Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районăмăр тĕпрен çĕнелсе пырать

07 августа 2010 г.

Ыран строительсем хăйсен професси кунне паллă тăваççĕ. Çак пархатарлă мирлĕ ĕç çыннисем тăрăшнипе ĕнтĕ пирĕн районăмăр та кунран кун пуянлансах, хитреленсех пырать. Мĕнлерех çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ вĕсем çак уява; Тата еплерех ĕмĕтсемпе пурăнаççĕ строительсем; Çак ыйтусем тавра йĕркеленĕ калаçăва эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçине В.Г. НИКИТИНА чĕнтĕм.

– Владимир Германович, строитель тесенех куç умне çĕнĕ çуртсем тухса тăраççĕ. Çурт-йĕр ыйтăвĕ хăй те вăл çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе районта юлашки çулсенче нумай ĕç туса ирттерни куç умĕнчех. Çакăнтан пуçлар-ха калаçăва.

– Чăннипех те ялсене çĕнетсе аталантарас ĕç – район администрацийĕ умĕнче тăракан тĕп задачăсенчен пĕри. Кăçал та ялсенчи обществăлла инфраструктурăна аталантарас, вĕсен архитектура тĕлĕшĕнчи сăн-сăпатне лайăхлатас, территорине тирпей-илем кĕртес, симĕслетес енĕпе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Ялсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ.

Уйрăм çынсен çурчĕсем те нумай хута каяççĕ. Ку енĕпе вĕсене районта пурнăçланакан тĕрлĕ федераллă тĕллевлĕ программăпа социаллă тÿлев парса пулăшатпăр. Ялта пурăнакансем, ялти çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем «Ялсене 2012 çулччен социаллă аталантарасси» программăпа тивĕçеççĕ çак çăмăллăхсене. Паянхи куна ялта пурăнакан 7 гражданпа 9 çамрăк çемье, çамрăк специалист çак çăмăллăха илме май паракан свидетельствăсене илнĕ. Çапла вара 2003-2010 çулсенче пурĕ асăннă программăпа килĕшÿллĕн 186 свидетельство панă.

Хальхи вăхăтра Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе вĕсен çемье членĕсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ĕç те малалла пырать. Пурĕ ку черете 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн 130 çынна илнĕ. Вĕсенчен 45 ветеранпа тăлăх арăм çурт-йĕрлĕ пулма май паракан свидетельствăсене алла илчĕ ĕнтĕ. Укçине те куçарса панă. Ытти çемьесем патне свидетельствăсем август-сентябрь уйăхĕсенче çитĕç.

Социаллă çурт-йĕр тăвасси те малалла пырать. Муркашри Парковая урамра юлашки çулсенче пĕрин хыççăн тепри нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленсе ларчĕç. Ку енĕпе уйрăмах «Хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи тăрăшса ĕçлет. Кĕçех 40 хваттерлĕ çурта туса пĕтереççĕ вĕсем. Çак урамрах нумай хваттерлĕ тепĕр çĕнĕ çуртăн никĕсне хываççĕ.

– Юлашки икĕ çулта ял тăрăхĕсене комплекслă компактлă майпа тăвас, илем кĕртес ĕç те питĕ пысăк утăмсемпе пурнăçланать республикăра. Ку енĕпе районти мĕнле объектсем çĕнелсе сăн-сăпатне улăштарĕç;

– Чăваш Республикин Президенчĕн 2009 çулхи январĕн 19-мĕшĕнчи 1-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсене комплекслă компактлă майпа тумалли, илем кĕртмелли пилотлă проекта пурнăçа кĕртесси çинчен» Указĕ вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн тата культура объекчĕсене тĕплĕ юсама, çавăн пекех ялсенчи çулсене реконструкцилеме майсем кăларса тăратрĕ. Ку енĕпе пилотлă проекта пирĕн районти Оринин, Йÿçкасси, Çатракасси, Москакасси, Чуманкасси ял тăрăхĕсем хутшăнчĕç. Иртнĕ çул Орининсем çĕнтерчĕç ку конкурсра. Кăçал вара Йÿçкассипе Çатракасси ял тăрăхĕсен проекчĕсене суйласа илчĕç. Асăннă конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе уйăрса панă укçа-тенкĕне çак тĕллевпе усă курма шутларăмăр. Йÿçкасси ял тăрăхĕпе илсен, Йÿçкассинчи тата Матьăкри Культура çурчĕсене, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне, Панклири, Вăрманкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсене тĕплĕ юсамалла.

Çатракасси ял тăрăхĕпе вара Çатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, Ятманти, Очăкассипе Çатракассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсем тĕпренех çĕнелсе улшăнĕç.

– 2008-2011 çулсенче граждансене кивĕ тата авариллĕ çуртсенчен куçармалли программа пирĕн районти миçе çемьене ырă хыпар илсе килмелле;

– Асăннă программăпа килĕшÿллĕн пирĕн района 42945616 тенкĕ уйăрнă. Çав суммăпа кăçал Муркашри, Мăн Сĕнтĕрти тата Москакассинчи 49 çемьене авариллĕ çуртран кăларса çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă.

– Çулсем тăвасси, юсасси, тытса тăрасси те строительсем çинчех. Кăçал ку енĕпе ĕçсем мĕнле пыраççĕ;

– Хальхи вăхăтра пĕрер километр тăршшĕ «Волга» – Кăпас», «Волга» – Вăрăмой» автоçулсене юсас ĕç малалла пырать. Çак ĕçсене туса иртерме 10736073 тенкĕ уйăрнă.

Ялсене комплекслă компактлă майпа тумалли тата илем кĕртмелли программăпа килĕшÿллĕн «Автанкасси-Муркаш-Козьмодемьянск-Патаккасси» çула çĕнĕрен тăватпăр. 1,382 км тăршшĕ çак çула çĕнĕрен тума пурĕ 15534134 тенкĕ уйăрнă. Кунти ĕçсене «Аликовская» МСО чикĕллĕ яваплăхлă общество тата ДЭП-146 акционерсен уçă обществи пурнăçлать.

Çула тытса тăрассине те кун йĕркинчен кăлармастпăр. Район балансĕ çинче тăракан 201,329 километр тăршшĕ çула тытса тăма 9834340 тенкĕ уйăрнă. Ку тĕлĕшпе ПГС-1 чикĕллĕ яваплăхлă общество, «Водстрой» ПМК тата ДЭП-146 акционерсен уçă обществисем тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕсене вара 360,525 километр тăршшĕ çула тытса тăма 2837727 тенкĕ уйăрнă.

Çавăн пекех ялсем хушшинчи çулсене тума 715000 тенкĕлĕх проект туса хатĕрлемелле.

– Çĕнĕ урамсене электрификацилемелли республикăри тĕллевлĕ программа пирĕн районта епле пурнăçланса пырать;

– Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ялсенче чылай çĕнĕ урам хутшăнчĕ. Вĕсене вăхăтлăх линипе çеç электричество парса тăнă. Хăш-пĕр урамсенче пачах çутă пулман. Иртнĕ çул вĕçĕнче йышăннă Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕ вара çĕнĕ урамсене электричество парса тăрассине хăрушсăрлатать, çынсен социаллă пурнăçĕпе йăла условийĕсене палăрмаллах лайăхлатать. Унпа килĕшÿллĕн районта пурĕ 52 урама электричество кĕртмелле.

Паянхи куна ку тĕллевпе пурĕ 21257 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ку вăл 20 урама электрификацилеме çитет. Тепĕр 32 урамĕн проектпа смета докуменчĕсем хатĕр. Вĕсене Минпромэнергона çитернĕ. Çав урамсене те кăçал электричество кĕрессе шанас килет.

