28 июля 2010 г.
Агротехникăна пăхăнасси шăрăх çанталăкра та пушă сăмах маррине кăçал кашниех хăйĕн тĕслĕхĕнче курса кÿршĕсеннипе танлаштарайрать. Шăрăха пула çухатусем пысăк пулин те вĕсене май пур таран пĕчĕклетесси – хресченĕн паянхи тĕп тĕллевĕ.
Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче эпир вырма ĕçĕсем епле пынипе тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене çитсе унта хĕле хатĕрленессипе ĕçсем мĕнле пынипе паллашма «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативне çитрĕмĕр.
Хуçалăх пĕтĕм вăй-халпа уй-хиртеччĕ. Эпир пынă кун тĕлне Орининсем кĕрхи тулăна 54 гектар çинче вырса пĕтернĕччĕ. Пулăшма килнĕ «Восток» хуçалăхăн «Енисей-1200» комбайнĕпе пĕрле тăватă «хир карапĕ» çĕнĕ çăкăршăн ăмăртсах ыраш пуссинче çаврăм хыççăн çаврăм тăватчĕç. Вăрман кĕтессинчи пĕчĕк лаптăка вĕçлесе комбайнерсем канмалла тенĕ пек пирĕнпе тĕл пулма чарăнчĕç.
– Çанталăкĕ хитре, анчах шăрăх. Апла пулин те акса ÿстернĕ тырă-пулăна вăхăтра кĕлете кĕртмелле. Ку вара – пирĕн тивĕç, – терĕ 27-мĕш вырмана хутшăнакан, çак хушăра 4-мĕш «хир карапĕпе» ĕçлекен пуян опытлă Анатолий Петрович Кузнецов комбайнер хăйĕн «Дон-1500» комбайнĕ çине кăмăллăн пăхса. – Шăрăх çанталăка пула тÿсекен çухатусем куç умĕнчех: икĕ сехетре пĕр бункер тултаратпăр çеç.
Ĕнерхи кун тĕлне хуçалăх вырма ĕçĕсене пĕтĕмпе 308 гектар çинче (75 процент) пурнăçланă. Кĕрхи тулăна 54 гектар çинче вырса пĕтерсе «Орининсем» ыраш пуссине тухнă. 169 гектар йышăнакан ыраш каçалăкĕнче те ĕçсем хыçа юлнă. Халĕ «хир карапĕсен» çĕнĕ çăкăршăн пыракан ăмăртăвĕ çуртрисен пуссисене куçнă.
Эсир паянхи пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре Ростислав Ильинпа Андрей Вязов (пĕр экипаж), Юрий Ивановпа Вячеслав Музыков, Анатолий Кузнецовпа Генрих Муравьев, Сергей Наумовпа Александр Никифоров комбайнерсене кĕске кану вăхăтĕнче куратăр.
Палăртма кăмăллă, кĕрхи культурăсене хăйсем патĕнче вырса пĕтернĕ май «Восток» хуçалăх комбайнерĕсем С. Наумовпа А. Никифоров та Орининсене пулăшма каçнăччĕ. Кăна вара ырламалли çеç юлать.
Механизаторсем хирте тупăшса та тăрăшса вăй хунă вăхăтра хуçалăх йĕтемĕ çинче те хĕрÿ ĕç вĕрет.
– Йĕтем айĕнчи ĕçсен яваплăхне туйса маларахах ответлăха ÿстертĕмĕр. Ĕçе тăрăшуллă ĕçченсене çеç явăçтартăмăр. Çавăнпа та килекен типĕ тырра çийĕнчех аласа пыратпăр. Ĕç хăвăртлăхĕ пысăк. Çакăнта манăн çамрăксене уйрăммăн палăртса хăварас килет. 15-17 çулсенчи Михаил Скворцов, Станислав Андреев, Алексей Романов, Юрий Ефремов, Вячеслав Иванов ĕçрен хăраманнипе палăрса тăраççĕ, – терĕ йĕтем çинчи ĕç-пуç ертÿçи Римма Петровна Волкова.
Виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре – Патаккассинчи йĕтем айĕнче вăй хуракансем. Куçсенчи савăнăçпа питсенчи йăл-кулă – çамрăксем йывăрлăхсем умĕнче пуç усманнине çирĕплетекен паллăсем.
Шăрăх çанталăк витĕмĕ кунта та палăрать. Ытти çулсенче йĕтем айĕнчи ĕçсене икĕ сменăпа йĕркеленĕччĕ пулсан, кăçал пĕр сменăпах ĕлкĕрсе пыраççĕ.
– Тырă сахалли тимлĕхе çухатмаллине пĕлтермест. Перекетлĕрех те пахалăхлăрах ĕçлесси кăçалхи условисенче малта тăраççĕ. Çакна ăнланса аслисен шанăçне тÿрре кăларас тесе ĕçлетпĕр, – терĕ машинăсем ĕçленĕ çĕртен уçă сывлăшалла тухнă А. Бочкин машинист (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре). Шупашкарти 19-мĕш номерлĕ профессипе техника училищинче вĕренекенсер çуллахи каникулта тăван хуçалăх ĕçĕсенче хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслет.
Çав вăхăтрах «Оринино» хуçалăхăн обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисенче хĕле хатĕрленессипе тĕплĕн ĕçлемех пуçламанччĕ-ха. Орининсем ку ĕçе вырма вĕçленнĕ май пушаннă пур вăй-халпа пурнăçлас тĕллевлĕ. Юсав ĕçĕсене вăхăтра туса пынăран фермăра вĕсем паян пит нумаях мар.
А. БЕЛОВ,
район хаçачĕн экономикăпа экологи пайĕн ертÿçи;
Т. АЛЕКСЕЕВА,
ял хуçалăх пайĕн тĕп
специалист-эксперчĕ.