Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пуçарусене малалла çул парасчĕ

11 августа 2010 г.

Тăван яла килсен урамсемпе, çырма-çатрасемпе иртетĕп те хамăр тăван ене хамăрах вараланинчен тĕлĕнетĕп. Çавăнпа та паянхи çырура çивĕч асăрхаттару тунишĕн ертÿçĕсенчен те, вырăнсенчи депутатсенчен те, ял çыннисенчен те маларахах каçару ыйтатăп.

Ĕçĕ вара кашнин куçне куллен тĕл пулакан тасамарлăх пирки. Пирĕн кулленхи пурнăçăмăрта эпир «шурă пушмаксемпе» каяшсем тăрăх утнăнах туйăнать. Çырма-çатрасен те сăнĕ тĕппипех пĕтрĕ. Компьютер ĕмĕрĕнче пурăнакан тата цифрăллă технологисен ĕç-хĕлне алла илекен ачасен шывра ишме вĕренесси пысăк ыйту пулса тăчĕ. Ишме пĕлекенсен те кăçалхи пек шăрăх кунсенче шыва кĕмелли меллĕ юхан шыва е пĕве-кÿлĕне шыраса çăмăл автомашинăна вуншар километр чуптарас пулать. Ку вăл паян. Анчах эпир çамрăк чухнех, пĕр 30-40 çул каялла, ялсем таврашĕнче 5-6-шар пĕве куçа илĕртетчĕ. Вĕсене тасатса тăрассине те ял çыннисемпе ачасем хăйсемех пурнăçласа пыратчĕç. Колхоз техникăпа тивĕçтерни ĕçсене самаях хăвăртлататчĕ. Çак тирпейлĕ вăхăтсене паян аса илмелли тата мăнуксене юмах евĕр каласа памалли кăна юлать.

Пĕве хĕррисене, шыв-шур юхнă вырăнсене «хăюллă» ял çыннисем тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тултарма пуçласан, ăслăраххисем те ĕçченреххисем (вĕсем хур-кăвакал усратчĕç, çырмари шывпа пахчасене шăварассине йĕркелетчĕç) кун пек юраманни пирки каланисем, асăрханма ыйтнисем, шыв тарасси çинчен систернисем паян та асрах. Вĕсем каланă вăхăт çитрĕ. Кăçалхи шăрăх çул пĕвесем ăшăхланса юлчĕç е пачах типрĕç. Çăлсен тĕпĕнче те витрепе ăсмалăх шыв та курăнмасть. Хамăр тирпейсĕрлĕхе пула шыв пирĕнтен «тарчĕ». Шыв та чĕрĕскер-çке, пирĕн хăтланăва вăл та вулать-курать.

Шыв чаксан çырансене тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасатма калаçнă çынсен те вăхăчĕ çитрĕ, анчах вĕсем вырăнтан хускални курăнмасть. Шывран пушаннă пĕвесемпе кÿлĕсем паян ĕмĕрхи тимĕр-тăмăрпа, вуншар çул каяллахи кĕленчесемпе тавралăха «илем» кÿрсе выртаççĕ. Вĕсен çумĕпех эпир куллен ĕçе çÿретпĕр, ырă ĕмĕтсемпе влаçрисем патне каятпăр т. ыт. те.

Вырăнти самоуправлени пирки саккун ĕçлеме пуçлани тата ялти ĕçсемшĕн ял тăрăхĕсем яваплă пулса тăни пушаннă пĕве-кÿлĕсене тасатассипе те ыйтусем тăратать, анчах темшĕн-çке никам та вырăнтан тапранасшăн мар.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял старостисем, ял тăрăхĕсен депутачĕсем! Ăçта сирĕн пуçарулăх; Район хаçатĕнче нумаях пулмасть редакци ĕçченĕ Анатолий Белов пуçарнипе Кашмашра пĕве тасатни пирки çырнине вуларăм. Çак ырă пуçарăва сÿнме парас марччĕ. Кам-ха черетре; Умра суйлавсем пулни ял тăрăхĕсен паян ĕçлекен хăш-пĕр пуçлăхĕсемпе депутачĕсене те вырăнтан хускатмалла пек те... Тирпейлĕхĕ хамăршăнах пулнине шута илсе вырăнсенче ятарлă хушу кăлармалла та çырма-çатраран ăпăр-тапăра пуçтарассине йĕркелемелле. Çакна тăвайратпăр-тăк эпир хамăр çут çанталăкран та ыррине кĕтейретпĕр.

Ял тăрăхĕсене илсен тăван тавралăха илемлетессипе ĕç вырăнтан тапранни Муркаш ял тăрăхĕнче пуçланнине те «Çĕнтерÿ ялавĕнчех» вуласа пĕлтĕм. Н. Никитин тĕрĕс çул çинче. Паянхи шăрăхра пурнăçламан ĕçсем кайран вуншар хут хаклăраха ларĕç.

В. МАСТЕРОВ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика