24 июля 2010 г.
Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пуçăнчĕç ĕнтĕ. Анчах та кăçал шăрăх тăракан çанталăк вырма ĕçĕсене те «тÿрлетÿсем» кĕртет.
«Ударник» хуçалăхра çак вăхăта вырма ĕçĕсем анлă сарăлнă. Ыраша 100 гектар çинчен ытла пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов вырма ĕçĕсемпе кăмăллă. Акă пĕр уйра кăна 6 комбайн тырă вырать. Ырашăн вăтам тухăçĕ кăçалхи çулшăн гектар пуçне 20 центнера яхăн пулни япăх мар. Шăпах çавăн чухлĕ палăртаççĕ халĕ ăна малтанлăха. Кĕрхи тулă пуссисенче те ĕçсем сарăлса пыраççĕ.
Пăрçана 118 гектар çинчен пухса илнĕ. Çавна палăртмалла. Халĕ хуçалăхра пăрçан çĕнĕ сортне туса илессипе тимлеççĕ. Кăçал «Аксайский усатый» сорта акса хăварнă. Вăл çавăнпа пĕлтерĕшлĕ. Эпир хальхи вăхăтра хуçалăхсенче пăрçана икĕ тапхăрпа пухса кĕртетпĕр: малтан çулса пăрахатпăр, кайран çапса тĕшĕлетпĕр. Çĕнĕ сорт вара çĕре ÿкмест, ăна комбайнпа тÿрремĕн вырса çапма май пур. Тухăçĕ вара унăн пĕр гектар пуçне 20 центнертан кая пулмалла мар.
Вырма ĕçĕсен ăнăçуллăхĕ – комбайнерсенче. Вĕсем хăйсене шанса панă техникăна ответлă тапхăр валли мĕнле хатĕрленинчен нумай килет. Кăçал вара Володя Степанов, Юрий Васильев механизаторсем хăйсен «хир карапĕсене» чи малтан хатĕрлесе çитерсе хире илсе тухма пултарнă.
Хирти ĕçсене комплекслă туса ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май хуçалăхра вырма ĕçĕсене туса ирттернипе пĕрлех хыççăнах улăма пресласа турттарассине йĕркеленĕ. Улăм преслассипе пĕтĕмпе 5 пресс ĕçлет. Погрузчиксем вара 4. Вĕсенчен пĕрисем улăм рулонĕсене хиртен тиесе яраççĕ, теприсем ятарлă хатĕрленĕ вырăнсене купалаççĕ.
Паянхи кунпа кăна пурăнмалла мар. Çитес çур аки пирки те шутлас пулать. Çавăнпа та хуçалăхра чи малтанах вăрлăх хатĕрлесе хăварассине чи пĕрремĕш задача тесе палăртнă. Пухса кĕртнĕ тыр-пула малтанах вăрлăх валли уйăраççĕ.
Хуçалăхра выльăхсем валли апат хатĕрлес ĕç те анлă сарăлнă. Кирлĕ чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрлесе хăвармасăр выльăхсен йышне сыхласа хăварма май çук. Çак вăхăта вара «Ударник» хуçалăхра 2000 тоннăна яхăн сенаж, 300 тонна утă янтăланă. Ку ĕç вĕçленмен-ха.
В. ШАПОШНИКОВ.