11 августа 2010 г.
Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче район хаçачĕ Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Мишер ялĕнче тухнă пушарта 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни пирки пĕлтернĕччĕ. Следстви ĕçĕ пынă май вăл вăхăтра пушар сăлтавĕ пирки калама иртерехчĕ. Паян вара следствин малтанхи утăмĕсем пирки те калама пулать.
Районти пушар хуралне утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче 1 сехет те 58 минутра Мишер ялĕнче пушар тухни пирки пĕлтерсен, паллах, никам та ку ĕç хыçĕнче уголовнăй преступлени тăни пирки калама пултарайман. Ун пек шухăш та пулман. Анчах пушара сÿнтерсе пĕтерсен кил-çуртран юлнă кĕлпе пĕрле виçĕ çын вилли тухсан ку пушар тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарма тиврĕ.
Халĕ çакă паллă. 2010 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнчи пĕр сехет тĕлĕнче эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ В. Мишерте пурăнакан Г. килне пырса кĕрет. «Хутшăну» никĕсĕнче В. хăйĕн арăмне Г. çумне хушни тата вĕсем çав каç Г. килĕнче пĕрле çывăрни пулнă. Çавна пĕлсе В. мăшăрне вĕлерес шутпах «хăнана» пынă.
Хăйĕн усал ĕмĕтне пĕтĕм обществăшăн хăрушă мелпе пурнăçа кĕртме В. гражданин Г. пурăнакан пÿрт алăкне нумай хаçат хурса тивертсе ярать. Çав вăхăтра кĕвĕç арçын килте ытти çынсем те пулма пултарасса, хăй шут тытни вĕсемшĕн те хăрушă пуласса пĕлнĕ. Анчах...
Юри тунă усал ĕçре, пушарта, В. гражданин хăйĕн мăшăрăнне С-нне çеç мар, çак ялтах пурăннă З-па И. гражданинсен пурнăçне те вăхăтсăр татнă.
Çак преступление тунă тесе шутланакан В-на Раççей Федерацийĕн Уголовлă-процессуаллă Кодексĕн 91-92 статйисемпе килĕшÿллĕн утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче 20 сехет те 30 минутра тытса чартăмăр.
2010 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче В. гражданина пĕтĕм обществăшăн хăрушă мелпе виçĕ çынна вĕлернĕшĕн Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 105 статйин 2-мĕш пайĕн «а» тата «е» пункчĕсенче пăхнă преступление тунă тесе айăплав тăратрăмăр.
Айăпланакан 42 çулхи В. гражданин унччен те судпа айăпланнă пулнă, ниçта та ĕçлемен. Ăна следстви пынă вăхăта саккунпа килĕшÿллĕн ирĕкрен хăтартăмăр.
Л. ДАВЛЕТШИН, следстви комитечĕн следователĕ.