04 августа 2010 г.
Уяр çанталăк-и е пĕлĕтлĕ кун – тăрăшса ĕçлекеншĕн пурпĕрех çул уçă. Çав вăхăтрах пурнăçлама пултарайман-тăвайман ĕç пирки хĕрсе кайсах калаçакансем пирки ĕмĕртен пуш параппан çапакан тесе хакланине те ума кăларас килет. Çак каларăш пурнăçра чылай чух тÿрре килсе пырать пулсан та, ыранхи куна пăхса ĕçлекен хуçалăхсенче мал туртăмлă вăй хуни малти вырăнта. Çакна хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыни ĕçлекенсем пĕр вырăнта тăманнине çирĕплетет. Акă кăçалхи çур çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май хуçалăх ертÿçисем тата зооветспециалистсемпе выльăх ĕçрчетес ĕçре малта пыракансем канашлу умĕн ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен “Свобода” ял хуçалăх производство кооперативĕ-завода тата «Ударник» федераллă патшалăх унитарлă предприятие çитсе çак хуçалăхсенче маларах каланине ĕçпе çирĕплетесси кун йĕркинчи çирĕп йăла пулнине курса ĕненчĕç. Вуншар çул пырать çак хуçалăхсенчи экономикăн нихăш хумĕ айне те пулман малтуртăмлăх. Мĕнре-ха сăлтавĕ; Çак ыйту çине хурав шыраса иртрĕç те ĕнтĕ утă уйăхĕн 30-мĕшĕнчи ĕçлĕ çул çÿревпе çур çул пĕтĕмлетĕвне хакласа аталану çулĕсене палăртнă канашлу.
– Ĕмĕтленни мĕлке пулса ан юлтăр тесе тăрăшатпăр”, – палăртрĕç “Свобрда” ăратлă выльăх заводĕнчи Елена Демьянова зоотехник-селекционерпа Андрей Белов сысна пăхакан. – Иртнĕ çул сысна самăртмалли çĕнĕ сарай хута яни ĕçлес туртăма ÿстерчĕ кăна.
– Раççей Федерацийĕн Президенчĕ «АПКна аталантарасси» наци проектне пурнăçласа эпир те аталану çулĕпе малаллах талпăнтăмăр. Тĕллевлĕ ĕçлени харама каймарĕ, мăйракаллă шултра выльăхсене самăртмалли Хурăнкассинчи фермăра çĕнĕлĕхсем кĕртсе 150 пуçа яхăн выльăх тăмалли сарайсене ĕçлеттерме пуçларăмăр. Кунта выльăхсене тытмалли технологие çĕнетнĕ май фермăри ĕçсемпе 3 çын ĕçлесе пыма пултарать. Выльăхсен вăтам ÿт хушаслăхĕ 600-700 грамм пулни пирĕн тĕллевлĕ ĕçсен çимĕçĕ тенĕ пулăттăм, – терĕ фермăри лару-тăрупа паллаштарнă май хуçалăх ертÿçи П. Давыдов.
Кашмашсемпе Çатракассисем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 128,5 тонна аш-какай туса илнĕ (пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 193,5 процент) пулсан, Йÿçкассисен кăтартăвĕ – 146,7 тонна (177,8 процент). Танлаштарма, районăн вăтам кăтартăвĕ 764,1 тонна (101 процент).
Муркаш енри ĕçченсем хăйсен пултарулăхĕпе вуншар çул ĕнтĕ республикăра ырă ят тытса тăраççĕ. Çакна пĕлсе тăрса паян районти обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен пĕрремĕш çур çулхи ĕçне пĕтĕмĕшле пăхса тухсан та ытлашши пулас çук. Кунта вара хĕпĕртемелли те, кая юлмасăр татса памалли, туса çитерейменни те çук мар. Çакна виçсе хак парасси пулчĕ те ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕрлехи кунĕн тĕллевĕнче.
Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи çулталăк вĕçленнĕ тĕле чĕрĕ виçепе пĕтĕмпе 8,57 пин тонна аш-какай, 53,1 пин тонна сĕт туса илме палăртаççĕ. Вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 2,9 пин тонна аш-какай тата 12,6 пин тонна сĕт. Ку тĕллев пĕр кунта пурнăçламалли ĕç мар.
Пĕтĕмĕшле кăтартусене илсен кăçалхи пĕрремĕш çур çулта иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан аш туса илесси 2,4 процент ÿснĕ те 2,4 пин тоннăпа танлашнă. Сăвăм вара 0,4 процент чакнă, 24,4 пин тонна пулнă. Чăх çăмарти илесси те ÿсĕм çулĕпе кайса 33 миллион штука çитнĕ. Кунта çакна каласа хăвармалла: ĕнесен продуктивлăхĕ кăçал малалла утăмласа пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 2396 килограма çитнĕ.
Çав вăхăтрах районта выльăх йышне унчченхи шайра сыхласа хăварма май килмен. Мăйракаллă шултра выльăх 4 процент, ĕнесем 3 процент, сыснасем 15,5 процент сахалланнă. Паянхи куна вĕсем 17,4 пин, 9,8 пин, 13,9 пин пуç юлнă.
Палăртма кăмăллă, ĕнесен вăтам сăвăмĕ ÿснипе пĕрлех мăйракаллă шултра выльăхсен пĕтĕмĕшле ÿт хушаслăхĕ те 0,6 процент хăпарнă. Çапла вара пĕтĕмпе 316,6 тонна аш-какай илме май тупăннă. Уйрăм хуçалăхсенче кăтартусем татах та савăнăçлăрах. «Свобода» хуçалăхăн Йÿтĕркассинчи мăйракаллă шултра выльăхсен ферминче талăкри вăтам ÿт хушаслăха 1039 грама çитерме, Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Алина Валериановна Филипповăпа Наталья Зосимовна Михайлова сысна пăхакансем хăйсем самăртакан уйрăмри сыснасене талăксерен 564 грамм ÿт хуштарма мехел çитернĕ.
Ĕнесен йышне Чапаев яч. хис. хуçалăхра 5 пуç ÿстернĕ, «Восток», «Герой», «Колос», Суворов яч. хис., «Оринино», «Ударник» хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх пĕтĕмпе 54 пуç туяннă пулсан, пĕтĕмĕшле кĕтÿ йышĕ çав-çавах пĕчĕкленнĕ. Ку вăл çамрăк выльăхсемпе ытларах ĕçлемелли пирки калать.
Ĕнесене улăх-çаранта çÿретнĕ тапхăр, ăна пĕлсе йĕркелесен, çулталăкри сăвăмăн çурри ытла, аш-какай илессине йÿнĕ хăйхаклăхпа малалла утăмлаттарма пулăшать. Çакна валли выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекен кашни ертÿçĕпе специалистăн, ферма ĕçченĕн ответлăха ÿстермелле кăна.
Январь-июнь уйăхĕсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсем 5042 тонна сĕт суса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 2390 килогрампа танлашать пулсан, Суворов яч. хис. хуçалăхра çак кăтартăва 3204 килограма çитерме пултарчĕç. Çав вăхăтра асăннă хуçалăхри Фаина Юрьевна Антоновăпа Надежда Евгеньевна Журавлева операторсем пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăма 4021 килограма çитерсе сĕт сăвас ĕçре ÿсĕмĕн çĕнĕ чиккине палăртрĕç.
Малашлăха пăхакансем ăратлăх ĕçне те манса каймаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ăратлăхпа ĕçлекен хуçалăхсем 99 пуç мăйракаллă шултра выльăх («Ударник» 54 тынапа 2 вăкăр, Суворов яч. хис. хуçалăх 27 тына, «Свобода» 16 тына) сутнă. Кунпа пĕрлех Е. Андреев яч. хис. (21 пуç), Суворов яч. хис. (37 пуç), «Герой» (41 пуç) ăратлă сыснасем реализациленĕ.
Çу кунĕсем пынипе пĕрлех çитес хĕл кунĕсем пирки те манмалла мар. Утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем мăйракаллă шултра выльăх фермисене пĕтĕмпе 76 процент хĕле хатĕрленĕ. Ку ĕçе «Восток», Ильич яч. хис., Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче пĕтĕмпех вĕçленĕ. Сысна фермисене хĕле хатĕрлессипе лару-тăру кăшт йывăртарах, кунта хатĕрленÿ ĕçĕсене «Герой» тата «Восток» хуçалăхсенче пĕтĕмпех пурнăçланă пулсан та, районăн вăтам хатĕрленÿ проценчĕ 65 çеç. Фермăсене хĕле хатĕрлесси – умра тăракан чи ответлă ĕçсенчен пĕри. Кунта та Муркашсем йывăр тесе алă усмасса шанас килет.
Анатолий БЕЛОВ.