28 июля 2010 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе ял хуçалăх предприятийĕсенчи механизаторсем хушшинче вырма вăхăтĕнче ирттерме йышăннă конкурс вăй илсе пырать. Унта хутшăнакансен уй-хир ĕçĕсене агротехникăлла килĕшÿпе кĕске тапхăрта тата пахалăхлă ирттерес тĕллевпе тăрăшмалла.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче конкурс комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ пулчĕ. Пĕтĕмлетÿ çакăн пек.
Конкурс килĕшĕвĕпе утă уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче «АКРОС-530», «ДОН-1500» класлă комбайнсем хушшинчи ăмăртура Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Радонеж Виссарионович Кузнецов (сăн ÿкерчĕкре – сылтăмри. Сулахайра унăн пулăшаканĕ Ю. Орлов тата хуçалăхăн агрономĕ Г. Албутова) экипажĕ («АКРОС-530») 220 тонна тырă çапса тĕшĕлесе мала тухнă. Экипажа 300 тенкĕлĕх преми свидетельстви парас. Иккĕмĕш вырăнта та Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри комбайнерсем: «ДОН-1500» комбайнпа 72 тонна тырă çапса илнĕ Иван Александрович Николаевăн экипажне 200 тенкĕлĕх преми свидетельстви парас. Виççĕмĕш вырăнта «Ударник» федераллă патшалăх унитарлă предприятийĕнчи Владимир Григорьевич Матвеев экипажĕ. «ДОН-1500» «хир карапĕпе» эрне хушшинче 65 тонна çĕнĕ тырă çапса илнĕ экипажа 100 тенкĕлĕх преми свидетельстви парас.
«Вектор», «Полесье» «Енисей-954» класлă «хир крапĕсем» хушшинче пĕрремĕш вырăнта Чкалов яч. хис. хуçалăхри Болеслав Николаевич Никитин экипажĕ. «Вектор» комбайнпа ĕçлесе вĕсем эрне хушшинче 200 тонна тырă çапса илме мехел çитернĕ. Экипажа 300 тенкĕлĕх преми свидетельстви парас. Иккĕмĕш вырăнта «Ударник» федераллă патшалăх унитари предприятийĕнчи «Полесье» комбайнпа 190 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ Владимир Алексеевич Степанов экипажĕ. Вĕсене 200 тенкĕлĕх преми свидетельстви парас. «Ударник» федераллă патшалăх унитари предприятийĕнчи «Полесье» комбайнпа 164 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ Юрий Александрович Васильев экипажне 3-мĕш вырăн йышăннă ятпа 100 тенкĕлĕх преми свидетельстви парас.
«Енисей-1200» класлă комбайнпа ĕçлесе «Восток» хуçалăхри Сергей Валерианович Наумов (87 тонна), «Оринино» хуçалăхри Ростислав Николаевич Ильин (61 тонна), «Оринино» хуçалăхри Юрий Сергеевич Иванов (60 тонна) ырăпа палăрнă. Вĕсене те 300, 200, 100 тенкĕлĕх преми свидетельствисем пама йышăннă.
«Нива-СК-5» класлă комбайнсемпе ĕçленĕ çĕрте 1-2 вырăнсене никама та паман. 3-мĕш вырăнта «Передовик» хуçалăхри Валерий Леонтьевич Максимов экипажĕ (19 тонна). Ăна 100 тенкĕлĕх преми свидетельстви парас.
А. БЕЛОВ.