– Чăннипех те кил хуçи мĕнленрех çын пулнине хапха умне çитсенех пĕлме пулать теççĕ. Района пĕрремĕш хут килсе куракансем те чи малтан урамра тÿрех куç умне тухса тăракан ÿкерчĕкрен хаклама пултараççĕ района. Тавралăха тирпей-илем кĕртес, обществăлла инфраструктурăна аталантарас енĕпе тата мĕн тума палăртнă районта;

– Ку таранччен мĕн пурнăçлани район администрацийĕ ку енĕпе пĕтĕм ĕçе эффективлă тата тĕллевлĕ туса пынине çирĕплетет. Анчах та пирĕн мĕн тунипе лăпланмалла мар. Кăçал пур шайри укçа-тенкĕне шутласан районĕпе пурĕ 26,33 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Çав шутран Муркашри Парковая урамри 4 хутлă 40 хваттерлĕ çурта та. Нумай хваттерлĕ çуртсен проекчĕсене хатĕрленĕ чух ачасене валли вылямалли, çынсене канмалли, спорт вăййисем ирттермелли вырăнсене те пăхса хăваратпăр. Пурăнмалли çуртсен 80 проценчĕн çак вырăнсем пур. Вĕсен умĕнче çÿп-çап тăкмалли урнăсем, атă-пушмак çумалли валашкасем вырнаçтанă. Пур çурт умĕнче тенĕ пекех чечек лартмалли палисадниксем пур.

Район центрĕнче çеç мар, ял тăрăхĕсенче те тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçсене ирттерсех тăраççĕ. Çулсеренех ялсене тирпей-илем кĕртес, симĕслентерес тĕллевпе районта смотр-конкурс ирттеретпĕр.

Район центрĕнчи Çĕнтерÿ паркĕ те юлашки çулсенче тĕпренех улшăнчĕ. Кунта кану вырăнĕсем те çителĕклĕ. Ятарласа «Ачасен хули» те пур.

Муркашри предприятисем, организацисемпе учрежденисем те юлашки çулсенче вĕсен умĕсене архитектура требованийĕсемпе килĕшÿллĕн çĕнетсе илем кĕртрĕç. Юлашки 5 çул хушшинче ку енĕпе нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Малалла та район администрацийĕ çĕнĕ объектсем тăвассине мала хунипе пĕрлех пуррисене те çĕнетсе пырассине куç умĕнчех тытĕ.

– Калаçу вĕçленсе пынă май професси уявĕ умĕн хăш строительство организацийĕсене ырăпа асăннă пулăттăр;

– Чи малтанах ман строительсене тав сăмахĕ калас килет. Уйрăмах хамăр районти «Хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин коллективне. Кăçал вăл кăтартăва иртнĕ çулхинчен палăрмаллах пысăклатрĕ. Çавăн пекех ДЭП-146 акционерсен обществи федераллă, республика, район, ял тăрăхĕсенчи çулсене тытса тăрассипе ăнăçлă ĕçлесе пырать.

Кăçал тата «Чувашавтодор» предприяти тăрăшнипе паянхи кун требованийĕсене тивĕçтерекен çÿп-çап тăкмалли полигонăн пĕрремĕш черетне туса пĕтерсе хута ятăмăр. Вĕсене тав çакăншăн. Кунти ĕçсене Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ йĕркелесе тăрать. Çакна валли вĕсен транспорт хатĕрĕсем те, специалистсем те çитеççĕ. Вĕсем ял тăрăхĕсемпе килĕшÿсем тăваççĕ çÿп-çап турттарас ыйтупа. Ятарлă графикпа килĕшÿллĕн ялсенчен çÿп-çап турттарма пуçлатпăр. Ку енĕпе Москакасси ял тăрăхĕ ĕçе ăнăçлă туса пырать ĕнтĕ. Кашни юн кун тăватă хутчен кунти ялсенчен турттарса тухнă çÿп-çапа. Халăх питĕ кăмăллă. Çитес вăхăтрах ытти ял тăрăхĕсенчи çырмасене, пахча хыçĕсене кăларса тăкнă тĕрлĕ ăпăр-тапăр полигона килсе выртĕ. Хамăр тăрăха пуçтарса тирпейлесен, çÿп-çапа вăхăтра пуçтарса тăрсан районăмăр татах та хитререх те илĕртÿллĕрех пулĕ. Йăлтах хамăртан килет.

– Тавах, Владимир Германович, калаçушăн.

Л. ПАВЛОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика