»

Вăй питти арçынсем çухалса каймаççĕ. Халиччен вĕлле хуртне палламан Петр Михайлович Ефимов та юлташне йывăрлăхра пулăшас тĕллевпе пĕрле пулма килĕшет. Пĕр каварлă çын пуррипе усă курса çамрăк арçынсем вăрманçăсемпе кайса калаçаççĕ, арендăна çĕр ыйтса илеççĕ.

– Çум кăна ахăратчĕ ку тĕлте. Кĕрсе тухма начарах мартан çак тĕлте хамăра ятăн утар йĕркелеме тĕв турăмăр. Пуçланчĕ вара ĕç. Хамăр ĕçлетпĕр, ачасем пулăшаççĕ, мăшăрсем вăй парса тăраççĕ – çĕн çĕре уйрăлса тухса хамăра валли хуçалăх çавăртăмăр, – каласа парать ырă кăмăлне пытармасăр йăл кулса Петя.

Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Ваттисен çак сăмахне мала кăларса арçынсем таврара çук утар йĕркелесе яраççĕ. Хăйсем аллипе тунă çатан карта паян утара хăйне евĕрлĕ сăн кĕртет, утара çут çанталăкпа çывăхлатать.

Ĕçлесен пурăнма пулать. Çакна Володьăпа Петя утарçăсем хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе параççĕ. Ĕçчен çынна кÿршĕсем çеç мар, çут çанталăкĕ те курать, хисеп тăвать, вĕлле хурчĕсем те вăй çитнĕ чухлĕ пулăшаççĕ. Сатур утарçăсене иртнĕ çулла кăна пыл хурчĕсем пĕр тонна сутмалăх пыл пуçтарса параççĕ.

– Кăçалхи шăрăхра сахалтарах пулать пулсан та, мĕн пурришĕн тавах пыл хурчĕсене. Ĕçчен тусăмăрсене эпир сироппа мар, хăйсем çу каçа хатĕрленĕ пылпах хĕл каçаратпăр. Çемье пуçне вĕллере 25 килограмм пыл хăваратпăр. Унсăр пуçне çуркунне тулли рамкăсем лартма саппас юлать, – терĕ вĕлле хуртĕнчен хăранă Петя паян утар ĕçĕнчи нумай вăрттăнлăха автомашинăри пекех пĕлнине кăтартса.

Володя хăйĕн 3 ачине, Петя 2 ачине ура çине тăратма вĕлле хурчĕсем пулăшнине паян пĕртте пытармаççĕ. Вĕсем паян кашниех пурнăç çулĕ çине тухса пыраççĕ, анчах ашшĕсен ĕçне шута хураççĕ, сивлемеççĕ. Яла таврăнсан яланах вăрманти утарта курма пулать хайхискерсене.

– Мăшăрсене тав тăватпăр. Вĕсем пире ăнланни, май пур таран пулăшса пыни – утар ĕçĕнче пысăк тĕкĕ. Паян эпир кашни пушă вăхăтрах утара васкатпăр. Кунта чун уçăлать. Пĕлетпĕр: вĕлле хурчĕ укçапа пыл парать, сывлăхпа кану çуратать, çемьере килĕшÿ йĕркелет. Çакна шута илсе вĕлле хуртне пысăк тав. Вĕсемпе çывăх тăвансем пек ĕçлекенсене вара пыл спасĕпе пысăк салам, – терĕç хăйсене кулленхи ĕçре ЧР хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç агентствин Муркашри суту-илÿпе хатĕрлев пункчĕн зоотехник-хатĕрлевçи П. Семенова нумай пулăшнине палăртса тата çавăншăн ăна тав туса ĕçрен хăраман утарçăсем.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика