11 августа 2010 г.
Чуманкасси ял тăрăхĕнче тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвне малти вырăна хума тăрăшаççĕ. Çынсем те çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, тасалăхпа тирпейлĕх хамăршăнах пулнине, ăна пирĕн хамăрăн тумаллине аван ăнланаççĕ.
Карманкасси ялĕ питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Яла çити асфальт çул сарăлса выртать, ял тăршшĕпех пĕвесем, йĕри-тавра йывăçсем кашласа лараççĕ.
Кăçал çанталăк шăрăх та çумăрсăр тăнă май ялти пĕвесем типме пуçларĕç, çăлсенчи шыв та чакрĕ. Пĕвесем йĕри-тавра темĕн чухлĕ ăпăр-тапăр тухса выртрĕ. Ял илемĕ тĕксĕмленчĕ. Пĕве хĕрне кĕпе çума кайма та кăмăл пĕтрĕ. Шывĕ те тасамарланчĕ...
Вырăнта пурăнакансен чунĕсем чăтаймарĕç пулмалла, тавралăха тасатма шутларĕç. Чи малтан Вера Афанасьева хăйĕн 4 ачине ертсе тухрĕ. Кайран вара эпир те пĕрле пуçтарăнтăмăр, каç пуличченех ĕçлерĕмĕр.
Тепĕр кунне кунти тимĕр-тăмăра, вак чулсене тата ытти çÿп-çапа трактор прицепĕ çине тиесе ятăмăр. Вутă-шанкăна пĕр çĕре купа туса хутăмăр. Пирĕн çак ĕç виçĕ куна тăсăлчĕ. Çынсем ĕç пĕтерсен каçалапа пурте урама тирпей-илем кĕртме васкарĕç. Халĕ пирĕн ял пĕвисем тинех çÿп-çапран тасалчĕç. Шыв хĕррине ансан кăмăл çĕкленет.
Пĕвесем хĕрринче халĕ пулă тытса ларма та, шыва кĕме те питĕ аван. Малашне япăхтарас марччĕ хамăрăн тавралăха, упраса хăварасчĕ çак илеме.
Çак ĕçсене хутшăнакансене вара пурне те тав сăмахĕ калас килет. Уйрăмах Н.Е. Федоров нумай тăрăшрĕ. Вăл тăрăшнипех пирĕн ял татах та ытларах хитреленчĕ. Çавăн пекех Ю. Дмитриев, Г.Т. Дмитриева, А. Иванов, Э. Иванова, А. Михайлова, П. Петрова, В. Алексеев, Л. Николаева, Г. Перлов, Р. Перлова, А. Игнатьев, Г. Федорова, З. Петухова, Л. Николаев, Л. Николаева, А. Александров, И. Семенов, Р. Афанасьев, Р. Матвеев, А. Егорова, И. Никитина тăрăшса вăй хучĕç.
Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачисем те, мăнукĕсем те ялти пĕвесене тасатма пулăшрĕç. Вĕсем те аслисенчен тирпейлĕхе вĕренччĕр, ăна ан япăхтарччăр. Тирпейлĕ пулсан хамăра та питĕ аван.
С. ГЕРАСИМОВА.