24 июля 2010 г.
Шыв пур чухне ăна варалассинчен пăрăнмастпăр пулсан, шăрăх кунсем çитсен вара тÿпенелле тинкерсе пĕр тумлам та пулин çумăр пулать-ши тесе кĕл тăватпăр. Типĕ кунсенче çеç шыв пахалăхĕпе унăн пĕлтерĕшĕ куç умне яр уççăн тухаççĕ.
– 30 çул каялла хупăннă Отар ялĕнчен эпир Кашмаша куçса килтĕмĕр. Çĕнĕ кил-çурт Çамрăксен урамĕнче çавăртăмăр. Илемлĕ вырăн, ним каламалли те çук. Кил хушшинчен тух та 50 метрта пĕве. Хур-кăвакал ĕрчетме питех те меллĕ. Çак хушăра пĕве тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тулмаллипех тулса ларчĕ. Вырăнта пурăнакансене ăна тасатма чĕнсе район хаçачĕн сотрудникĕ Анатолий Белов питĕ тĕрĕс турĕ, – терĕ пĕвере шăрăх çанталăкпа шыв чакнă май тухнă тимĕр-тăмăрпа вак чулсене, вутă-шанкăна пуçтарса пĕтернĕ хыççăн Елена Яковлевна Степанова ĕç ветеранĕ.
– Тирпейлĕхе упрасси хамăр алăра ĕнтĕ, – хутшăнчĕ калаçăва В. Замятин.
Икĕ сехете тăсăлнă пĕрлехи ĕçре А. Белов, Н. Чаплина, А. Александрова, В. Замятин, Ю. Замятин, А. Замятин, М. Толикин, Г. Суриков, Л. Сурикова, В. Майорова тăрăшса ĕçлерĕç. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачисем те, мăнукĕсем те пĕве тасатассинчен пăрăнса юлмарĕç.
Ĕнер ăпăр-тапăрпа тулнă пĕве çине паян пăхма та кăмăллă. Кашмашсем! Çак пĕве патĕнчен иртсе çÿрекенсем! Пĕрре тунă тирпейлĕхе упраса хăварар! Илемĕ хамăршăнах-çке!
Кашмашсен ырă пуçарăвне кам черетпе алла илĕ-ши;
Анатолий БЕЛОВ.