28 июля 2010 г.
Ял хуçалăхĕнче чи хĕрÿ ĕç çи тапхăрĕ пырать: выльăх апачĕ çителĕклĕ янтăламалла, вырмана çухатусемсĕр ирттермелле, кĕр аки çывхарать – ун пирки шутламалла. Çак вăхăтра, паллах, тракторсемпе вĕсен прицепĕсемĕр, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техникăсăр ĕçсене агротехника ыйтнă пек пахалăхпа вăхăтра пурнăçлама çук. Анчах çакна курса-пĕлсе тăраканăн ку вăхăтра асăрхуналăх пирки те самантлăха та манма юрамасть. Ĕçсене халăх йышлă хутшăннă тапхăрта çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăна шута илсе республикăра çулленех август уйăхĕнче «Трактор» профилактика уйăхлăх-операци ирттересси йăлара. Умра акă кăçал та çав вăхăт. Çак кунсенче Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти техникăна пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕпе В. Димитриевпа Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ В. Антонов çур-ла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Трактор» уйăхлăх-операци ирттересси пирки приказ кăларчĕç. Асăннă тапхăрта патшалăх техника надзор инспекцийĕн ĕçченĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕпе пĕрле çынсен тата предприяти-организацисен харпăрлăхĕнчи усă куракан тракторсемпе прицепсем тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техника тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕрех пулĕç. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче техникăна техосмотр тăратнине пăхасси, юсавсăр тата учета тăратман техникăпа ĕçе тухнине палăртасси, питех те кивелнĕ техникăна учетран кăларасси малти вырăнта пулĕ.
Пулас уйăхлăх-операци пирки калаçнă чух пĕлтĕрхи çак мероприятин кăтартăвĕ те чылайăшне интереслентерет пулĕ. Иртнĕ çулхи «Трактор» уйăхлăх-операци пирки калас пулсан кунта трактористсемпе инженери ĕçченĕсемшĕн тата хуçалăхсен ертÿçисемшĕн тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумалли пур. Пĕлтĕр çак операцире республикăра пурĕ 4921 техника единицине тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 99-шĕ регистраци правилисене пăсса эксплуатациленнĕ, техосмотр правилисене пăхăнманнисем 186 машина пулнă, 92 тĕслĕхре трактор рулĕ умĕнче тракторист-машинист удостоверенийĕсемсĕр çынсем ларнă, 125 машинăн регистраци докуменчĕсем пулман, 234 техника единици çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăсакан юсавсăрлăхпа ĕçе тухни палăрнă. Çак çитменлĕхсем хыçĕнче çынсен пурнăçĕ тăни кашниншĕнех паллă. Ăна шута илсе айăплисене çирĕп явап тыттарнăччĕ пулсан, кăçал та вĕсем çак утăмах тăвĕç-ши; Тĕрĕслĕпĕр – курăпăр. Кун пирки хаçат страницисенче пĕлтерсех тăрăпăр.
Вулакансене пĕлтĕрхи «Трактор» уйăхлăх-операцире айăплисене мĕнле явап тыттарни пирки каласа пани те ытлашши пулас çук. Тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсемпе иртнĕ çул предприятисемпе организацисен ертÿçисем тĕлĕшпе 47 предписани çыртăмăр. Кунпа пĕрлех 571 тĕслĕхре айăплисене административлă майпа 164 пин тенкĕлĕх явап тыттартăмăр. 76 тĕслĕхре вара патшалăх техника надзорĕн инспекторĕсен йĕркене сĕмсĕррĕн пăсакан техника единици çинчен патшалăх регистраци паллине вĕçертсе илсе техникăпа пачах усă курма чарма та тиврĕ.
Тракторсемпе ĕçлекен кашни механизатор-инженера тата ертÿçĕне саккунри çĕнĕлĕхсем шухăшлаттарма тивĕçех.
С. НИКОЛАЕВ,
ЧР Гостехнадзорĕн районти аслă инспекторĕ.