Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малти вырăнта – шыв ыйтăвĕ

04 августа 2010 г.

Кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăк пурин умне те пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Уйрăмах вăл ял çыннине пырса çапрĕ темелле. Чи малтанах кунта шыв ыйтăвĕ мала тухса тăрать. Чылай çĕрте пĕвесемпе уйрăм çынсем хăйсем валли алтнă çăлсем те типсе ларчĕç. Шыв башнисен насусĕсем ĕçмелли шывпа тивĕçтерме ĕçлесе çитереймеççĕ. Вĕсем вĕçĕм ĕçленипе час-часах юрăхсăра тухаççĕ. Чăн-чăн Африка. Нимĕн те калаймăн. Епле майпа йывăрлăхран тухаççĕ-ха çак лару-тăрура Муркаш ял тăрăхĕнче; Çакăн пирки каласа пама ыйтрăм эпĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Иванович НИКИТИНА.

– Тĕп ыйту çынсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси пулса тăрать. Епле татса паратăр çивĕч ыйтăва;

– Чăннипе илсен ĕçмелли шыв ыйтăвĕ пур ялсенче те тенĕ пекех çук мар. Е башня ĕçлеме чарăнса ларать, е шыв пăрăхĕ шăтса каять, е тата урăх сăлтав. Пĕрлехи вăйпа коммуналлă хуçалăхпа ыйтусене оперативлă татса пама тăрăшатпăр. Тепĕр чухне шыв çитменнин сăлтавĕ çакăнта та. Килсене шыв кĕртнисенчен хăшĕсем пăрăхсем сыпăнтараççĕ те шыва талăкĕпех пахчисене юхтараççĕ. Паллă ĕнтĕ, кун пек чухне шывпа йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăрасси пирки калаçма та кирлĕ мар. Пĕрисен вара шыв талăкĕпех юхса выртмалăх та пур, çав вăхăтрах теприсен типĕпе аптăрама тивет. Совеç тени çитсех каймасть кун пеккисен. Çавăнпа халĕ эпир кашни кил хуçалăхĕ валлиех шыв счетчикĕ вырнаçтарассине йĕркелеме тытăнтăмăр.

– Николай Иванович, шыв пăрăхĕсемпе усă курма тытăниччен çынсем çăлсемпех çырлахса пурăннă вĕт-ха. Ун патне те таврăнма кирлĕ тесе шутламастăр-и;

– Унсăрăн майĕ те çук. Хальлĕхе пăрăхсемпе пыракан шывпа туллин тивĕçтерме май çук пулсан çăлсем çине те тимлĕх уйăрма тивет. Çавна та каласа хăвармалла. Юлашки вăхăтра усă курма пăрахнă, юрăхсăра тухнă çăлсене йĕркене кĕртессипе çине тăрса ĕçлеме тытăнтăмăр. Икĕ çăл юсаса усă курмалла турăмăр. Акă нумаях пулмасть Çурлатринче пурăнакансем таса тăрă шывпа усă курма тытăнчĕç. Кунти çăлăн пури çĕрĕшсе ишĕлсе пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Ял тăрăхĕн шучĕпе çăл пури валли тимĕр-бетон ункăсем 5 туянса патăмăр. Вĕсене вырнаçтарассипе ял çыннисемех ĕçлерĕç. Мĕн тетĕр, пĕрле тăрăшсан ыйтăва татса пама пулатех. Кунти каçăна та ял çыннисемех Юрий Михайлович Филиппов ертсе пынипе юсаса йĕркене кĕртрĕç.

– Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту вăл – ял хушшисенчи, çырмасенчи пĕвесем. Чылайăшĕ вĕсем татса-çурса кайса пĕтнĕ, пуррисем йăлхапа тулса типсе ларнă. Çуллахи шăрăх кунсенче шыва кĕрсе киленме мар, кĕтÿре çÿрекен выльăхсене шăварасси те çивĕч ыйту пулса тăрать.

– Çапла, çивĕч ыйтусем нумай. Халĕ эпир ку енĕпе те çине тăрса ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Пĕвесем çĕнĕрен те пĕвелетпĕр, йăлхапа тулса шывсăр пулса юлнисене те тасататпăр. Тÿрех каласа хăварасшăн, ку енĕпе пире Москакассинче вырнаçнă «ДЭП–146» уçă акционерлă общество, тепĕр майлă каласан, çул-йĕр эксплуатаци предприятийĕ калама çук пысăк пулăшу кÿрет. Май килнипе усă курса предприятин генеральнăй директорĕн çумне Николай Егорович Николаева пирĕн ыйтăва ăнланса ыйтусене татса пама пулăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Акă Муркашри Красноармейская урам хыçĕнчи татса кайнă пĕвене çĕнĕрен пĕвелерĕмĕр. Хăватлă экскаваторĕ те, тăприне турттаракан КамАЗ автомашинисем те çак çÿлте асăннă предприятиренех пулчĕç.

Шаптак ялĕнче те пĕве пулнăччĕ. Халĕ вăл йăлхапа тулса типсе ларнă. Халĕ ăна 1,7 метр таран çĕнĕрен алтса тасататпăр. Кунта каллех «ДЭП–146» предприяти ĕçлет. Ĕç калăпăшĕ кунта пĕчĕкех мар. Çавна май Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн, уйрăм предпринимателĕн техникине те çак ĕçсене явăçтарма тиврĕ.

– Çуллахи шăрăх кунсем çынсене, уйрăмах ача-пăчана шыв хĕрне астараççĕ. Муркашсем ăçта шыва кĕрсе киленме пултараççĕ паян;

– Иртнĕ çулсенче Муркаш патĕнче илемлĕ плотина хута ятăмăр. Çу кунĕсенче унта шыва кĕме те, пулă тытма та çÿрекенсем йышлă. Анчах акă мĕн. Кунта шыва кĕме хатĕрленĕ ятарлă вырăн пулман. Иртнĕ çул инкек пулчĕ. Палăртман çĕрте шыва кĕрсе пĕр хĕр ача шыва кайса вилчĕ. Çавна шута илсе кăçал шыва кĕмелли ятарлă вырăн йĕркелерĕмĕр. Ку ĕçре пире Николай Арефьевич Васильев уйрăм предприниматель пысăк пулăшу кÿчĕ.

– Николай Иванович, юлашки ыйту. Пур ĕçе туса ирттересси те хальхи вăхăтра укçа-тенкĕпе çыхăннă вĕт-ха. Ял тăрăхĕн бюджечĕ чухăнни паллă. Эсир вара ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсемпе танлаштарсан паянхи куншăн питех те пысăк ĕçсем пурнăçлама пултарнă. Епле тухатăр йывăрлăхран;

– Вăрттăнлăх мар, укçа-тенкĕ чăнах та çук темелле. Анчах та çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтермеллех тесе шутлатăп. Çавна май ĕçсенчен ытларахăшне укçине кайран тÿлемелле калаçса татăлса та пурнăçлама тивет. Ним тума та çук. Çулталăк вĕçлениччен вара хушма тупăш илмелли çăл куçсене шырăпăр. Халĕ вара тĕп задача – ытларах ĕç пурнăçласа юласси.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика