Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир шывсăр, эсир мĕнле;

24 июля 2010 г.

Шăрăх çу кунĕсем тăраççĕ. Çак тапхăр ялта пурăнакансене нумайăшне пурнăç çине шыв виçипе пăхма вĕрентрĕ. Мĕншĕн хваттерсенче шыв пур, анчах ялта çук; Çав вăхăтрах хулара шыв перекетлеме пĕлни курăнмасть...

Шупуç тени «шыв пуçламăшĕ» тенине пĕлтерет. Мĕн авалтанпах пирĕн ялта чаплă çăл куçсем тăнă пиркиех Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче вырнаçнă пирĕн яла Шупуç ят панă. Наукăпа техника прогресĕ питех те малалла утăмланă вăхăтра кăçал вара Шупуç халăхĕ шывсăр пурăнма вĕренет. Ку тăрăхра çăл куçсем те типмен, ял ячĕ те улшăнман, Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха шывшăн вăхăтра укçа-тенкĕ тÿлетпĕр – çав-çавах ялта шыв çук!

Юлашки çулсенче цифрăллă технологи аталаннă, нанотехнологи пирки каçса кайса калаçнă вăхăтра эпир те килсенче, хулари пек, пăрăхран юхакан таса шывпа усă кураттăмăр. Кăçалччен... Кăçал Шупуç çыннисем тăтăш шыравра: кăнтăрла та, çĕрле те шыв пăрăхĕнчен шыв тумланмасть-ши тесе кĕтеççĕ. Ывăнса çитрĕç...

Кăçалхи пек шăрăх çанталăкра шывсăр пурăнма питех те йывăр. Чăн малтанах шыв хамăра ĕçме, апат-çимĕç пĕçерме кирлĕ. Пахча çимĕçе шăварма та, çăвăнма-тасалма та, кил хуçалăхри ытти ĕçсене пурнăçлама та шывсăр май çук. Шăрăх вăхăтра пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Ял варринче инкек сиксе тухсан шыв шыраса ăçта çити каймалла-ши;

Чи тĕлĕнтермелли вара çакă: Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекенсене пире хумхантаракан ыйтусем интереслентермеççĕ, хăйсен ĕçĕнчи çитменлĕхсене курасшăн та, тÿрлетесшĕн те мар вĕсем. Шыв пулмасан та, «Жилкомсервис» общество директорĕ В. Купцов пире уншăн укçа тÿлеттерет. Кăнтăрла пулмасан та çĕрле çывăрмасăр шыв сыхлама хушаççĕ ЖКХ ĕçченĕсем. Юлашки икĕ-виçĕ эрнере çĕрле те пĕр тумлам та юхнине асăрхамарăмăр. Анчах пире ĕненмеççĕ. Килсе пăхакан та çук. Юсав ĕçĕсем те тумаççĕ. Шывшăн укçа пуçтарма вара куллен килсе çÿреççĕ. Уйăхĕпе шывсăр пурăнсан та шывпа усă курнăшăн укçа тÿлеттереççĕ. Тĕлĕнмелле мар-и; Шывпа çителĕклĕ усă кураймастпăр пулсан пирĕн уншăн мĕншĕн тÿлемелле;.. Юлашки икĕ эрнере çĕрле те пĕр тумлам шыв юхнине те асăрхаман.

Шывĕ çук тата унпа çителĕклĕ усă кураймастпăр пулсан пирĕн мĕншĕн укçа тÿлемелле; Хулара пурăнакансене, тĕслĕхрен, шыв пулманнишĕн ЖКХ маларах пĕлтерет, çав вăхăтшăн укçа тытмасть. Эпир вара мĕнпе айăпа кĕнĕ, пирĕнтен çапла кулма юрать-и;

«Шыв хуçи» Вячеслав Алексеевич Купцов пирĕн урамра пурăннă пулсан шывĕ пулатчĕ пулĕ-ха. Ун чухне инçетри урамсене е çăла, çырма-çатрана çĕклем витресемпе, бидонсемпе-каткасемпе шыв шыраса çÿремен пулăттăмăр, анчах...

Кăçал питĕ шăрăх. Çавăнпа та пахчара та, улăхра та курăк саралса-типсе кайрĕ. Ял çыннине вара уйрăмах пахча çимĕç шăварма шыв нумай кирлĕ. Çамрăксем тата камăн транспорт-тавраш пур, аякран та шыв çĕклеме-турттарма пултараççĕ темелле. Ватăсен вара мĕн тумалла-ши; Вĕсен те хăяр-помидор туса илес килет!

В.А. Купцов ĕçлекен чаплă çуртра крантанах таса шыв юхать пуль; Пирĕн яла хăçан пырса курĕ-ши вăл;

Чун тăвăнса çитнипе çырнă пирĕн çыру Муркаш район пуçлăхĕ куçĕ умне пулсан аванччĕ. Тен пысăк пуçлăхсем пирĕн ыйтусене татса парĕç; Шупуç çыннисем те шывпа «шурă» çынсем пек çителĕклĕ те кирлĕ чухлĕ усă курасса кĕтеççĕ.

Н. ВАРЮХИНА, Г. АНТИПОВ, Г. ЦВЕТКОВА (пурĕ 23 çын алă пуснă).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика