Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăх çанталăк улшăнусем кĕртет

04 августа 2010 г.

Атăл тăрăхĕнчи тата Раççейри чылай регионсенчи пекех, Чăваш Енре те типĕ те шăрăх çанталăк тăнă май, пушар тухас хăрушлăх пысăк. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, çитес кунсенче те çакăн пек çанталăках пулмалла.

Темиçе кун ĕнтĕ пирĕн районта çунăк шăршă, тĕтĕм сарăлчĕ. Унччен ку вăл çил Чулхула енчен пулнипе çыхăннăччĕ. Халĕ çил урăх енчен – Çурçĕртен вĕрет. Тĕтĕм Чăваш Енпе Çармăс Республикин чиккинче çунакан вăрман тăрăхĕсенчен килет.

Çынсене тăрук хăраса ÿкме сĕнместпĕр: тĕтĕм наркăмăшлă мар. Çапах та уйрăмах çие юлнă хĕрарăмсен, ачасен тата япăхрах сывлăхлă çынсен май пур таран килте юлсан лайăхрах, урама сахалрах тухас пулать, чÿречесемпе форточкăсене хупă тытмалла. Пурăнмалли çуртсемпе ĕç пÿлĕмĕсенче сывлăша нÿретмелли устройствăсем пулни ытлашши мар. Граждансене шалпар çипуç тăхăнма, сахалрах ĕçлеме, спорт занятийĕсен тăтăшлăхне тата вĕсен вăрăмăшне чакарма, шыв ытларах ĕçме сĕнетпĕр. Кунпа пĕрлех организма тĕтĕмпе кĕрешессипе антиоксидантсем пур продуктсем – симĕс пахча çимĕç, ешĕл çимĕç, хурлăхан, тинĕс пулли тата олива çăвĕ çини пулăшу парĕ. Лăпланма тата стрессене чакарма специалистсем валериана тата пустырник настойĕ, кунпа пĕрлех вĕлтĕрен, анчăк курăкĕ, хăмла вĕретсе шывне ĕçме сĕнеççĕ.

Урама тухас пулсан хăвăрпа пĕрле шыв илĕр, май пулсан çăварпа сăмсана шывпа йĕпетнĕ марля çыххипе е сăмса тутăрĕпе хуплама тăрăшăр.

Аса илтеретпĕр: пирĕн республикăра та, Çармăс Республикинче те вăрмансене кĕрсе çÿрессине чакарнă. Кăвайтсем чĕртме пачах юрамасть. Ан манăр: сÿнтермесĕр пăрахнă шăрпăк, пирус та пушар сăлтавĕ пулма пултараççĕ.

Кунсăр пуçне ансат сĕнÿсене пăхăнма сĕнетпĕр:

1. Ытларах шыв ĕçмелле. Йĕркеллĕ чухне эпир кунне вăтамран пĕр литр çурă шĕвек ĕçетпĕр. Шăрăх çанталăкра шĕвек ĕçессине виçĕ хут ÿстермелле. Организмра шыв çитменнине яланхи ĕçмелли шывпа тивĕçтермелле.

2. Чи шăрăх вăхăтра – 12 сехетрен тытăнса 16 сехетчен – урама ан тухăр, хĕвел айĕнче ан çÿрĕр.

3. Май пур таран час-час душ кĕрĕр. Мĕншĕн тесен кун пек çанталăкра ÿт-тир сывламалли хушма орган пулса тăрать. Вăхăтра тасални ÿт-тире лайăхрах сывлама май парать. Шыв температури пÿлĕмрипе пĕр пек, ÿт-пÿшĕн кăмăллă пулмалла. Питĕ сивĕ шывпа çăвăнса сивĕнес тени вара пневмони патне илсе çитерме пултарать. Вăл ÿт-пÿ температури хăвăрт улшăннипе çыхăннă.

4. Паллă ĕнтĕ, пĕвесенче шыва кĕрсе те уçăлма май пур. Анчах та пĕлнĕ-пĕлмен çĕрте çакна тума кирлĕ мар. Ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче шыва кĕрес пулать. Шыв юхса тăман çĕрте те шыва кĕме юрамасть. Кун пек çĕрте шыв шăрăх çанталăка пула тасамарланса каять.

5. Ирхине тата каçхине ытларах утма тăрăшăр. Ку сĕнÿ шăрăх çу кунĕсемшĕн тĕлĕнмелле пек те курăнма пултарать. Анчах та кун пек шăрăх вăхăтра ларса пурăнни гипертони, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене аталанма май парать, тромбоз аталанас хăрушлăх та пысăк.

6. Рациона улăштарма тăрăшăр. Кун пек шăрăх çанталăкра сивĕ блюдăсем ытларах çиес пулать. Çуллă сĕт продукчĕсене, аш-пăша çимесен те юрать. Пулă тата пахча çимĕç уйрăмах усăллă пулĕç.

7. Апат-çимĕçе тăварласа çийĕр. Сывлăш температури пысăк чухне çын питĕ тарлать, чылай натри çухатать.

8. Синтетика материалĕсенчен çĕленĕ тумтире ан тăхăнăр. Çакă çăмăлах мар пулин те, шăрăх çанталăкра таса çĕр мамăк тата йĕтĕн материалсенчен çĕленĕ тумтире тăхăнни лайăхрах.

9. Кун пек çанталăкра майкăпа тата çакăллă кĕске юбкăпа е уçă кĕлеткепе çÿрени – пысăк йăнăш. Кун пек шăрăхра «хывăнма кирлĕ мар». Çи-пуç ирĕклĕ те шалпар пултăр, вăл алăсемпе урасене, каламасăрах паллă – кăкăра, хырăма, çурăма май пур таран ытларах хупласа тăтăр.

10. Кепкăсем, панамăсем е шĕлепкесем тăхăнма ан вăтанăр. Шăпах ĕнтĕ пуç вĕриленсе кайсан вĕрипе аптăраса ÿкни пулать.

11. Çакăн пек шăрăх çанталăкра кондиционерсемпе те усă кураççĕ. Кун пек пÿлĕмре нумай вăхăт пулма тивет пулсан, сывлăш хумĕ сирĕн çине тÿрремĕн ан лектĕр тесе тăрăшăр. Ытларах чухне кондиционерсенче тĕрлĕрен бактерисем йышлă пухăнаççĕ. Вĕсем сивĕ сывлăшпа пĕрле сирĕн çине лекни хронически бронхит тата пневмони чирĕсене аталанма пулăшать.

О. ПОПОВА,

районти тĕп больницăн тĕп врачĕн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика