07 августа 2010 г.
Умра – строительсен професси уявĕ. Строительство мирлĕ ĕç пулнăран уяв умĕн ĕç пурнăçне çурт-йĕр тата çулсем тăвассипе çыхăнтарнă маттур ĕçченсемпе тĕл пулма шутларăм. Пур вĕсем пирĕн хушăмăрта, пур. Вĕсен ырă ятне нумай чухне ансăр ушкăнра çеç пĕлеççĕ, анчах çав маттурсен тăрăшуллă ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе пиншер, вуншар пин е ытларах та çын ыр курса савăнса пурăнать: çурчĕ хăтлă, ăшшине лайăх тытать, шывĕ çителĕклĕ пырса тăрать, çулĕ тикĕс те тирпейлĕ...
Район хаçатĕнче 20 çул ытла ĕçленĕрен хамăр енри çулсене тăвас ĕçре пайтах вăй хунă Григорий Дмитриевич Лавренко пирки ыррине кăна калас килет. Унăн тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлĕ паян та куç умĕнче. Мирлĕ ĕç çыннисен уявĕ умĕн эпĕ çул-йĕр строительствин çак аксакалĕ патне çитсе курас шут тытрăм.
Çăмăл автомашина çул пăрăнчĕкĕнчен çаврăнса «Заря» коллективлă садалла пăрăнчĕ. Вунă метр, çĕр, икçĕр... Сасă пама калаçса татăлнă пек машина кăшкăртрĕ кăна, пирĕн ума васкамасăр, хуçалла утса пирĕн юлташăмăр тухса тăчĕ. Григорий Дмитриевичăн дачине çитрĕмĕр. Машинăран тухсассăнах çывăхра çум курăк кашласа ÿсни, тĕрлĕ ăпăр-тапăр йăваланса выртни куç умне пулмарĕ. Йĕркеллĕ хуçан хула урамĕнче те, ял тăкăрлăкĕнче те, выльăх витинче те, дача таврашĕнче те тирпейлĕх малти вырăнта пулнине эпир яланах куратпăр пулсан, пирĕн паянхи тĕл пулура та вăл малти вырăнта пулчĕ.
3,4 сотка йышăнакан дача участокĕ. Пĕчĕк утма çулсăр пуçне пушă выртакан пĕр лаптăк та çук пуян пахчара. «Мĕнре-ха пуянлăх;» – ыйтĕ вулакан. Хуравĕ малалли калаçура.
Григорий – инçетри Украинăра Чернигов облаçĕнче çуралса ÿснĕ арçын. Ял ачи çулсем экономикăшăн пĕлтерĕшлине пĕчĕккĕллех ăнланнă. Çавăнпа та ĕç пурнăçĕн тĕп пайне те Григорий Дмитриевич çулсем тăвас ĕçе халалланă. Çĕр-шыв ăçта хушать – çавăнта Украина каччи çулсем тума пуçлать. 40 çул ытла хушăра пурнăç артерийĕсене çĕнетсе-çирĕплетсе тăрас тĕллевпе вăй хунă Григорий рядовой ĕçченрен участок пуçлăхĕ таран ÿссе çитет.
1940 çулхи кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă Григорий çемьере кĕтнĕ ача пулнă. Утма пуçланă-пуçламан вăрçă тути-масине туйма тивнĕ шăпăрлан нумай йывăрлăха аслисемпе тан тÿснĕ. Çулсем иртнĕ май шкулта вĕреннĕ, ятарлă пĕлÿ илнĕ, Совет Çарĕнче службăра пулнă хыççăн ĕмĕтне пурнăçлама çул тăвакан строительство организацине вырнаçса ĕçе кÿлĕннĕ.
– Мускав – Киев çул маншăн пĕрремĕш объект пулчĕ. Унта эпĕ çартан таврăннă хыççăн 1964 çул пуçламăшĕнче вăй хума пуçларăм. Тытăнтăм та тивĕçлĕ канăва тухичченех çул-йĕр тăвас ĕçре тăрăшрăм. Иртнĕ çулсемшĕн паян пĕртте ÿпкелешместĕп. Паян хамăр тунă çулсемпе иртетĕп те çынсем çăмăл автомашинăсемпе ыткăнса кăна çÿренине курса савăнатăп. Çакă мар-и-ха вăл телей; – ыйтуллăн тинкерчĕ садпа иртнĕ май манăн пĕлĕшĕм.
Улма-çырла йывăççисем айĕнче ларакан дача çурчĕ патнелле иртнĕ май 8 сорт сыпнă пан улми йывăççи айĕпе иртрĕмĕр.
