Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăхра епле апатланмалла;

28 июля 2010 г.

Чи малтанах апатланас умĕн алă çăвасси çинчен манмалла мар.

Хатĕр апат-çимĕçе пÿлĕмре пĕр-ик сехетрен ытла ан хăварăр. Уйрăмах какай, пулă, кăлпасси хăвăрт пăсăлаççĕ. Вĕсене тÿрех холодильника вырнаçтармалла, анчах нумайлăха мар.

Пахча çимĕçпе улма-çырлана аш-какайпа пулăран хатĕрленĕ çимĕçсенчен уйрăммăн упрамалла. Пулăпа какая хатĕрленĕ чухне уйрăм савăтсемпе усă курмалла.

Пахча çимĕçпе улма-çырлана уйрăмах тимлĕ çуса тасатмалла.

Ялан пĕр вăхăтра, куллен пилĕк-ултă хут апатланмалла. Кун пек чухне организма шăрăхра çăмăлрах килет. Салатсене майонезпа тумалла мар, вăл хăвăрт пăсăлать. Тип çупа усă курни аван, унта Е витамин нумай. Çак витамин организма тавралăх сиен кÿрессинчен хÿтĕленме пулăшать. Май пур таран çуллă тата ăшаланă çимĕçрен пăрăнма тăрăшмалла.

Çуллахи менюра какай пулмалла. Белок пирĕн иммунитета çирĕплетет тата клеткăсемшĕн строительство материалĕ пулса тăрать. Çуллă мар какая суйламалла, пăру е чăх ашĕ аван. Какая пулăпа улăштарма та юрать.

Ытлашши çиессинчен асăрханмалла. Сĕтел хушшинчен çисе тăранман туйăмпа тухмалла. Каçхине какай çиме кирлĕ мар. Йывăр çимĕç кĕлетке температурине ÿстерет.

Шăрăхра симĕс салат ытларах çиме тăрăшмалла. Клюквăран, крыжовникран, хурлăхантан, черникăран хатĕрленĕ çимĕç усăллă. Окрошка, кăшман шÿрпи, симĕс борщ шăрăхра лайăх апат шутланаççĕ.

Аш-какайпа пулăна уйрăм ывăссем çинче вакламалла. Сăмахран, сальманоллез чирне пуçаракан инфекцисем аш-какайпа кăлпассире 2 уйăхран 6 уйăхчен упранма пултараççĕ, сĕт-турăхра – 6 уйăх таран, чĕр çăмартара - çулталăк ытла.

Шăрăхра организм тарланăран шыв нумай ыйтать. Мĕн ĕçни çеç мар, тĕрĕс ĕçни те пĕлтерĕшлĕ. Кун каçипе пĕчĕк порцисемпе ĕçмелле. Çĕрле ĕçме кирлĕ мар, кăнтăрла иртсен организмра шыв пухăнма пуçлать.

Сывлăш температури 25 градусран иртсен кашни сехетре пĕрер стакан шыв ĕçме тăрăшăр. Шыва лимон сокĕ хушсан аван. Клюквăпа брусникăран хатĕрленĕ морс та лайăх. Шăрăхра симĕс чей те лайăх пулăшать. Ăшă шĕвексем шыв ĕçес килнине хăвăртрах ирттереççĕ. Мĕншĕн тесен хырăмлăхра хăвăрт сарăлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Вăтам Азире çулталăкĕпех вĕри чей ĕçеççĕ. Кофе сахал ĕçмелле, вăл организмри шыва хăвалать.

Шăрăхра эрех-сăра ĕçме юраманнине пурте ăнланаççĕ. Çавăнпа кун пирки каламăпăр та.

Хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕç шутне çаксем кĕреççĕ:

Сĕт, турăх, тăпăрчă.

Майонезпа хатĕрленĕ салатсем.

Торт, тăпăрчăпа, какайпа, çăмарта ярса хатĕрленĕ кукăльсем.

Тăвар хытă çапман пулă.

Пĕçернĕ кăлпасси, паштет.

Çак çимĕçсене пÿлĕмре 1-2 сехетрен ытла тытма юрамасть.

Çын хăйне япăх туйсан мĕн тумалла;

Активлă точкăсене массаж тумалла. Хăлхана, сылтăм алăн пуç пÿрнине, сăмса айĕнчи точкăна пусмалла. Сывлама йывăр пулсан чĕлхе айне валидол таблетки е леденец хумалла.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика