11 августа 2010 г.
Типĕ те шăрăх çанталăка пăхмасăрах районти ял хуçалăх предприятийĕсем вырмана кĕске вăхăтра тата çухатусемсĕр ирттерессишĕн вăй хучĕç. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вырман пĕтĕмĕшле калăпăшĕн (6737 гектар) 94,1 процентне вĕçленĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç бункер виçипе хальлĕхе 9 центнер.
Вырмана ăнăçлă ирттернĕ хуçалăхсем хушшинче «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕ те. Хуçалăх пĕтĕм вăй-халпа уй-хирте тимлерĕ. Эпĕ хуçалăх хирĕсене çитнĕ кун тĕлне Орининсем юлашки гектарсене выратчĕç.
– Тырă сахал тухать тесе алă усмарăмăр. Мĕн туса илнĕ – йăлтах хамăрăн. Çакна кашниех ăнланса ĕçлерĕмĕр, – терĕ бункертан пушатнă тырăна черетлĕ рейспа йĕтем çине турттарса кайма хатĕрленнĕ май Мефодий Михайлович Колбасов водитель.
Çĕр ĕçченĕ автомашина рулĕ умне ларнăранпа чĕрĕк ĕмĕр хыçа юлнă та ĕнтĕ. Çак хушăра пуян опыт пухнăскер паян çамрăксемшĕн кашни ĕçрех тĕслĕх вырăнне.
Пĕр автомашина тапраннă май хире тепри çитрĕ. Унпа пĕрлех ĕçлекен «хир карапĕсем» те чарăнчĕç. Кăнтăр апачĕ пулчĕ ку.
– Пирĕн Тамара ку. Кăнтăр апачĕпе яланах вăхăтра çитет. Ĕçлекен çыншăн апатран пахи çук, – терĕ Тамара Геннадьевна Михайлова аллинчен апат чашăкĕ илнĕ май Анатолий Кузнецов комбайнер.
Вунă çул хуçалăх столовăйĕнче вăй хуракан Т. Михайлова повар хуçалăх ĕçченĕсем хушшинче ырă ята ĕçпе тивĕçнĕ. «Вырма пĕрле пулма ыйтать. Кашни хăй вырăнĕнче пулсан йывăрлăхсем те парăнаççĕ», – терĕ апатланакан механизаторсем çине пăхса повар.
А. БЕЛОВ.