31 июля 2010 г.
Районти пушар хуралĕ йывăр вăхăтра пирĕншĕн çăлăнăç вырăннех. Анчах тепĕр чух «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме çитсен пушар машинин нумай ĕçлемесĕрех шыв пĕтнине асăрхама пулать. Кĕтекеншĕн вăхăт хуллен иртет тенĕ пек-ши, анчах тепĕр чух пушар машини вырăна хăвăрт çитеймен пек туйăнать. Çак ыйтусем çине пушар хуралĕ мĕнле ответ парать-ши; Кăçалхи шăрăх çанталăкра ку пушшех те вырăнлă ыйту.
Редакцие шăнкăравланинчен.
Вулакансен ыйтăвĕпе эпир Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн профилактика инструкторне Оксана Васильевна Александровăна паллаштартăмăр. Хурав нумай кĕттермерĕ.
«Вăрттăнлăх мар, вăрăма тăсăлнă шăрăх çу кунĕсем пушар тухаслăха самай ÿстерчĕç. Паян çакна куллен асра тытакансем тата лару-тăрăва шута илсе пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнакансем вут-кăвар ирĕке кайнинчен «хÿтĕленме пултараççĕ». Утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне районта 26 пушар пулчĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра асăннă инкексен калăпăшĕ 23 тĕслĕхпе танлашнăччĕ.
Пушар сÿнтерес практикăра тĕп вырăнта çулăм ярса илнĕ вырăна çирĕплетнĕ температурăна çити сивĕтесси пулса тăрать. Анчах нихăçан пулман шăрăх çанталăк çак ĕçре ура хурать. Пушар сÿнтерекенсем каланинчен те кăçалхи пушарсене сÿнтерме чылай йывăртараххи курăнать. Апла пулсан вăл е ку сăлтава пула ирĕке кайнă вут-çулăмпа кĕрешесси – пĕрлехи ĕç. Анчах...
Пушар тухнă вырăнсене çитсен те нумай чух çакнашкал ыйтусене илтме пулать: «Мĕншĕн час килмерĕр; Мĕншĕн шывĕ сахал;» Яланах пушар хуралĕнче тăракансем айăплă пек пулса тухать. Кунта манăн çакăн пек ăнлантару ĕçĕ туса ирттерес килет.
Инкек тÿсекенсене пулăшма васкакан пушар машинин нормативлă документсемпе килĕшÿллĕн сехетре 40 километр хăвăртлăхпа каймалла. Анчах пирĕн водительсем хăйсем çине ответлăха илсе час-часах хăвăртлăха ÿстереççĕ. Шутласа пăхăр-ха, 18 тонна йывăрăш КамАЗ 6 тонна шыв илсе пырать. Пĕтĕмĕшле 24 тонна таякан автомашина вара ялти çулсем çинче мĕнлерех хăвăртлăхпа кайма пултартăр-ха;
Яланах шывпа тулли çÿрекен автомашина пушара çитсен анлă сарăлнă вут-кăвара сÿнтерме 6 тоннăна 10 минутран та маларах кăларса ярать. Анчах час-часах шывĕ çав-çавах çитмест. Çывăхра шыв илмелли вырăн çукран пушар машинин шыв шырама пуçлама тивет... Кунта ялсенче пĕвесем çукки, пуррисем патне те пыма çул пулманни пĕтĕмĕшле хăрушлăха ÿстерет кăна. Çакна ял çыннисем те, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те ăнланасса шанас килет. Кун пирки нумай калаçатпăр, анчах лавĕ çав-çавах вырăнтан хускалмасть. Кунта пушар хуралĕн ĕçченĕсен айăпне куратăр-и;..
Муркашри пушар машинин районăн вăл е ку вĕçне çитме вăхăчĕ те самай иртет. Вырăнсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсем хупăнни пĕтĕмĕшле хăрушлăха темиçе хут ÿстерет. Муркашсене вырăна çитме вара 20-30 минут таранах кирлĕ. Кунта пушар пирки хăвăртрах пĕлтерни те пĕлтерĕшлĕ.
131-мĕш номерлĕ «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти самоуправлени ĕçне йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем» Федераллă саккунпа муниципаллă пушар машинисене тытса тăрассине те ял тăрăхĕсем çине хунă. Анчах паянхи куна хускатнă ыйтупа пăр тапранниех курăнмасть».
А. БЕЛОВ çырса илнĕ.