07 августа 2010 г.
Августран тытăнса ĕçлекен пенсионерсен ĕç пенсийĕсене çĕнĕрен шутласа панă. Ĕçлекен пенсионерсен ĕç пенсийĕсен страхланă пайĕсене çĕнĕрен шутласа парассине автоматлă майпа – заявлени çырмасăрах туса ирттернĕ.
Пенси виçине çĕнĕрен шутласа парасси ватлăха, инвалида тухнине, çемьере тăрантаракана çухатнине пула ĕç пенсийĕ илсе тăракансене пырса тивет.
Ватлăха тата инвалида тухнине пула паракан ĕç пенсийĕсене кашни çулах августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕнĕрен шутласа параççĕ. Ун чухне малтанхи çул е пенси шутласа панă е çĕнĕрен шутласа панă чухнехи унччен шута илмен тапхăрта Пенси фончĕ çине куçнă страховани взносĕсене шута илеççĕ. Çемьере тăрантаракана çухатнине пула паракан ĕç пенсийĕн виçине пенси шутласа панă хыççăнхи çултан тытăнса кашни çулах августăн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен палăртаççĕ. Çавăн пекех гражданинăн ирĕкĕпе ватлăха е инвалида тухнине пула паракан ĕç пенсийĕн страхланă пайне урăх кунран тытăнса та çĕнĕрен шутласа палăртма пултараççĕ.
Пенси фондне унчченхи çулсенчи пек ĕç пенсийĕсене августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса индексацилесси пирки ыйтусем килеççĕ. РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева ăнлантарса панă тăрăх законодательствăпа килĕшÿллĕн хаксем çур çул хушшинче 6 процент чухлĕ ÿснĕ пулсан кăна августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса пенсисене индексацилеççĕ. Патшалăх статистикин федераллă службин даннăйĕсем тăрăх вара çулталăк пуçланнăранпа хаксем 4,7 процент кăна ÿснĕ. Çавна май августран тытăнса индексаци пулмасть.
Аса илтеретпĕр: 2010 çул пуçланнăранпа пенсисене икĕ хут ÿстернĕ. Пĕрремĕшĕ – январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2002 çулчченхи стажа тата ĕç укçи виçине кура ĕç пенсийĕсен валоризацине ирттернĕ, иккĕмĕшĕ – апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕç пенсийĕсене 6,3 процент индексациленĕ.
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн даннăйĕсем тăрăх районĕпе ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕсен вăтам виçи çулталăк пуçланнăранпа 402 тенкĕ те 39 пус чухлĕ ÿснĕ е 6,1 процент. Социаллă пенсисен ÿсĕм шайĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 8,8 процентпа, июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 3,4 процентпа танлашнă. Çĕнĕрен шутласа панă май социаллă пенсисен вăтам виçи районĕпе 4287 тенкĕ те 78 пус таран ÿснĕ.
Малтан палăртнă тăрăх 2011 çулта Раççейре пенсисен виçи 9 процент ÿсмелле. Ытларах ÿсĕм вара февраль уйăхĕнчех пулĕ. Кун пирки Раççей премьер-министрĕ Владимир Путин бюджет проекчĕсене хатĕрлес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пĕлтерчĕ.
Н. СЕМЕНОВА,
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ.