31 июля 2010 г.
Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕ Муркаш енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра ĕçлесе тăван тăрăх экономикине тĕреклетессипе вăй хуракансен кунне ирттернĕччĕ. Савăнăçлă ларăва палăртнă вăхăтра Мăн Сĕнтĕр райповĕн Москакассинчи «Илем» кафен пĕчĕк залĕнче районти предпринимательсен пысăк йышĕ пухăнни тата канашлу ирттерме çак кафене суйласа илни ăнсăртран пулмарĕ...
Тĕнчери финанспа экономика кризисне пăхмасăрах пирĕн районта потребительсен рынокĕ малалла аталанать. Юлашки вăхăтра çеç суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсем 9 уçăлчĕç. Вĕсем 21 хушма ĕç вырăнĕ туса пани – пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр.
Пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăш районĕпе пĕлтĕр 15 процент (285 миллион тенкĕлĕх) пысăкланнă пулсан, унта пĕчĕк бизнесăн тÿпи 17,2 процент.
– Муркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулса тăнă. Çакă пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕнче те аван курăнать. Район администрацийĕн йышăнăвĕсене предпринимательсем айккинче хăварманни те сирĕн пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна сумлăрах аталантарма çул уçă пулнине çирĕплетет, – терĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунне хутшăнса Чăваш Республикин Экономикăпа суту-илÿ министерствин предпринимательствăпа ал ĕç аталану пайĕн пуçлăхĕ С. Ефимова.
Бизнес ăнăçăвĕ коллектив аллинче пулни Мăн Сĕнтĕр райповĕн Москакассинчи «Илем» кафе ĕçĕ-хĕлĕнчен те, кунта вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçнинчен те аван курăнать. Буфетра вăй хуракансемпе пĕрле кунта 25 çын ĕçлет. Вĕсенчен кашниех хăй ĕçĕнче пуян опытлă специалист, çавăнпа та ку каферен кăмăлсăр тухакансем çук. Кафе райпори обществăлла апатлану предприятийĕсен пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕн 70 процентне хăй пурнăçланинчен те тĕлĕнмелли çук. Çакна кафе заведующийĕ Лидия Федоровна Гаврилова пĕр хумханмасăр каласа пани ĕç коллективĕнче шанчăкпа туслăх хуçаланнине систерет.
– Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 38 çул пулсан, Мăн Сĕнтĕр райповĕнчи стаж манăн 25 çул. Вăл шутран 10 çул «Илем» кафере ĕçлетĕп. Кунти туслă коллективпа уйăхне 2300 пин тенкĕ тавар çаврăнăш туни савăнтарать кăна, – терĕ кĕске калаçура Л. Гаврилова.
Ĕç коллективĕнче тивĕçлĕ канăва тухнă аслă юлташĕсене те манăçа хăвармаççĕ. Акă чĕрĕк ĕмĕр ытла кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Раиса Аркадьевна Барминовăна ĕнерхи ĕçтешсем çуллахи отпусксене кайнă вăхăтра пулăшма ĕçе чĕнсе кăларнă. Унпа пĕрле ĕçлекен Любовь Ивановна Христофоровапа Раиса Алексеевна Кузьмина та пуян опытлă поварсем.
Коллективра çамрăксем те аслисенчен юлмаççĕ. Акă Марина Александровна Кудряшова технологпа Анастасия Гаврилова кассир – аслисен ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илекен специалистсем. Марина кооператив техникумĕнчен 2000 çулта вĕренсе тухсан та пĕлÿ çулне хупман. Куçăмсăр майпа çамрăк Мускаври апат-çимĕç академине пĕтерет. 10 çул ĕнтĕ унăн кунти ĕç стажĕ.
– Аслисем шанаççĕ те ĕçлетпĕр. Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртсе блюдăсен ассортиментне анлăлататпăр. Кĕрсе курăр! Тутанăр та хак парăр! – терĕ технолог поварсем чĕннĕ çĕрелле пăрăннă май.
... Каферен тухатăп. Мана хирĕç çынсем пĕрин хыççăн тепри кĕреççĕ.
Анатолий БЕЛОВ.