24 июля 2010 г.
Çын организмне куллен 2 - 2,5 литр шыв кирлĕ. Шăрăх çанталăкра çак виçе 4 литра çити ÿсет.
Организмра шыв çитмесен пуç çаврăнать, ыратать, çын ĕçлеслĕхĕ чакать. Чирсем хăй çинчен аса илтереççĕ. Чĕре, пÿре çине витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа шăрăхра шыв çителĕклĕ ĕçмесĕр май çук. Анчах тухтăрсем пĕлсе ĕçмелли çинчен калаççĕ.
Шăрăхра уйрăмах çак 5 тĕрлĕ шĕвеке ĕçме сĕнеççĕ:
Шыв. Тухтăрсем ытларах чухне шыв ĕçме сĕнеççĕ. Минерал шывĕ усăллăрах, анчах вĕсенче тăвар кăшт кăна пулмалла. Сиплекен минерал шывне (кунта литр пуçне 10 грамм тăвар) тухтăр хушсан кăна ĕçме юрать.
Сахал газлă е газ пачах çук шыва ĕçме сĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен шăрăхра çын хытă тарлать. Тарпа пĕрле вăл шыв çеç мар, тăвар та çухатать. Минералка çук пулсан ахаль шыва кăшт тăвар ярса ĕçмелле.
Шăрăхра ĕçмелли чи лайăх шĕвек – лимон сĕткен хутăшĕ. Ăна килтех хатĕрлеме пулать. Пĕр стакан шыва лимонăн тăваттăмĕш пайне пăчăртаса кăларăр. Кунта чей кашăкĕпе кăштах сахăр хушăр тата пĕр чĕптĕм тăвар сапăр. Çак шĕвеке кашни çур сехетре кăштах сыпăр.
Чей. Шăрăх кун çав тери пулăшать. Анчах чейне сахăр сахал ямалла. Лимон хушсан питĕ аван. Хура е симĕс чей – уйрăмлăх çук. Сивĕ е вĕри чей – уйрăмлăхĕ çук. Çав хушăрах вĕри чей лайăхрах пулăшнине калаççĕ.
Квас. Унта углекислота тата аминокислота пур. Вĕсем шыв ĕçес килнине ирттереççĕ. Кваса организм лайăх йышăнать.
Килте тунă квас çеç усăллă. Лавккара сутакан газлă квас пирки çапла калаймăн. Вĕсене тĕрлĕ консервант, тутă тата тĕс кĕртекен япаласем хушса тултараççĕ. Кун пек квас пушшех ĕçтерет.
Сĕткенсем (сок). Вĕсем шăрăхра усăллă. Тин кăна юхтарнă сĕткен уйрăмах лайăх. Çурмалла шывпа хутăштарни аван. Пан улми, чие çырли (вишня), грейпфрут, слива сокĕсем тата клюквăпа хурлăхан морсĕсем шăрăхра уйрăмах пулăшаççĕ.
Сельдерей сĕткенĕ ĕçме те сĕнеççĕ. Анчах ăна пĕр рюмкăран ытла ĕçмелле мар.
Медиксем сĕткенсене выçăлла е апат çиме лариччен, е çинĕ хыççăн 1 – 1,5 сехетрен ĕçме хушаççĕ. Кунне икĕ е виçĕ стаканпа çырлахмалла.
Лавккара пакетсенче сутакан соксенчен усси çук.
Турăх, уйран. Вĕсенче органика кислоти пуртан вĕсем шыв ĕçес килнине лайăх ирттереççĕ. Организм вĕсене лайăх йышăнать, вĕсем пыршăлăх микрофлорине те пулăшу кÿреççĕ. Анчах вĕсем нумай ларнăскерсем пулмалла мар.
Шăрăхра сĕт ĕçме те юрать. Шывпа хутăштарсан лайăх.
Çак шĕвексене шăрăхра ĕçме сĕнмеççĕ.
Алкоголь чĕрепе юн тымарĕсене йывăрлăх кÿрет. Эрех ĕçнĕ çын ытларах тарлать.
Сăра та чĕрепе юн тымарĕсене çăмăллăх памасть. Çавăнпа ăна пĕр-ик кĕленчерен ытла ĕçме хушмаççĕ.
Çавна пĕлсе тăрăр, алкоголь çынна тарлаттарать. Апла пулсан унпа шыв ĕçес килни иртмест.
Медиксем çапла пĕлтереççĕ: газ янă тутлă шыва шăрăхра та, ытти чухне те ĕçмелле мар. Вăл шыв ĕçес килнине ирттермест, ĕçме хистет кăна.
Канашсем. Ĕçнĕ шыв ĕçес килнине тÿрех ирттермест. 10 – 15 минут кĕтме тивет. Çавăнпа тÿрех шыв нумай ĕçсе тултармалла мар.
Шыв виçесĕр ĕçмелле мар. Организмра шыв ытлашши пулни сиенлĕ.
Чĕрепе аптракансене 1,5 литр ĕçме сĕнеççĕ е çак нормăна тепĕр стакан чухлĕ ÿстерме юрать.
Шывпа сĕткенсене çав тери сивĕтсе ĕçме юрамасть. Кун пек чух вĕсем сиен кÿреççĕ.