– Çамрăк улмуççи тетĕп эпĕ ăна. Кăçал вăл сыпнă пур сортлă улмана та парнелерĕ. Улма спасĕ çитсен çисе пăхăпăр, – йăл кулса калаçать пахчаçă-строитель çынран çÿллĕ ÿссе кайнă Америка салачĕсем патĕнчен иртнĕ май.
– Эсир – строитель. Ăçтан-ха сирĕн пахчапа ĕçлеме вăхăчĕ; – ыйтатăп калаçăва малалла тăсса.
– Эпĕ колхозра ÿснĕ ял ачи-çке. Ялта вара пахчасăр та, выльăх-чĕрлĕхсĕр те майĕ çук. Эпĕ Чăваш Республикине 1972 çулта килтĕм. Пĕрремĕш çул Ишек – Элĕк пулчĕ. Хамăн ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне вара Муркаш районĕнче ирттертĕм. Кунти нумай çул çинче эпĕ пиншер çухрăм утнă ĕнтĕ. Кашни кукăр асра. Муркашра эпĕ 1976 çултанпа: ун чух Рыккакасси – Ярапайкасси автоçула тума пуçларăмăр. Хыççăн пирĕн «Дорспецстрой» Юнкăра, Отарккăпа Уйкас Янасалти, Йÿçкассинчи çулсене тăвассипе ĕçлерĕ. Нумай вăй хума тиврĕ Мăн Сĕнтĕр – Хураçка автоçула тума. Районăн кашни кĕтесĕнчех эпир тунă çулсем ял çыннисен пурнăçне çĕнĕ сăн кĕртрĕç.
– Инçетрен килнĕ строителĕн пахчапа ĕçлеме вăхăчĕ ăçтан тупăннă-ха; – тĕпчетĕп малалла.
– Ял ачи урăхла пултараймасть. Чăваш Ене килсенех май килнипе дача валли çĕр лаптăкĕ туянтăм. Пушă вăхăтра унтан тухмасăр ĕçлесе паянхи сада çĕклерĕм. Паян манăн кунта улмуççисем те, пахча çимĕç те, çĕр улми те пур. Пахча çимĕçпе ăнăçлă ĕçлеме эпĕ пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ икĕ парник тытатăп. Кусемпе пĕрлех манăн дача лаптăкĕнче «Великан» ăратлă кроликсем, чăх-чĕп, вĕлле хурчĕсем пур, – хуравларĕ Григорий Дмитриевич дача хĕррипе парниксем хыçĕнче вырнаçнă 7-8 вĕлле еннелле аллипе кăтартса.
– Пĕрремĕш вĕллесенчен пыл юхтартăм ĕнтĕ. Пыл хурчĕсем манăн строитель пурнăçĕнче 1980 çултанпа.
– Эсир – çул-йĕр тăвакан. Çав вăхăтрах пуян опытлă пахчаçă та. «Асфальт çинчи пахча», - тесе хаклас килет манăн сирĕн пурнăçăра паянхи кун шайĕнчен пăхсан.
– Темĕнле калатăр ĕнтĕ, анчах эпĕ хамăн пурнăçăмра çынсен ыйтăвĕсене туллин татса парассипе тăрăшнă хушăрах хамăн чун çимĕçĕ пирки те самантлăха манман. Дачăри килти хушма хуçалăх – манăн чун канлĕхĕ. Кроликсем валли пĕр михĕ курăк çумласа килетĕп те вĕсене апатлантарса ĕçри йывăрлăхсенчен сирĕлетĕп. Пыл хурчĕсемпе «калаçатăп» та хама валли çĕнĕлĕхсемпе малашлăх ĕмĕтсем тупатăп. Дачăпа юнашар хам вăйпа тунă çăлтан шыв илетĕп те чунăм канлĕхне туятăп. Çакă мар-и-ха вăл пурнăçри телей; – каллех ыйтуллăн тинкерчĕ ман куçран Григорий Дмитриевич.
...Телей. Ăслă çынсем каларăшĕнче телее çын ĕçе юратса кайни тата киле кăмăлпа таврăнни тесе хаклаççĕ. Манăн юлташăмăн Григорий Дмитриевич Лавренкон вĕсем пур. Кун çумне юратнă мăшăрĕ ĕçре те, дачăри ĕç-хĕлте те пулăшнине, ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕ-амăшĕн ятне яманнине, вĕсем 3 мăнук парнеленине хушсан урăх мĕн кирлĕ тулли пурнăçпа пурăнас текене;
Анатолий БЕЛОВ.